New
Хуралтисене те ҫӗнетрӗ вӑл, виҫӗ юман юпаллӑ вырӑсла хапха туса лартрӗ, хӳрине чанк тӳрӗ тӑратса, шурӑ куҫпа пӑхса вӗрекен усал анчӑк ҫури туянса ячӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Тӳрӗ сӑмаха тӳрех калар, ҫав ҫулсенче унӑн пӳрчӗ пӗтӗм каса илем кӳрсе тӑратчӗ, аякран пӑхсан, ҫу уйӑхӗнчи ешӗл улӑп тӗми пек, куҫа илӗртетчӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Уҫӑпӑн — тимӗр витнӗ шатрун, пахчан пӗр пайне акса ӳстерекен люцерна тӗслӗ сип-симӗс сӑрпа сӑрланӑ, урамалла ултӑ чӳречеллӗ пӳрт.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Левренӗн пӗр пӳрт, ҫил хапха, кивӗ кӗлет, тӑм вите.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Пӳртпе хуралтисем вӗсен пачах расна вара.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Мешкей Уҫӑпӗ те ватӑ мар, Левренпе пӗр ҫулсенче кӑна.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Леврен, авӑ, саннинчен киввипе чиперех ҫӳрет тенине хӑлхине те чикмерӗ, тӗрлӗ сӑлтав тупса, чире хывса, тӗнче касма тухса шӑвӑнчӗ-шӑвӑнчех вӑл.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Юса, тӳрлет.

«Хӗлхем» вӑл шайра маррине Уҫӑп лайӑх пӗлнӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Выльӑх-чӗрлӗх продукцине планран ирттерсе патшалӑха леҫекен хуҫалӑха машинине те чи малтан туянма ирӗк паратчӗҫ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Нарядсӑр, черетсӗр вӗр-ҫӗнӗ машина илме ҫав ҫулсенче кансӗртерехчӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
«Ҫӗнӗ грузовик туянасси курӑнмасть, хулана куҫса каймалла пулать», — тесе, хӑйне ҫирӗплетсе панӑ грузовика тиркеме пӑхрӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Леврен грузовикӗнчен ҫӗнӗрех машинӑна эптертен кӑларчӗ те, урӑх ҫӳрейместӗп, хӑлтӑр-халтӑр тесе, гаража кӗртсе лартрӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
«Хура касса» текеннипе усӑ курса, автомашина валли тӑватӑ кустӑрма чепчетсе килекенни Мешкей Уҫӑпӗ пулчӗ-ха.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Ӗҫӗ-хӗлӗ икӗ машинӑшӑн мӑй таранччӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
«Хӗлхем» колхоз районта вӑтам хуҫалӑхсен шутӗнчеччӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Ывӑлӗ те унпа пӗрле тӑрмашрӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Хӑй вара, гаражра юлса, иккӗмӗш автансем авӑтичченех скатсем сапларӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
«Кукӑр-макар ҫулпалан ҫӳреме эпӗ хӑнӑхман, ултавӑн тӗпӗ шӑтӑк — вӑрлакан ҫынран катӑк», — аллине кӑна сӗлтрӗ Илле ашшӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Иртнӗ хӗлле колхозӑн тепӗр шоферӗ темле майпа пӗр комплект скат ҫаклатса таврӑнчӗ те Леврене вӑрттӑн канаш парасшӑн пулчӗ.