Corpus of the Chuvash language

New

Хӗрарӑм, ку ытам ӑшшине чылайранпа кӗтсе ӗшеннӗскер, ютшӑннӑ хӳтте лекнӗ-лекмен ним аваннипе аванмаррине те ӑнкарма-тӑнкарма ӗлкӗреймерӗ-ха, самантран тин, ҫурма хӑюлланнӑ тута хӑй тути таврашӗнче сӗмсӗррӗн йӑшӑлтатма тапратсан, темле кӑрт-карттӑн, сисӗнчӗклӗн ҫӳҫенсе илчӗ те — кӗлетки сулӑмӗпе кӑлт! тӗкрӗ вӗтеленчӗк этеме кӑкӑрӗнчен; лешӗ, унашкал-кунашкал тӗв туманскер, лӗпсӗр-р анса ларчӗ вут-шанкӑ купи ҫине.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗк пек ҫӑмӑлланса кайса, тӗлпулӑва малтанхи хут хыпаланакан хӗр евӗр пуҫ ҫухатса сиксе тухрӗ Нина хапха умне, сиксе тухрӗ те вӑшт ҫеҫ кӗрсе ӳкрӗ Виталий ытамне!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тух-ха, калаҫмаллисем пур.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫук, хуралта.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Нина, килте-и Мукуҫ мучи?

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑрӑ-хурах…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн кӗмсӗртеттерсе ҫӳретӗн эсӗ ҫӗр хута? — терӗ вӑл тӑруках ним калама та аптӑраса.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӳречене йӑрт-ярт уҫса ячӗ Нина.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Турӑҫӑм!..

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Виталий, эсӗ-и? — вӗлт вӗҫерӗнсе кайрӗ хӗрарӑмчӗлхи вӗҫӗнчен хыпӑнчӑк кӑмӑл.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина чӗри, палланӑ сасса уяса, пушшех те читлӗхе лекнӗ кайӑк чӗппиллӗ тӗпӗлтетме тытӑнчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, уҫ, — пӳртри ҫынна тӗмсӗлсе,кантӑк ҫумнех лӑпчӑнчӗ тилмӗрчӗк сӑн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кам унта? — кам иккенне сиснӗ-туйнӑ ҫӗртенех шиклӗн, хӑюсӑррӑн ӳпӗнчӗ вӑл чӳрече анине.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, тухса тарас пек чӗрине лӑплантара-лӑплантара, чӳрече патне хыпаланса пычӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывлас сывлӑшӗ те йӑмрӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темӗн ҫулӑнчӑка сиснӗн, кӑлт-кӑлт-кӑлт тӑпӑлтатса тӑвӑнчӗ хӗрӑрӑм чӗри.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ачине ӗмӗртсе, юрла-юрла ҫывӑрттарса янӑскер, Нина, кӗҫӗр мӗн курни-илтнипе ӑшне вӗҫтерсе, алӑкӑн-тӗпелӗн ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, канса кӑтӑш пулса илем тесе, тӗпел кукринелле сулӑннӑччӗ кӑна — шӑп ҫав вӑхӑтра урам енчи чӳречерен такам тӑкӑр-тӑкӑр тутарчӗ йыхравлӑн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑп Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш ҫийӗнче, канлӗхлӗ…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чипер тӑрӑр-ха, эппин, — терӗ те вӑл, хӑй хыҫҫӑн пӳрт алӑкне тачӑ хупса хӑварса, картишне анчӗ, урама тухрӗ, вут купи умӗнче, самантлӑха чарӑнса, шухӑша путнӑ пек пулчӗ, кукӑр мӑйлӑ туйипе, хурӑн сыпписен ҫирӗплӗхне пахалассӑн, тӑк-тӑк тӗккелесе пӑрӗ, унтан сулахай урин сисӗнкӗсӗр уксахӗпе ферма еннелле лӑкӑштатрӗ…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эп — хурала.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed