Corpus of the Chuvash language

New

Пачах та калаҫайми пулчӗ вӑл.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ун кӑмӑлне хӑвӑрах чухлама кирлӗ, пирӗн Оксана халь пӗртте малтанхи Оксана пек мар.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Хӑллӗхе ним лайӑххине те пӗлтерейместӗп-ҫке…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тӗрӗссипе, ытти ҫынсемпе ӗҫпуҫсем ҫинчен ҫырнӑ чухне те эпӗ «Оксана халь мӗнлерех-ши?» ыйтӑва умран пӑрман.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вулакан мана Оксана пирки кала эс, таҫталла пӑрӑнса ан кай тесе ӳпкелешнине чухламастӑп мар ӗнтӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тен, нихҫан та кӑмӑлне хирӗҫлесе курман Ҫиркие хӗр ухватпа хыт шаплаттарни те ҫак тӗлпулупа килӗшӳрен килмен-ши тетпӗр.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лешне, пульницӑран тухнӑскере, вӑл Вӑрманкаса ҫула май лартса кайнӑ те, ҫул ҫинче ӑна Марькка ырӑ та таса сӑнӗпе, вӑйсӑррӑн, темскер ыйтас пек пӑхакан пысӑк куҫӗсемпе питӗ килӗшнӗ пулать.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тепӗр хыпарне кӗскенрех пӗлтерӗпӗр: салтакран ҫитсенех Оксанӑна ҫавӑтса кӗртетӗп тесе ӗмӗтленнӗ Митьок иртнӗ кунсенче мана Сӑрҫи хусахӗн юлашкийӗ кирлӗ мар тенӗ пулать те Вӑрманкасри Марьккана качча илме, туй пеккине туса ирттерсен вара ун патне куҫса кайма сӑмах татнӑ пулать.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тен, шӑпах ҫакӑ Чӗкеҫпе иккӗшне йӗркеллӗ пурӑнма май парӗ те?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Чӑнах-та, Лука Антипович вӑйлӑ та ҫирӗп ҫав», — текеленӗ ҫынсем.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӗсем палӑртса хуни чип-чиперех пурнӑҫланнӑ: Атайпа таврари ялсенчи хальччен нимпе те палӑрсах кайман Лука Антиповичран ҫав тери вӑйлӑ, кӑмӑллӑ та ӑслӑ Лука Антипович пулса та тӑнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лука Антипович вара пӗр урокра хӑй институтра вӗреннӗ чухне пӗр пысӑк ӑмӑртура «чышкӑлла кӗрешсе хула чемпионӗ» пулнине, халӗ те ҫирӗмшер кило таякан кире пуканӗсемпе шӑмшакне ҫемҫетнине сӑмах майӗн те-нешкел пӗлтернӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӗкеҫ, пӗр тӑхтамасӑр, Лука Антипович ҫулталӑкри вӑкӑра пӗчченех витене сӗтӗрсе кӗртрӗ — ун пек вӑйлӑ ҫын курманах тесе сӑмах сарнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗтерет ку учитель пире тесе йӗрмӗшекенсем, тарӑхакансем тупӑнассине те шута илнӗ ҫӗнӗ мӑшӑр.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Арӑмсем йӑлӑхтарсан, Чӗкеҫшӗн тунсӑхласа ҫитсен, ӑҫта каяс?

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫак икӗ сӑмах урхамах хӑвӑртлӑхӗпе таврана саланнӑ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Вӑл аплах маттур арҫын иккенне пӗлнӗ-тӗк, ыттисем ҫине хӑрах куҫпа та пӑхас ҫукчӗ», — тенӗ Чӗкеҫ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн тесен те, иккӗшӗ улаххӑн ҫӗр ҫӗрленӗ чух, чӑнах та, алӑка шаккакан пулман.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Пӗр каҫне» хушнӑшӑн каҫарӑпӑр ӗнтӗ ӑна.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Чӗкеҫ патӗнче икӗ каҫ юриех ирчченех лартӑм — алӑка шаккакан пулмарӗ, хӗрарӑм чиперлӗхне кураймасӑр ҫеҫ ун ҫинчен пустуй элек сараҫҫӗ иккен», — тенӗ Лука Антипович.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed