Corpus of the Chuvash language

New

— Эй, ларатӑн та ҫав кӑлтӑртатса, — пӳрнӗ ҫыннин ытамӗнче шӑпӑртланма кӑмӑллӑ пулин те, сӑпайшӑн хускалкаласа, йӑшӑлтаткаласа илчӗ Нина.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, чунӑмҫӑм… — вӑл, ӑна пилӗкӗнчен ыталаса, хӗрарӑм хӑлхи ҫывӑхне ӳпӗнчӗ, — атя, кӗҫӗрех вӑрласа кӗрем санӑ, вунҫиччӗри хӗре хӗве хупнӑ пекех хупам хӗве?

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ма хамӑртан хамӑр именсе тӑрас — тытас та кӗрлеттерес шепрен те шеп туй!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кӗтетӗп, кӗтетӗп…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫапах та нимӗн татӑклине те пӗлтермерӗн-ҫке эсӗ, Нина? — «ҫырӑнман мӑшӑрӗн» салтӑнмалли тӗввине салтмах хыпӑнса пӑхрӗ Виталий.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗрӗнни евӗрлех тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑрӗ унӑн хумлӑн-хумлӑн хӑпара-хӑпара анчӗ, каҫхи уяр ҫутӑри чӑмӑр тути йӑл-йӑл чӗрӗле-чӗрӗле ӑшӑнчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, еккилле-ӑшпиллӗ шухӑша лексе, тӑнӑҫлӑн шӑпланчӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, аякра-мӗнре, пире пӗчӗк Виталипе иксӗмӗре, ҫывӑхрах хаклама вӗренсе ҫитӗн…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пыр, кайса-ҫаврӑнса кил ҫарне-салтакне.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрӗ, эппин.

Тӑнла: пирӗн те чӗре вырӑнӗнче чӗресемех вӗт, чул мар.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Шеллеместӗр, ӑнланмастӑр эсир пире, хӗрарӑмсене.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, Виталий, Виталий!.. — арҫын кӗлеткинчен тӗрлеттерекен ӑшӑран тарасла, унран аяккарах сиксе ларчӗ Нина.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вуттуна та ҫав сӑлтавпах илсе килсе тӑкрӑн-и?

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Йӑнкӑлтатсах-панкӑлтатсах…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эх, арӑш-пирӗш аптрашки…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эпӗ мӗн, эп — чӑнласах… — хӑйӑлтин-мӑйӑлтин ҫӑрхӑнса тухрӗ унӑн ҫӑварӗнчен ӳкӗнчӗк сасӑ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑчӗ Виталий, ячӗшӗн тенӗ пек шакканкаларӗ те айӑпа кӗнӗ айванла ленк! сӗвенчӗ Нинӑпа ҫумлӑн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кулса пӗтерсен, сак хӗррине пырса вырнаҫрӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина, сылтӑм алӑ лаппипе тутине хупласа, йӑсӑл-йӑсӑл кулса ячӗ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed