New
Арӑмӗ ӳппӗн-теппӗн ҫавӑтса тухнӑ Турчӑка Кулин кӑмӑлӗ те пач Хвеччисӑн кӑмӑлех мар-ха, хавасӗ-ӗренки унӑн йӑлт Иван Гавриловичпа юнашар ӗнтӗ, «ҫутти» кӗленчиллӗ сӗтел хушшинче, йӑнкӑл-янкӑл черкке умӗнче.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хвеччис, ӗсӗклем пек туса, куҫ хӳрисене саппун аркипе шӑлкаласа типӗтме тытӑнчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эх-х, ман пуҫ ҫине анчах-шим ҫак пурӑнӑҫ!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ытти чух чарсан чарӑнми ҫатӑлтататӑн, кӗҫӗр ак…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗлхӳнтен икӗ пӑтлӑ пукан ҫакса ятӑн-им?
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эс ма тата нимӗн те чӗнместӗн?
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кала-ха, пирӗн ҫемьене аркатма мӗн турӑмӑр эпир сана, кала-ха, мӗн турӑмӑр?! — питне-куҫне хӑр-харрӑн пӗркелентерсе упӑшки еннелле варт! ҫаврӑнчӗ вӑл.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
У-у-у, сӑтӑрҫӑ, тимӗр тылӑ!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малтан ак кӑна, Иван Гаврилччӑ хӗрне, илӗртсе кӗтӗн ху патна, халь ак, сухалу ӗнсе кайманӗ, ман ывӑл пуҫне айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттаратӑн.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Сывлӑх сунма кӑна мар, питӳнтенех лачлаттарса сурмалла та сана, ват шуйттана.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӑтраштарса янӑ! — сылтӑм урипе урайне тӑрӑст! тапса илчӗ хӗрарӑм.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Янккамас!

Тен, йӑнӑш тӗпӗртеттерсе кӗнӗ эсӗ кунта, Хвеччис, ҫурт тӗлне пӑтраштарса янӑ?
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эп астӑвасса, килен-ҫӳрен чӑваш ҫын алӑкӗнчен кӗнӗ-кӗмен сывлӑх сунаканччӗ те мӗн ҫӑмӑлпа хыпӑннине пӗлтерекенччӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Янккамас!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ат-тя-тя-тя!.. — тӑрӑхланӑ евӗр сасӑпа наччас пӳлсе хучӗ Хвеччиса Мукуҫ мучи.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пултӑр пулать те иккен харамми тӗлне — савӑнатӑр!..
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пилсӗрсем!..
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫо-ок, иртерех савӑнатӑр-ха эсир, иртерех!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме, «ҫутти»!