Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Таврӑнакан Синкрайтӑн ура сасси илтӗнсе кайрӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак вырӑнсенче Стэнли караванӗ шурӑ Танганайка кӳлли патӗнчен таврӑнакан араб сутуҫисен караванӗпе тӗл пулчӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Таврӑнакан сив чир.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стомадор ҫуртне тепӗр ҫынна панин ӗҫ-хӗлӗ пачах та вӑрттӑнлӑх мар; шӑпах ҫавӑн ҫинчен калаҫса кайрӗ Гравелот Гертона таврӑнакан Баркетпа — кӑтартмӑшсен сӑнарлӑ ӳкерӳҫипе.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дэзие кӑмӑллакансем йышлӑ, вӑрлаканни вара — Гоан Гнор; каҫ пулттипе — ку вӑхӑтра чухлама питех те хӗн: халь-халь анса ҫухалакан хӗвел ҫутинче урамӑн тусанлӑ катинче — те шыв ӗҫсе таврӑнакан вӑкӑрсем сӗкӗшеҫҫӗ, те ҫӑварне алӑпа хупланӑ хӗре йӗнер ҫине йӑтса хураҫҫӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Пурнӑҫӗ тӳнтер вӗҫӗпе ӳпӗнет, чунӗ иртнӗ вӑхӑтӑн таврӑнакан ҫӗнӗлӗхӗнче хумханать.Жизнь перевертывалась обратным концом. Его душа трепетала в возвращающейся новизне прошлого.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Шупашкартан Элӗке ҫӳрекен юлашки автобуспа яла таврӑнакан Тамара таврана каҫхи сӗм ҫапнине сӑнаса пынӑ май самаях пӑшӑрханчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ӗҫрен таврӑнакан ҫынсем каялла-малалла кускалаҫҫӗ.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Вилекенӗ хӑй те, хӑнаран тӑван килне таврӑнакан этем пекех, хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнишӗн пӗрре те пӑшӑрханмасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Алӑк патне ҫитсен вӑл Сме-Пелле патӗнчен таврӑнакан Линӑна тӗл пулчӗ.У ворот она встретила Лину, которая возвращалась от кузнеца Сме-Пелле.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Коридор вӗҫӗнче сигнальщика хунӑ палатӑран таврӑнакан санитаркӑсем курӑнчӗҫ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Халӗ те балюстрада патӗнче, тӗрӗслесе тухнӑ паспортсене каялла тавӑрса парасса кӗтсе тӑнӑ ҫынсем хушшинче, ют ҫӗр-шывран хӑйӗн тӑван ҫӗршывне таврӑнакан ҫынна иностранецсенчен уйӑрса илме пулать.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑхӑтран-вӑхӑта таврӑнакан чир.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Б шӑлпа в хушшинче унталла каякан тата каялла таврӑнакан ҫипсем пӗр-пӗрин ҫине хӗреслӗ выртаҫҫӗ.Проходя туда и обратно между б и в, нити ложатся друг на друга крестом, восьмеркой.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Полковникпа юнашар пыракан Алексей Алексеевич Соловьев, хӑйӗн отпускне Атӑл тӑрӑх ҫӳресе ирттерсе халӗ тӑван Горький хулине таврӑнакан рабочи, Губашин паллайми улшӑннине асӑрхарӗ.
Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Пӗлетӗп эп, — пӑшӑлтатнӑ Фома, хӑйне ним маррӑн туйса, тата ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн вырӑнне хисеплӗн утса таврӑнакан Смолин сӑн-пичӗ ҫине пӑхса.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярах вара, киле таврӑнакан ашшӗ ҫуна ҫинчен аран ҫеҫ аннине чӳрече витӗр курсан, Фома ытахаллӗн ҫеҫ: — Аппа! Атте каллех ӳсӗр таврӑнать, — тенипех ирттерекен пулнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Клава хӑйне шкултан таврӑнакан хӗр ача пек тытрӗ, Олег, юлташӗсем ҫине пӑхкаласа: — Пултаратчӗҫ те, тытаймарӗҫ! — терӗ.
Хӗҫ-пӑшал! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пур пуҫлӑхсем те Краса Сенатран пулӑшу ыйтмалла, тенӗ, вӑрҫа часрах пӗтермешкӗн гладиаторсене хирӗҫ, Красс ҫарӗсӗр пуҫне, Испани вӑрҫинче ҫӗнтерекен Кней Помпей ҫарне те, Африкӑран Италие таврӑнакан Луций Лициний Лукулл ҫарне те яма кирлӗ, тенӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.