Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳречепе сӗтел хушшинче аялти кӗпепе йӑрӑм-йӑрӑм шӑлаварлӑ ҫын тӑрать; темле паллӑ этемех темӗпӗр: вӑтам пӳллӗ, ахӑртнех, вӑйсӑр мар, ҫырӑ яка ҫӳҫлӗ, мӑнтӑр мӑйлӑ, тахҫан хуҫӑлнӑ сӑмсаллӑ, — унӑн вӗҫӗ турат пек тӑртаннӑ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шывӑн мӗн пур хулӑнӑшӗнчен шӑтарса иртеймест ҫутӑ; шывӑн самаях пысӑк пайӗ — аялтан мӗлкеленнӗ, этем алли тунӑ гротсемпе, коралл юпленӗвӗсемпе-хысакӗсемпе ҫӳлелле тӑртаннӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Галеран тытса тӑнипе икӗ-виҫӗ ҫеккунт чавсаланса чӗтрерӗ те ӳкрӗ, куҫӗсене хупрӗ, ырату йынӑшӑвне акӑш-макӑш вӑй хурса пусарнӑран ҫамкин юн тымарӗсем тӑртаннӑ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Аха! — терӗ те вӑл ҫавӑнтах ӗҫлӗхлӗн тӗксӗмленчӗ, хӑлхи хыҫӗнче тӑртаннӑ пирусне туртса ячӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак ҫыннӑн чӗн пиҫиххийӗнчен ҫӗҫӗн пӑхӑр аври тӑртаннӑ.Из-за кожаного пояса этого человека торчала медная рукоятка ножа.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Алӑк тӑрринче кӗтесрен фасад икӗ енӗне авса ҫирӗплетнӗ кӑтартмӑш ҫине слон пуҫне ӳкернӗ; ҫӗкленӗ хоботран ытлӑх-ҫитлӗх мӑйраки тӑртаннӑ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Мӗн япала? — илтӗнчӗ ҫав самантрах кӗвӗҫӳллӗ ҫинҫе сасӑ, акӑ хӑна пӳлӗмне симӗс утиял кӗрсе тӑчӗ, унран кӑтра пуҫ тӑртаннӑ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗл пулнӑ этемӗн сӑнӗ-кӗлетки хӑрушӑ: арпашӑнчӑк сухалӗ кӑкӑрӗ ҫинче чӑлханнӑ, кӑвакарнӑ пит ҫӑмартисем путсах кӗнӗ, чӗтреҫҫӗ, куҫӗсем тискеррӗн, ҫав вӑхӑтрах мӗскӗннӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫаннисенчен тӑртаннӑ аллисем тискер кайӑкӑн чӗрнеллӗ урисене аса илтереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Вӑтӑр ҫулсенчи пӗчӗк, анчах самӑр майра, ҫӳҫӗ ҫамки ҫинче, аял янах шӑмми тӑртаннӑ.Это была маленькая, но упитанная особа лет тридцати, с челкой на лбу и выдавшейся нижней челюстью.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Вӗсем пӑсланаҫҫӗ; тирӗк-чашӑкран пур еннелле те пӑру какайӗпе тӗрлӗ кайӑк урисем тӑртаннӑ.От них валил пар; телятина и различные птичьи ножки торчали со всех сторон блюд.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Шыҫӑнса тӑртаннӑ алли чӗлпӗре карӑнтарнӑ чух аран-аран ҫӗкленет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Старикӗн ҫаврака питне куҫ хупанки евӗрлӗ сухал ҫавӑрнӑ, унӑн пӗрчисем пайӑркан-пайӑркан тӑртаннӑ.Круглое лицо старика было обведено ресничатой бородой, клочки которой торчали подобно лучам.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Ку — шкапа аса илтерекен старик, унӑн ҫӳлти хӑминчен улӑпӑн ҫӳҫпе-сухалпа талккӑшпех витӗннӗ пуҫӗ тӑртаннӑ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Кунта — тӗрлӗ кӗрпе, ҫӑнӑх, соуссем, ҫавӑн пекех ҫуллӑ така ури, питӗ чаплӑ сысна пӗҫҫи, мулкач, пӑчӑрпа путене ҫупкӑмӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, кӗтесре, сар ҫу каткинче, ҫӗнӗ хурӑн ҫӑпала тӑртаннӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Унӑн куҫӗсем тӑртаннӑ, ҫӑлӑну юнӗпе вараланнӑ мӑйӑхӗпе ҫӑварӗ юратакан хӗре ҫӑлса хӑварнӑ хӑрушӑ пулӑма яриех кӑтартаҫҫӗ.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Сулахай енче, кӑкӑрӗ тӗлӗнчех, шуранка ӳчӗ ҫинче юхан-суранлӑ, нӗрсӗр шыҫӑ тӑртаннӑ.Выше левого соска, на побелевшей коже торчала язвенная, безобразная опухоль.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Илемсӗр, хӗрлӗ питлӗ, ҫутӑ пӗчӗк куҫӗсем талккӑшпех пӗркеленчӗкпе витӗннӗ, тути ҫӳлтен тӑртаннӑ, саралнӑ ҫирӗп шӑлсем курӑнаҫҫӗ, хӗрӗх-хӗрӗх пилӗк ҫулсенче, лутра, ырханкка; ҫак ҫын Геллипе Нок ӑшӗнче пӑлханчӑк та пӑтранчӑк туйӑм ҫуратрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ури ҫумӗнче йӗпе тӗтел выртать, кимӗ пуҫӗнчен вӑлтасем тӑртаннӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсем хӗвел тухнӑ чух, ыйхӑсӑр ҫӗр хыҫҫӑн, самаях тӑртаннӑ пит-куҫпа ют ҫине вырнаҫрӗҫ.Они на восходе солнца, после бессонной ночи, расположились на юте, с изрядно помятыми лицами.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.