Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мими стена ҫумне таяннӑ та кӗҫ-вӗҫ ӳкесле тӑрать; ҫийӗнчи кӗпи лутӑрканнӑ, ун ҫумне тӗксем ҫыпҫӑннӑ, калпакӗ пӗр айккинелле чалӑшнӑ; тӑртаннӑ куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ, пуҫӗ чӗтрет; вӑл чӗрене ҫуракан сасӑпа чарӑнмасӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет, питне тӑтӑшах тутӑрпа е аллисемпе хуплать.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсенчен пӗрисем шыҫса тӑртаннӑ лапсӑркка урисене мала кӑларса пуснӑ та куҫӗсене хӗссех тӗлӗреҫҫӗ; теприсем ним тума аптранипе пӗр-пӗрин ҫумӗнче хышаланаҫҫӗ е крыльца патӗнче ӳсекен тӗттӗм симӗс тӗслӗ хытӑ упасарри ҫулҫисемпе тунисене ҫырткаласа илеҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сирӗн шӑл тунисем те тӑртаннӑ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Анчах ыйхӑсӑр аптранипе тӑртаннӑ пит-куҫӗ ҫине пӑхсан, вӑл шухӑшлани ним чухлӗ те палӑрмасть.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Командир, ҫӳлӗ те ырханкка, талӑкӗ-талӑкӗпе ҫывӑрман пирки хӗрелсе тӑртаннӑ куҫлӑ ҫын, шлемне хыврӗ те пуҫне усрӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӑртаннӑ питӗнчен юн сӑрхӑнать, хӑй аран сывлать.Опухшее лицо все было в кровоподтеках, дыхание совсем ослабело.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сулахай куҫӗ шыҫса тӑртаннӑ, кӑвакарнӑ куҫ хупанкипе хупланнӑ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеярӑн йӗнипе тӑртаннӑ куҫӗсем ватӑ казакӑн ӑшӑ куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.Распухшие от слез глаза Ильсеяр встретились с добрым взглядом старого казака.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унӑн пӗр куҫне хура сатинпа ҫыхса лартнӑ, тепринпе, сывӑ куҫӗпе, вӑл тӑртаннӑ куҫ хупанкисем айӗнчен Мэрдан ҫине шӑтарас пек пӑхать.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Йывӑр куҫлӑх пусса тӑнипе тӑртаннӑ сӑмси кӑкне сӑтӑркаласа, кулса илчӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Василь, макӑрнипе тӑртаннӑ сӑмсине тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрӗпе шӑлкаласа, куҫҫульпе макӑрать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫут кӗрен тӗслӗ кушак клеверӗ ҫинче шыв тултарнӑ витресем лараҫҫӗ, вӗсене бук йывӑҫҫинчен якатса тунӑ хӑма татӑкӗсемпе витнӗ, витресен ҫумӗнче Катерина хӗвелпе пиҫнӗ тулли урисене тӑсса ларнӑ та, питрив шатиг чечекӗн ҫут сенкер ҫунаттисене чӗпӗтсе илет, хӑй тӑртаннӑ тутисемпе темӗн ҫинчен пӑшӑлтатать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн шыҫнӑ пичӗ ҫинче кулӑ йӑпаннӑ, тӑртаннӑ ҫамки айӗн куҫӗсем йӑлкӑшнӑ, лӑпкӑ сасси ҫирӗпленнӗ, хӗрсем пурин ҫинчен те манса кайса ӑна итлесе ларнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Пӗрене евӗр шыҫӑнса кайнӑ ураллӑ, тӑртаннӑ питлӗ хӗрарӑм — Паша инке — яланах йывӑррӑн сывларӗ, куҫҫульне шӑлкаласа вӑл шӑппӑн йӗчӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Черныш, шартах сиксе, хӑйӗн типӗ те тӑртаннӑ куҫӗсемпе ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.И Черныш, вздрогнув, оглянулся на него сухими воспаленными глазами.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Миките нимӗн те чӗнмен, пуҫне кӑна пӑркаласа илнӗ, хуллен чейне чашки ӑшне янӑ та хӑйӗн ӗҫленипе тӑртаннӑ пӳрнесемпе аллисене пӑс ҫинче ӑшӑта пуҫланӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Маклай тӑртаннӑ пӳрнисене выляткаласа илчӗ, хаҫатне минтер вырӑнне пуҫ айне хурса, тӑсӑлса выртрӗ.
Каарам-тамо — Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Савӑнӑҫлӑ ыйхӑпа тӑртаннӑ пит-куҫӗ тӑрӑх вӑл ҫапла хӑвӑрт сиксе тӑрасса ниепле те ӗмӗтленме ҫукчӗ.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Васильев тӑртаннӑ тутисемпе сивӗ, шыв курӑкӗсен шӑрши кӗрекен чул ҫумне сӗртӗнчӗ…Васильев припал воспаленным ртом к холодной, пахнущей водорослями поверхности камня…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кӑвакарнӑ пичӗ те тӑртаннӑ; хӑй вӑл ывӑннӑ йытӑ пек сывланӑ, чӑмласа пӗтернӗ чӗлхине те йытӑ пекех тӑса-тӑса кӑларнӑ; пуҫӗнчи ҫӳҫне ярса тытса туртнӑ, тӑпӑлтарнӑ, хӑй пӗрмай, ӳкӗтсӗр ҫынна ӳкӗтленӗ пек:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.