New
Кулма чарӑнсан, кӑкӑр туллин сывласа илчӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑҫта кӑна пуҫа чикместӗн… —
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Атту, чӑнах та, пӗр уйӑхрах кам кӑна пулса пӑхмастӑн: снабженец, финансист, пахалӑх инспекторӗ, диспетчер…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тавах, Эдик, пирӗншӗн пӑшӑрханатӑн иккен эсӗ, пире йӗркеллӗ, парти уставӗпе ӗҫлеттересшӗн.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Юрейкин кулса ячӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шутлӑр-ха, атьсемӗр, ҫакӑ вӑл — партин хула комитечӗн ӗҫӗ-и?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кирпӗч завочӗпе ҫыхӑнатпӑр, субподрядчиксене васкататпӑр, ҫамрӑк специалиста тимлӗн итлетпӗр…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Куна ҫапла кирлӗ тесех шутлатпӑр.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чи начарри — куншӑн тӗлӗнместпӗр те.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кирпӗч сахал кӳни ҫинчен хула комитетне шӑнкӑравлаҫҫӗ, субподрядчиксем юлхавланнӑ — каллех пиртен пулӑшу ыйтаҫҫӗ, ҫамрӑк специалист палӑртнӑ срокра хваттер илеймен — пирӗн патра приемнӑйра ларать…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫынсене йӑнӑш ҫулпа ямастпӑр-и?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хамӑрӑн мар ӗҫпе вӑхӑта ирттерместпӗр-и?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫавӑнпа тӗлӗнетӗп те: камсем эпир?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акӑ ӑҫта ҫитрӗмӗр эпир.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эсӗ хӑть «ӑнланмастӑн» кӑна-ха, ыттисем ӑнланасшӑн та мар, кун ҫинчен шутламаҫҫӗ те.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Агитплощадка, лекци, политинформаци — пропаганда пайӗн ҫӑкӑрӗ; пухусем, партие илесси, кадрсем тупса лартасси, наказани — организациллӗ пай ӗҫӗ…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ӑнланмастӑп сана, Эдик, строительство пайне мӗн ӗҫлеттересшӗн-ха эсӗ?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку вӑл вӗсенчен аслӑрах, опытлӑрах инженерсен ӗҫӗ мар-и?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шутлӑр-ха хӑвӑрах, строительствӑна аслӑ шкулта вӗреннӗ, пилӗк-вунӑ ҫул ытла ҫурт-йӗр лартакан инженерсене эпир ӑҫтан-ха кунта ак ҫапла, лере ак капла тумалла тесе вӗрентме пултаратпӑр?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Хамӑртан ни унта, ни кунта…