Corpus of the Chuvash language

New

Ҫемье ҫавӑрнӑ арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗринпе канашламасӑрах яла сӑмах сарнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Йӗкӗчӗсем те, паллӑ ӗнтӗ, вӗсене яланхи йӑлапа хирӗҫлеме пултарайман.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вуннӑмӗш классене вӑл тата акӑ мӗнпе тӗлӗнтернӗ: пӗр минут урокран юлнӑшӑнах вунӑ минут таран пӗр чарӑнми вӑрҫмалӑхах тарӑхаканскер, урокран никама та ниҫта яма килӗшменскер, Лука Антипович ку хутӗнче икӗ ҫамрӑк йӗкӗте урок вӑхӑтӗнчех хӑй хваттерӗнчи, — шкул ҫумӗнчех вӑл, — хӑйӗн пӗр мӑнӑ чӑматанӗпе икӗ пысӑк ҫыхха, тулли портфельпе ҫавнашкалах тӑп-тулли сумкӑна Чӗкеҫ патне леҫме хушнӑ; кун хыҫҫӑн, паллӑ ӗнтӗ, ҫакӑ мӗне пӗлтернине каччӑсенчен маларах чухласа илнӗ вуннӑмӗш класс хӗрӗсем Лука Антипович кӑмӑлӗ лайӑхланнӑшӑн учительтен ытларах хӗрарӑма хӑйне тав тунӑ, мухтанӑ, каччӑсене вара: «Астӑвӑр, пурнӑҫ хӗрарӑмран ытларах килет!» — тесе астутарма та манман.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав ирхине хими учителӗ Лука Антипович юлашки пилӗкҫуллӑхра пӗрремӗш хут питӗ те килӗшӳллӗ якатнӑ йӗмпе, шурӑ кӗпе ҫийӗн галстук ҫакса урока пынӑ, аслӑ классенче вӗренекен хӗрсене вӗренӳ ҫулӗ тапраннӑранпа пуҫласа шӗвӗр те хытанка пӳрнипе тӗллесе вӑрҫман, ҫакӑншӑнах пуль унӑн шӗвӗр пӳрни те халичченхи пек хӑрамаллах хытанка та вӑрӑм курӑнман.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗр хыпарӗ: аллӑсене ҫывхаракан хусах учитель, Лука Антипович (Укҫук аппа каланӑ тӑрӑх, сӑмси ытла мӑнӑ пиркиех хальччен те авланайманскер), ӗнер каҫ Чӗкеҫ патне киле кӗнӗ; учитель виҫӗмҫул Мускавран илсе килнӗ хаклӑ эрехе, тем сӑлтавпа ҫак таранчченех усракан-скере, иккӗшӗ кӑвак шуҫӑмчченех улаххӑн ӗҫсе калаҫса ларнӑ та, пӑртак хӗрӗнкӗ, пӗр-пӗринчен куҫ илмен арҫынпа хӗрарӑм тӳшеклӗ пӳлӗмре иккӗшех юлсан мӗн тӑвассине тусах, ҫак самантран пуҫласа арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма сӑмах татнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хайхи ӗҫӗсем мӗнле йӗркепе-майпа пулса пыни пирки ҫеҫ татсах калаймастпӑр.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чимӗр-ха, тӗрӗсех каламарӑмӑр эпир, пӑртак иккӗленесси кунти ӗҫӗсем пирки мар пырать: хыпарӗ сарӑлнӑ-тӑк, вӗсем пулнах ӗнтӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫӳлерех эпир тӗп-тӗрӗссине кӑна пӗлтертӗмӗр-тӗк, ак ку икӗ хыпар чӑнлӑхӗ пирки вара хамӑр та кӑштах иккӗленетпӗр, пурӗпӗр вӗсем ҫинчен те, «тен, чӑнах та ҫапла мар-ши?» тесе, каласа парӑпӑр ӗнтӗ, эсир те кӑшт иккӗленсе вулама пултаратӑр.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Калаҫу мӗнпе вӗҫленессине пӗлместпӗр-ха, Таиҫ Наряда малтанхи пек «сана, чупкӑна — мӗн арӑмӗ?!» тесе кӑшкӑрса тӑкманни, кукамӑшне те евчӗсемпе тата Наряд Славикӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларма чарманни, хӑй те чӑлана йӑпӑртлӑха тухса капӑрланса кӗни ҫак ӗҫ ырӑпа вӗҫленес пек кӑтартать те — темле пулӗ ӗнтӗ…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫак каҫах Атайри Карпунькин Славик хальхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Таиҫ патне евчӗ тата тахҫантанпах тӗкӗнмесӗр усракан виҫӗ пулӑштух каҫунккӑ илсе пынӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Куна та эпир татсах калаймастпӑр, Каття ӑна текех ҫывӑха та яманни, шӑпах ҫакӑншӑн Туя Ҫирки ун патне хытӑрах туртӑнни вара паллӑ…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Те чӑнласах, те ку хутӗнче те вӑл яланхи пек юнӗ вӗренипе ҫеҫ йӗрмӗшсе-йӑлӑнса калаҫнӑ?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ку ҫын Каття патне кӗрсе хӑйне качча тухма йӑлӑннӑ, сана киле ирӗклӗн илсе пырасшӑнах аттене леш тӗнчене хӑвалатӑп тенӗ, куҫҫуль те кӑларса кӑтартнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах та хӗр пире паллӑ сӑлтавпа ун кӑмӑлне ҫырлахтарма пултарайман, Ҫиркин вара «нимсӗрех» тухса каяс килмен, Марьккан ирӗксӗрех «эпӗ анчахрах ӑҫта пулнине пӗлетӗн-ҫке!» тесе кӑшкӑрма, кунпа пӗрлех хӗрӗнкӗ хусаха ухватпа хул-пуҫҫинчен хытах шаплаттарма тивнӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Яланхи йӑлапа, леш «шухӑшӗ» хӗтӗртнипе.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Марькка патне те пырса кӗнӗ вӑл.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫирки пире яхӑнне те итлес ҫуккине пӗлсех ӳпкелетпӗр ӑна ҫапла.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫапах та ывӑлӗ ял тӑрӑх хӗрӗнкӗ ҫӳренӗ ҫӗртех ашшӗн сивӗ пӳртре пӗччен выртса вилмелле мар ӗнтӗ…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Куна, паллӑ ӗнтӗ, сивӗ пӳртре унран ыйтса пӗлекен ҫук, ҫавӑншӑнах эпир те пӗлейместпӗр; ҫийӗнчех тата вӑл: «Юсатӑп! Хуптаратӑп! Тыттарса яратӑп!» тенисене, пичӗ-куҫӗ пӗртте йӗркеллӗ ҫыннӑнни пек маррине шута илсен вара, вӑл пӑтрашӑнса-йӳтесе кайнӑ тесен те хытах йӑнӑшмастпӑр пуль; паллӑ ӗнтӗ, «ку йӳтенӗ старикрен пурӗпӗр ҫын пулмасть — выҫса-типсе вилтӗр луччӗк!» тесе килӗнчен юриех пӑрӑнса ҫӳрекен Ҫиркие пач та тӳрре кӑлармастпӑр, тӳрре кӑларма мар, тиркетпӗр-вӑрҫатпӑр ӑна куншӑн, килне кӗре-кӗре ашшӗне шыв пама хӑть йывӑрччӗ-и ӗнтӗ, пӗр-ик ӑшӑ сӑмах та пулин калама хӑть нумай вӑхӑт кирлӗччӗ-и?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ултӑ ҫул каярах вилнӗ арӑмне-и е юратма кайса та юратайман Макҫӑм арӑмне?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed