New
Пӗлетӗп, ҫынсем пурте Лариса пек мар.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ҫапах та иксӗмӗр пӗрре-пӗрре вӑйлӑ хирӗҫессе эпӗ пӗлсех, кӗтсех тӑраттӑм…
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Унсӑр пуҫне тата Лариса манпа куҫа-куҫӑн тӑрса хирӗҫме хӑяймастчӗ, эпӗ фронтовичка пулни ӑна шиклентеретчӗ пулас.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Хам пӗччен пулас пулсан, таҫта та хваттер тупӑттӑм.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ай-ай йывӑррӑн уҫӑлать-ҫке ют ҫын алӑкӗ!
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Хура кӗр ҫитрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн сивӗ ҫумӑр тӑкать — пӗчӗк ачапа ӑҫта тухса каян?
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Хӑранӑран та мар, ачама хӗрхеннипе ҫав асапа тӳсеттӗм.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ман вырӑнта Анюк пулас пулсан ҫавӑнта — тӳссе тӑрайман пулӗччӗ…
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ҫапах ун чухне хама хам тытса чараттӑм.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Аса илсен, халь те урса каятӑп…
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ҫапах эпӗ, фронтра вилӗме вуншар хут куҫӑн курнӑскер, ҫак мӑшкӑла тӳсеттӗм…
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Фашистсенчен ним чухлӗ те уйрӑм мар ҫав этем сӑнне ҫухатнӑ ҫӗлен-калта!..
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Шӑршӑ-маршӑ та ан юлтӑрччӗ вӗсенчен!
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Граната пуласчӗ ҫавӑнта, — нимӗн шутласа-хӗрхенсе тӑмасӑр, тӳрех вӗсен пӳлӗмне вӑркӑнтарнӑ пулӑттӑм.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Тепӗр чухне, юнашар пӳлӗмре ытлашши намӑссӑрланса алхасма тытӑнсан, шӑла шатӑр! ҫыртаттӑм, чышкӑсем хӑйсемех чӑмӑртанатчӗҫ.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
«Хӗрарӑм темле нушана та тӳссе ирттерет, анчах мӑнтӑра тӳсеймест», тесе ҫавӑн йышши юххӑсем пирки каланӑ ӗнтӗ.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ним намӑс-симӗсне те, чаракне те пӗлмен.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Халӑх асапланнӑ ҫулсенче вӑл ӗҫсе-ҫисе, хӑй пӗлнӗ евӗр юратса-савӑшса «киленнӗ».
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ку вара, пӗр ачине тӑван амӑшӗ патне яла ӑсатнӑ, теприне ача ҫуртне кайса пӑрахнӑ та куккукла пурӑна пуҫланӑ, упӑшка хыҫҫӑн упӑшка улӑштарнӑ.
IX // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 57–118 с.
Ларисӑн малтанхи упӑшки вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех фронтра вилнӗ.