Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайӑк утравӗн хуҫи, шӑппӑн ларакан японецсен тӑшманла ушкӑнӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне кашнинчех куҫхаршисене ҫӗклеме, урисене кӗлипе ҫирӗппӗн пусма тӑрӑшрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ҫав тери ҫывӑрас килет пулсан та куҫне хупмасть-ха вӑл: темрен ҫывӑрса юласран хӑрать, ҫывӑрса кайсанах пӗр кӗтмен ҫӗртен темӗнле тӑшманла вӑйсем килсе тухассӑн туйӑнать ӑна.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Апла эсир Робертса пӗлетӗр, — тенӗ Келли, тӑшманла чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.— Ладно, ты знаешь Робертса? — Келли первый нарушил неприязненное молчание.
III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Таҫта инҫетре, пӑрлӑ чикӗ леш енчен тухнӑ илемсӗр уйӑхӑн сивӗ пайӑркисене курсан, Вияле темӗнле ют, тӑшманла шӑршӑ кӗнӗн туйӑнчӗ.
Хӗрарӑм-сунарҫӑ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мӗншӗн тесен пуянсемшӗн вырӑссемпе тутарсем тӑшманла пурӑнни усӑллӑрах.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мулла — вырӑссем ҫине, пуп — тутарсем ҫине тӑшманла пӑхма вӗрентет.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Фатых, эсӗ пӗлетӗн-ха, нимӗҫ агенчӗсем хӗтӗртнипе Крым тутарӗсенчен чылайӑшӗ нимӗҫсем тунӑ тӑшманла отрядсене кӗнӗ, вӗсем нимӗҫсен ҫарӗсемпе пӗрле Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ, партизансене хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗн тесен те ҫак тӑшманла ӗҫе йӗрлесе тупма вӑл кӑтартса пани пулӑшнӑ.Он тоже пришел поздно, но его показания помогли раскрыть преступление.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унта тӑшман ҫуккине пӗлсен те, пурпӗр чарӑнса тӑратӑн, мӗншӗн тесен вӑл, ҫав ҫурт, сан ҫине халичченхи пекех тӑшманла сывланӑн туйӑнать-ха.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах Мартинин ҫав юратман кӑмӑлӗ часах тӑшманла кӑмӑл пулса тӑнӑ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Империалистсем Совет Союзне хирӗҫ тӑшманла пӗр фронт пулса тӑнӑ.Империалисты выступали против Советского Союза единым, открыто враждебным фронтом.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӑлхавлӑ ик-виҫӗ ҫул хушшинче Яков фабрикӑра питех хӑрушшине нимӗн те асӑрхаман, анчах Мирон сӑмахӗсем, Алексей тетӗш пӑлхануллӑн хашлатса сывласа илнисем, кӗҫӗн Артамонов хӑй вулама юратман, анчах пӗрмай, ятарласа, хаяррӑн савӑнса, хӑратса рабочисен движенийӗ ҫинчен ҫыракан, рабочисен Думӑри представителӗсен сӑмахӗсене пичетлесе пыракан хаҫатсем Якова фабрикӑри ҫынсем ҫине тӑшманла пӑхтарнӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ вӗсенчен килнине систерекен кӳренмелле туйӑма ҫуратнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн яланхи пекех ухмахла сӑмахӗсем ҫак сехетре Артамоновшӑн темшӗн уйрӑмах тӑшманла пулнӑ; дворникӗн арпашса кайнӑ сухалӗ, шӗвек, пӑтранчӑкрах куҫӗсем, пӗркеленнӗ чул пек ҫамки ҫине пӑхса, Артамонов ҫак ҫын ытларах та ытларах киревсӗрленсе пынинчен тӗлӗнчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах та вӑл пӗтӗмпех шыҫса кайнӑ, кӳпчесе хӗрелнӗ пит-куҫлӑ хунямӑшӗ, кресло ҫинче ларса вӑраххӑн вилекенскер, ун ҫине ытларах та ытларах тӑшманла пӑхнине аса илчӗ; унӑн ӗлӗк хитре пулнӑ, анчах халӗ тӗксӗм те йӗпе куҫӗнчен куҫҫульсем хурлӑхлӑн юхса тӑраҫҫӗ; чалӑшса кайнӑ тутисем хускалаҫҫӗ, анчах калаҫайми пулнӑ чӗлхи ҫӑварӗнчен тухса ӳкет, нимӗн те калама пултараймасть; вара Ульяна Баймакова ӑна ҫурри вилнӗ сулахай аллин пӳрнисемпе ҫӑварне каялла тӗртсе кӗртет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав тӑшманла шухӑшсем унӑн ҫав тери нумай пулни ӑна хӑратсах пӑрахрӗ, вӗсем унӑн ӑшӗнче ҫуралса тухнӑ пек мар, тултан, ҫӗрлехи тӗттӗмрен кӗрсе тулнӑ пек, тӗттӗмре ҫара ҫерҫисем евӗрлӗ вӗҫсе ҫӳренӗ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑн пек чухне фабрикӑн чӑн-чӑн ӗҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр пир-авӑр тӗртсе кӑларассинче мар, темле урӑхла, Петр Артамоновшӑн тӑшманла япалара пулнӑ пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн шупка пичӗ, хура ҫӑмпа витӗннӗскер, ҫунса хӑрӑмланнӑ пек туйӑнать, хура куҫхаршисем айне путса аннӑ хаяр куҫӗсем пурин ҫине те тӑшманла пӑхаҫҫӗ, ҫынсем ҫине ҫиелтен пӑхса, вӑл темле шала кайнӑ, янравсӑр сасӑпа, мӑнкӑмӑллӑн, юриех ӑнланмалла мартарах калаҫать, ҫынсем унтан тепӗр хут калама ыйтсассӑн, вӑл ҫухӑрарах ярса: — Ӑнланмастӑн-и? — тесе хурать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья Артамоновшӑн тепӗр чухне хула ҫыннисем хӑй ҫине тӑшманла пӑхма пӑрахнӑ пек туйӑннӑ; Дрёмов ҫыннисем ун умӗнче сума суса картузӗсене хывнӑ, вӑл Ратский княҫсем ҫинчен каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫапах та кам та пулин, ялан тенӗ пекех, ун сӑмахӗсене мӗн пирки те пулин мӑнкӑмӑлланса асӑрхаттармасӑр ирттерсе яман:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӑлӑх арӑм хӑйне хӑй ӗненмесӗрех, ҫынсем Артамоновсем ҫине тӑшманла пӑхни ӑна хӑйне те кӳрентернине, вӗсене кӑмӑлламанни ӑна хӑйне те темле тарӑхтарнине туйма пуҫларӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Новинскран тухса кайма йывӑртарах, кирек мӗнле кайма хӑтланнине те Батмановпа Беридзе, тен, тӗрӗс мар ӑнланӗҫ, тӑшманла сиввӗн пӑхӗҫ, эпӗ мӗншӗн кайма шутланине ӑнланмӗҫ, эпӗ урӑхла тума пултарайманнине ӗненмӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.