New
— Не пугайся, мам…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, юрласшӑнччӗ ҫеҫ — ача чухнехи Сантӑр куҫ умне тухнӑран, тӗрӗсрех вӑл пӗррехинче ним иккӗленмесӗр кӑшкӑрса калани аса килнӗрен, чунри чӗлӗхсем карӑнса илчӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Йӗрес те килчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Юрлас та килчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Элис пӳлӗмре каллӗ-маллӗ утрӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫакӑ ниепле те ӑша шӑнӑҫмасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн ыррине тупнӑ-ши унра, мӗнпе илӗртет ӑна Кӗтери?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кӗҫӗр, акӑ, Анук унран юлмарӗ вӗт.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кӗтерне итлекенсемпе ӗненекенсем те пурри чуна ыраттарать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Темскер вӑл.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ун пурнӑҫне пурнӑҫ теме чӗлхе ҫаврӑнмасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫӳрет, калаҫать, ӗҫет-ҫиет — анчах пурӑнмасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫук, ҫук, Элис Ямосова шучӗпе, тахҫанах пӑрахнӑ вӑл пурӑнма.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кӗтери те пурӑнать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Анчах та ҫак пурнӑҫа тиркенине нихҫан та илтмен унран; пурнӑҫ паян ӗнерхинчен лайӑхраххине, пурнӑҫа ӑна этемӗн хӑйӗн тумаллине шанса ӗненет.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫапла, савӑнӑҫӗпе хуйхи те, ӗмӗчӗпе пӑшӑрханӑвӗ те пайтах Наттал аннен.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Элиса стройкӑра вырӑна хунӑшӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленет унӑн, Элис хӑйне хваттер сӗннӗ ҫӗртех прораб будкинче пурӑннӑшӑн тӗлӗнет.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мила пысӑк ҫын пулнӑшӑн мухтанса, Мила пурӑна киле хӑйне ытла пысӑка хурасран хӑраса пурӑнать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сантӑр пултарулӑхӗшӗн савӑнса, Сантӑр ҫемйи ӑнманшӑн кулянса пурӑнать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пурӑнать Наттал анне.