Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара вӑл, питех те пысӑк тупӑш илсе, сӑваплӑ халала хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытса, хӑйӗн ҫӗршывнелле ҫул тытӗ, мӗн шухӑшланине тӑвӗ вӑл, унтан хӑйӗн ҫӗршывне таврӑнӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. «Чӑнлӑхпа вӑй-хӑват — Ҫӳлхуҫара ҫеҫ» тейӗҫ вара Ман пирки; Ӑна хирӗҫ тӑшманла тӑнисем Ун патне пырӗҫ те пурте намӑсланӗҫ.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене, хӑвӑнпа тӑшманла пурӑнакансене, шырӑн та — тупаймӑн эсӗ; санпала кӗрешекенсем нимӗн те мар, пачах нимӗн те мар пулса тӑрӗҫ, 13. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Санӑн Турру; сана сылтӑм аллунтан тытса тӑратӑп та: «ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп» теетӗп.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл таврари тӑшмансене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, тӑшманла Филисти халӑхне пӑхӑнтарнӑ — вӗсем халичченех мӑйракине ҫӗклеймеҫҫӗ.8. ибо он истребил окрестных врагов и смирил враждебных Филистимлян, - даже доныне сокрушил рог их.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйне пур енчен те тӑшман хӗснӗ чухне вӑл Ҫӳлти Турра тархасланӑ та — аслӑ Ҫӳлхуҫа илтнӗ ӑна: 7-8. суя тӗнлисем унӑн пӗтӗм кӑралне пӗлччӗр тесе, вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапӑҫнине, вӑл Пурне те Пултаракан ирӗкне тунине пӗлччӗр тесе, Вӑл тӑшманла халӑх ҫине хӑватлӑ вӑйӗпе чул евӗрлӗ пӑр ҫутарнӑ, хирӗҫ тӑракансене ту тайлӑмӗнче пӗтерсе пӑрахнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ку сахал-ха, ют ҫӗр ҫыннисене тӑшманла йышӑннӑшӑн вӗсемшӗн тата сут пулӗ; 15. кусем вара малтан уяври пекех хавасланса йышӑннӑ, кайран хӑйсемпе пӗр тан шутланакан ҫынсене чӑтма ҫук йывӑр ӗҫлеттерсе пусмӑрлама тытӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр, 12. ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама канаш паракансенчен ҫакна мӗнле пурнӑҫламалла-ши, мӗнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирӗн хушшӑмӑрта хӑйӗн ӑстӑнӗпе уйрӑлса тӑракан, пурте кӑмӑллакан-хисеплекен ҫын, пире чунтан парӑннӑскер, патша хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланаканскер, Аман, пире ҫапла ӑнлантарса пачӗ: тӗнчере пӗтӗм йӑх-ӑру хушшине пӗр тӑшманла халӑх хутшӑннӑ иккен, ҫав халӑх хӑйӗн саккунӗ-йӗркипе кирек мӗнле халӑха та хирӗҫлет; ҫав халӑх, эпир тӗп-тӗрӗс те йӗркеллӗ тытса пыракан патшалӑх тата ан вӑйлантӑр тесе, патша хушнине нихӑҫан та хисеплемест-итлемест.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Мадиан халӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫӑр, вӗсене аркатӑр, 18. мӗншӗн тесессӗн вӗсем сирӗн тӗлӗшрен чее тӑшманла хӑтланчӗҫ: сире Фегорпа тата ҫав Фегора пула халӑх пӗтнӗ кун вилсе выртнӑ Хазвӑпа, мадиансен пуҫлӑхӗн хӗрӗпе, илӗртрӗҫ, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иртен-ҫӳренсене те ман ҫине тӑшманла пӑхма вӑлах хӗтӗртет пулмалла.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.