New
Мӗнпе, хӑш тӗлте, хӑҫан айӑпа кӗчӗ сан умӑнта, тӑван халӑхӑм, Валерипе Укҫине юратӑвӗ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Алла-тӑк мӗншӗн-ха тӗрлӗ элекпе, ырӑ мар сӑмахпа, пулманнинех пулнӑ тесе, ҫуккинех пур тесе, ҫамрӑк чӗресене вӗҫӗмсӗр ыраттаратӑр?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук?

Каласамӑр чӑннине, Сӑрҫи ҫыннисем, Валерий Пантиковпа Пилеш Укҫинин юратӑвӗ сире ҫав териех тӑвӑрлать-им вара, сире ура хурсах кансӗрлет-им?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗншӗн-ха халӗ те пулин пӗр-пӗрин ыррине-ӳсӗмне кураймасӑр, пӗр-пӗрин юратӑвне-туртӑмне вӗчӗхсе, хӑвна ху пӗтерме пӑрахмастӑн-ши?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку та сахал-им саншӑн?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗр-пӗрне кураймасӑр, пӗр-пӗрин ҫинчен элеклесе, ытла та нумай инкекпе хуйхӑ тӳсрӗн ҫак ҫӗр ҫинче.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗн тӳсмеллине ытлашшипех тӳсрӗн ӗнтӗ эсӗ, Сӑрҫи халӑхӗ!
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юнлӑ вӑрҫӑра сахал ывӑлу пуҫ хучӗ-им?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каярах тата, «халӑх тӑшманӗ» тесе, кама-кама кӑна сан йышран илсе тухса кайса ним айӑпсӑрах пӗтермерӗҫ-ши?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑйпа хӑратса-пусмӑрласа колхозсем тунӑ вӑхӑтра мӗн чухлӗ ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ хресчене ҫухатман-ши эсӗ, тӑван халӑхӑм!
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Революци хыҫҫӑнах хӗрлӗ салтаксем, сых ятне тесе, ыттисемшӗн урок пултӑр тесе, таврари ӑслӑ-тӑнлӑ та ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакан ҫынсен ушкӑнне судсӑрах персе вӗлернӗ, халь паллӑ ӗнтӗ, — вӗсенчен пӗри те Совет влаҫӗн тӑшманӗ пулман, вӗсем пурте халӑха кирлӗ ҫынсем пулнӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
…Мӗн-мӗн кӑна тӳсме тивмен-ши санӑн, тӑван Сӑрҫи халӑхӗ!
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь вара ҫав асаплӑ хӗр куҫӗпе Сӑрҫи халӑхӗ ҫине пӑхса, хӗр чунӗпе-сассипе унпа пӑртак хӑть калаҫса илер.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пилеш Укҫини патне кайран ятарласах таврӑнӑпӑр-ха.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӗнтӗ Ольон хӑй те иккӗленмест: ҫав юхха хӗрарӑм Валерие милицие тыттарса янӑ, лерен халь те кӑлармаҫҫӗ, ҫавӑншӑнах кунта килеймест.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Учителех киле кӗртме пултарнӑ Чӗкеҫ кун пирки тӗрӗсех калать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольон ӑшӗнче ҫӗр те пӗрремӗш хут та пуль Валерие шар кӑтартнӑ, йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернӗ хӗр-хӗрарӑма вӑрҫрӗ, ҫав юхха-чупкӑн «Валери Иккантӑрч мана тапӑнчӗ!» тесе ятарласах шав ҫӗклемен-тӗк, ним хуйхипе инкекӗ те пулмастчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пилеш Укҫини хӑй те пӗттӗр тесе пӗтернӗ ӑна.