Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вир калчине таптаса ватас мар тесе, Селиме сыхланса пускалать, татнӑ ҫумкурӑкне хӑрах аллине пуҫтарать те, пуҫне ҫӗклемесӗрех, ӑна йӑранӗ хушшинелле ывӑтать.
III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑрах алӑлли, ним пулман пекех, пирус тивертсе ячӗ те, каялла ҫавӑрӑнса халӑх хушшинелле кӗрсе ҫухалчӗ.Однорукий с непринужденным видом закурил, повернулся назад и, замешавшись в общем движении, скрылся.
10. 3асада // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ӑна вӑл саппунӗ-мӗнӗпех мачча чӳречи витӗр кил хушшинелле кӑларса ывӑтрӗ.Он выбросил ее вместе с передником через слуховое окно во двор.
3. Зажигалкӑсем // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Юлташсем, ан перӗр! — салтаксем еннелле ҫаврӑнса тепӗр хут каларӗ те, хӑй тӗм хушшинелле чупрӗ.Затем, повернувшись к солдатам, она добавила: «Не стреляйте, братцы!» Она бросилась в кустарник.
Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Ҫук, ҫил улшӑнмарӗ пек туйӑнать, ҫавӑнпа ман шухӑшӑмпа тинӗсӗн ҫак ҫыранӗ «Гретхен портӗнчен» кӑнтӑрлапа хӗвелтухӑҫӗ хушшинелле выртать пулмалла.
XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Кунта эпир ҫакна та шута илмерӗмӗр-ха: утмӑл тӑватӑ километр аялалла анмашкӑн эпир горизонтальпе виҫҫӗр хӗрӗх километр кайнӑ пулсан, пирӗн кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫӗ хушшинелле вӑтӑр икӗ пик километр каймалла: ҫапла ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр пӑнчӑран унӑн варрине анса ҫитмешкӗн питӗ нумай вӑхӑт кирлӗ пулать.
XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пирӗннисем акӑ, шурӑ кӗпе, вӑрӑм атӑ, така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӳллӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскерсем, аллисене тӑван юханшыв хӗрринчи тӑван хӑваран тунӑ пысӑк туясем тытнӑскерсем ҫухалса кайнӑ пек пӗр вӑхӑт чарӑнса тӑнӑ, хӗрача та хӑйӗн ҫыххипе вӗсем хушшинелле хӗсӗннӗ.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Весӗм вара билет тытнӑ хӗрарӑма мала тӑратнӑ та ӑна халӑх хушшинелле тӗртсе кӗме пуҫланӑ.Поставили они женщину с билетом впереди и пошли проталкивать ее между народом.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Петӗр урапа ҫинчен сиксе анчӗ, ыраш хушшинелле кӗчӗ, унтан ӑна ик еннелле сире-сире тинӗсри пек ишсе кайрӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Эпир хӑма ҫуракан завод еннелле чупаттӑмӑр, вӗсем хӑваласа ҫитме пуҫласанах, тӗмсем хушшинелле пӑрӑнтӑмӑр та вӗсене хамӑр тӗлтен ирттерсе ятӑмӑр, унтан каллех вӗсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑшкӑрнӑ сасӑ ҫаплах илтӗнсе тӑчӗ, тепӗр минутранах эпӗ тӗтре ӑшӗнче тӗтӗм юписем пек курӑнакан шултра йывӑҫлӑ чӑнкӑ ҫыран ҫывӑхне пырса тухрӑм; анчах вӑйлӑ шыв юххи манӑн сулла сулахаялла пӑрса ячӗ те малалла, тункатасем хушшинелле, илсе кайрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вара ним шутласа тӑмасӑр унталла — йывӑҫсем хушшинелле — граната ывӑтрӑм.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Вӗсен хушшинелле ӑҫтан тухмаллине тупаймасан, «Дункан» пӗтет…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каччӑ хӗре улмуҫҫисем хушшинелле, сад пахчине илсе кӗчӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Ҫӑмӑлкай Иоська хӑйӗн ҫара ура тупанӗсене чулсем пӗҫерсе илнӗ пекех пит ҫӳлелле сиксе илчӗ те, пуҫӗпе сулкаларӗ, ыйтасса-тӑвасса кӗтсе тӑмасӑрах йывӑҫ тӗмисем хушшинелле кӗрсе кайрӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӑл чӳречерен пусма ҫине сикрӗ те йывӑҫ тӗмӗсем хушшинелле кӗрсе ҫухалчӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Самолет пӗлӗт хушшинелле шавлӑн хӑпарса ҫуначӗсене, сывпуллашнӑ чухнехи пек, сулкаласа илчӗ те малалла, хӗвеланӑҫ еннелле вӗҫсе кайрӗ.Самолет с гулом взмыл к облакам и там, в вышине, еще раз покачав крыльями, поплыл дальше, на запад.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Саша тумланса тӗм хушшинелле салхуллӑн утрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шпагат каллех туртӑнчӗ, йӗкехӳрене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн пичке хушшинелле ячӗ.Шпагат снова натянулся и вытащил крысу в проход между бочками.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ватӑрах сӑнлӑ пӗр пехотинец-казак, килне вӑрттӑн тарса каяканскер, хӗвелҫаврӑнӑш хушшинелле чӑмрӗ те унта йӑран хушшинчи мулкач пек лӑпчӑнса выртрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.