Шырав
Шырав ĕçĕ:
Граждансен расине национальноҫне кура вӗсен прависене тӳррӗнех е урӑхла майпа хӗснӗшӗн, тӳррӗнех е урӑхла майпа ыттисенчен асла хунӑшӑн, ҫавӑн пекех пӗр-пӗр расӑна е нацие ыттисенчен мала е кая хурас, ун ҫине тӑшманла пӑхас шухӑша кирек мӗнле сарнӑшӑн та законпа айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Шӑп-шӑпӑрт; шӑплӑх тӑшманла туйӑнать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӑшманла пурӑннӑ ҫынсене ҫапла ҫураҫтарнӑ Сингпа Ирет.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Ҫак ялсенче пурӑнакансем пӗр-пӗринпе авалтанпах тӑшманла пурӑннӑ, кашни ҫапӑҫура тенӗ пекех ку е тепӗр енчен сунарҫӑсенчен хӑшне те пулин вӗлернӗ, анчах вӗлерӳҫӗсене тытма май килмен.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Рабочисем пӗр чӗнмесӗр лутӑрканса, хуралса пӗтнӗ хучӗсене кӑларса, штатски тумтирлӗ ҫынна тӑшманла пӑхса, сивӗ сӑмахсемпе ӑсатса яраҫҫӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ, Федька, Тимка тата Яшка Цуккерштейн городкилле выляма анчах тытӑнсаттӑмӑрччӗ, пахчаран атӑ-пушмак ҫӗлекенӗн ачи чупса ҫитсе, пирӗн ҫыран хӗррине вӑрттӑн Пантюшкисеннипе Симаковсен икӗ сулли пырса чарӑнни ҫинчен каласа пачӗ: халӗ ҫав тӑшманла адмиралсем пирӗн сулӑсене хӑйсен енне илсе тарма хатӗрленсе, питӗрсе хунӑ ҫӑрисене ватма тытӑннӑ, терӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чунӗнче халӗ лӑпкӑ пек, ӳсӗр хупахӑн янкӑр ҫутӑ ӳкерчӗкле нӗрсӗрлӗхӗнче ҫеҫ кӗтмен ҫӗртен Футрозсен хӑна пӳлӗмӗн хӗрлӗ-сарӑ сӗмӗсем канӑҫсӑррӑн ише-ише иртме пуҫларӗҫ, таҫти кӗтесри хӗрарӑмсен ахӑлтатӑвӗ вара Эллипе Ройӑн уҫӑ ӑшӑ куллине тӑшманла аса илтерет.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Типӗ чӗрене — вилӗме те, вилӗмсӗрлӗхе те тӑшманла чӗрепе, тӗшмӗшле туйӑмсемпе тулнӑскер, килӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ, ытлашши мӑнаҫлӑ хӑш-пӗр ҫыннӑн ӑнланмалла мар ӗҫӗсемшӗн вӗчӗрхеннӗ Ганэль йӗнерӗ ҫине улӑхса ларчӗ, малалла — паллӑ мар юхан шыв ҫыранӗ патнелле — ҫул тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ҫӗлен самантлӑх кӑна чӗрӗлчӗ — этем аллин тӑшманла ӑшшине туйса ҫӑварне уҫма, Джоя аллинчен сӑхма ҫеҫ.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Эпир Совет влаҫӗ юлташлӑха хирӗҫ тӑшманла ӗҫ тунӑ хурахсене тытса хупӗ, пӗтӗм укҫана кассӑна тавӑрса партарӗ тесеччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Калюков мана тӑшманла пӑхмарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шухӑшӗ ҫивӗчлӗхне ҫухатрӗ, пӗтӗм тимлӗхӗ — курӑнми, тӑшманла ҫынсем ҫинче; вӗсене туйнипе чирлесех кайрӗ тейӗн.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл хӑйне кунта та, кунта та мар пек, хӑйне паллаканскер, ҫав вӑхӑтрах ют, вӑрттӑнчӑк, тӑшманла пек туять.Казалось, что был он здесь и не здесь, свой знакомый и в то же время чужой, замкнутый и враждебный.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ак гаване юр юрласа Кӗретпӗр тӑшманла, Урасемпе шаклаттарса Чӑн-чӑн параппанла.Мы в гавань с песней хоровой Ворвемся, как враги, Как барабан — по мостовой Веселые шаги!
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кунсӑр пуҫне вӗсем лагере тӑшмансенчен сыхлана, тӑшманла пурӑнакан йӑхсем ҫине тапӑннӑ, лашасем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, ҫавнашкалах ухӑсем, ухӑ йӗпписем, щитсем, тумтирсем хатӗрленӗ.
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӗсем, ун ҫине шикленерех те тӑшманла пӑхнӑ пулин те, халӗ интереслене пуҫланӑ: мӗн шутласа кӑларнӑ пулать-ха вӑл?Несмотря на враждебность и настороженность — им стало даже интересно: какую он приготовил пулю?
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Продовольстви управисене суйланӑ ҫынсем, тырӑ пухассипе тырӑ валеҫес ӗҫе туса тӑракансем, хӑйсен ӗҫӗсене пӗртте кирлӗ пек туса тӑраймаҫҫӗ, хӑшпӗрисем тата ку ӗҫе юриех кансӗрлеҫҫӗ: управӑсене тӑшманла политика тытакан партисен членӗсем — меньшевиксемпе эсерсем, — большевиксене хирӗҫ выҫлӑх меслечӗпе кӗрешсе, влаҫа хӑйсен аллине илес ӗмӗтне кӗре-кӗре ларнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Надежда Кондратьевнӑна хӑй унта, кӳлле тата кӳлӗ леш енчи ҫаранлӑхпа ӳплене мӗнпур тӑшманла тӗнчерен хӳтӗленӗ пек, аллисене ик еннелле саркаласа, кӳлле ҫурӑмӗпе картласа, ялан пӗр манерлӗ те хускалмасӑр тӑнӑн туйӑнчӗ.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ку ак ҫакӑн майлӑрах пулчӗ: калӑпӑр, вӑл темиҫе уйӑх пӗр вӗҫӗмех чупнӑ, хытӑ чупнӑ, е хашка-хашка — тӑвалла, е, хӑвӑрт ывтӑнакан урисене аран чаркаласа, анаталла ыткӑнса пынӑ; ун ҫывӑхӗнчен ҫуртсем, урамсем, хуласем, ҫӗршывсем, халӑх ушкӑнӗсем вӗлтлете-вӗлтлете юлнӑ; хӗрӳллӗн пӑшӑлтатнӑ тата тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай сӑмах, — вырӑсла тата ют чӗлхепе, ӑслӑ тата ахаль, хытӑ тата ҫемҫе, хаклӑ тата тӑшманла сӑмахсем, — чупса пыракан ҫынна ҫил варкӑшӗ ҫапӑннӑ, каялла тӗртнӗ, чӑрмантарнӑ евӗр, татти-сыпписӗр илтӗнсе тӑнӑ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лилипутирен ансӑр проливпа ҫеҫ уйрӑлса тӑракан тӑшманла Блефуску государстви вӑл, паллах, Франци; нумайранпа Англи унпа вӑрҫса пурӑннӑ.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.