New
«Эрхип пиччепе канашласа пӑхмалла пулӗ, урӑх никампа та мар, ҫавӑнпа калаҫмалла», — шухӑшларӗ юлашкинчен Шӗшлӗ Мирунӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Темскер тумаллах Мирунӑн, анчах мӗскер?
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Апла-тӑк, Валентина киле килмен, ун пирки Шуматов тӗрӗсех каланӑ ӗнтӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Сӗтел ҫинчи чейникпе варени банки те паҫӑрхи вырӑнтах лараҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Ҫак шухӑшпа хавхаланнӑ ҫамрӑк арҫын, куҫ-пуҫ курми юр ҫунӑран шурӑ упа пек шуралнӑскер, килнелле васкарӗ, ҫи-пуҫне юртан силлесе тасатмасӑрах пӳрте кӗчӗ, анчах кунта, кӑмака ҫинче харлатса ҫывӑракан амӑшӗсӗр пуҫне, урӑх никам та ҫук.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
— Арӑм, тен, килтех ларать, мана кӗтет».
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
«Чим-ха, Валентинӑна Аристан ҫавӑтса кӗнӗ тесе Трофим улталамарӗ-и? — шухӑшласа илчӗ Шӗшлӗ Мирунӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Ара, тӳррипе каласан, савӑш вӑхӑчӗ те вӗҫленмен-ҫке.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Авланнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑхранах арӑм тухса тарни кирек мӗнле арҫынна та пуҫран юман чукмарпа ҫапнӑ пекех антӑхтармалла.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
«Эпӗ ялтан тухса кайнӑ-ҫке!» — тӗлӗнчӗ Шӗшлӗ Мирунӗ, вара каялла ҫаврӑнчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Унта юрпа витӗннӗ ампарсем сӗмленеҫҫӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Укӑлча хапхинчен ҫур ҫухрӑмра — йӗтем.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Шӗшлӗ Мирунӗ хӑйсен тӗлӗнчен иртрӗ, укӑлча хапхинчен уя тухрӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Шултра юр кӑштӑртатса тӑкӑнать.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Тӳпене карса илнӗ хура пӗлӗт йӑмра тӑрринех анса ларнӑ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Ҫанталӑк, кӑнтӑрлахипе танлаштарсан, самаях ӑшӑ: сиввӗн хӑрах ури хуҫӑлнӑ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
— Малтан юратса кур.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
— Ытлашши тиркетӗн эс! — урамалла вӑркӑнчӗ Мирун.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.
Вӗсемшӗнех…

Валентина пек хӗрарӑмсем — тӗнче каяшӗ.