Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакрӗ (тĕпĕ: чак) more information about the word form can be found here.
Алексей кутӑн чакрӗ, вара, пуҫне усса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл, юлташӗсен куҫӗ умне курӑнас мар тесе, каялла чакрӗ те алӑк хыҫне кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Малтан чиперех ӗҫлетчӗ, сехет ытларах иртсен, те молотилка шавӗпе, те ҫӳлте тӑнӑран пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ, вӑйӗ чакрӗ, тахӑш вӑхӑтра ури шуса кайрӗ те, Сантӑркка ҫӗрелле тайӑлчӗ…

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каялла чакрӗ Ҫимун, хытса тӑчӗ:

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынни пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ пулас, кутӑн чакрӗ те лумпа кӗреҫерен такӑнса ӳкрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кутӑн чакрӗ Ҫӗпритун.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кутӑн-кутӑн чакрӗ мучи: «Килтӗр-ха, килтӗр кунтарах… Мӗн тӑвас-ши?..» — хӑй ҫавӑнтах йыттине вӗҫертрӗ, ан вӗртӗр тесе, пуҫне кӗрӗк аркипе хупларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха каялла чакрӗ, чӑн та чиксе пӑрахасран хӑраса, пӳртрен тухса тарчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне, ҫырмана, анакан сукмакпа манах тумне тӑхӑннӑ виҫӗ ватӑ хӗрарӑм утса пынине курса хӑй тӑракан вырӑнтан сасартӑк кӑшт каялла чакрӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Хӑрушлӑх сӗмӗ пирӗншӗн чакрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Кунпа, пӗлетӗр-и, пин пӳрт лартма пулать, — терӗ калаҫу ирттерме пынӑ Иванов, — рабочисен шучӗ икӗ хут ытла чакрӗ, кашни ҫын пуҫне каснӑ йывӑҫ шучӗ вара икӗ хут ӳсрӗ, — сакӑрҫӗр кубометра ҫитрӗ.

Help to translate

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

РСУ начальникӗ малтан нимӗн теме аптраса каялла чакрӗ, унтан, Дубов пуррипе усӑ курса-ши, тавлашма пуҫларӗ:

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле ирӗксӗрех тата тепӗр утӑм чакрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, пакунли ҫапса ярасран асӑрханса пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Обществӑшӑн, — ҫухалса кайрӗ тусӗ, шӑпланчӗ, каялла чакрӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та хӑраса ӳкнӗ тусне курса каялла чакрӗ, ҫемҫелчӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепре туртӑнса илчӗ те — ыратни кӑштах чакрӗ, ӳт тӑрӑх анаталла анса кайрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хӑй тунӑ шӑтӑкран кутӑн чакрӗ те, пушанчӗ, пӗҫ хушшине хыпаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку сӑмахсенчен Ваҫилен чунӗ ӑшӑнчӗ, сивӗ каялла чакрӗ тейӗн, вӑл ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешӗ нӑшкӑшса илчӗ те каялла чакрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed