New
Шӑп ҫак вӑхӑтра Курмышов, станцире ҫав тери ывӑннӑ хыҫҫӑн Лукари патне йӑпӑртлӑха ӗҫ пирки калаҫма кӗрсен, ларнӑ ҫӗртех ыйха путнине чухлама та пултараймарӗ Ульяна.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Е тӑхтарахпа ҫитӗ-ши?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Килесех пулсан, хальччен килмеллехчӗ ӗнтӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шӑп ҫур ҫӗр!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вуниккӗ ҫитет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Киле ҫитсен, Сантӑр ҫуккине курчӗ те сасӑпах йӗрсе ячӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑсатма та кирлӗ мар!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ан чӑрмантар, Хветке!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ульяна хӑвӑрт тумланчӗ, ӑна чарса тӑма хӑтланнӑ Топрисов аллине ҫилӗллӗн сирчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тылыма стройматериал ӑсатасшӑннипе киле ҫакланаймасть-иҫ!..
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ульяна самантрах савӑнӑҫпа тулчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Апла… вӑл халь — станцӑра! —
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӗҫре палӑрас тесе, ҫемье ҫине ал суласси ним те мар.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Хӑйне кӑтартасшӑн мар-и?!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Куна пӗлтернӗшӗн Топрисов самаях ӳкӗнчӗ, анчах ӗнтӗ тӗрӗссинех калама тивет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ах, вӑл станцӑра-и халь?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ульяна ҫӗкленсе илчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ҫук вӗт, пирӗн Сантӑрӑн хӑйӗн пултарулӑхне пурне те кӑтартас килет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӑртак хӗрӗннӗ Топрисов хӗрӳленсех калаҫрӗ:
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗн, унсӑрӑн станцӑра вакун тиейместчӗҫ-и, халь мар, тепӗр икӗ эрнерен стройматериал ӑсатсан, хӗвел тепӗр енчен тухатчӗ-и? —