New
Хуть те пӑшалпа тӗлле.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук-тӑк вара…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗлӗнмелле: ашӗ-ҫӑвӗ пур-тӑк, колхозсем хӑйсемех патшалӑха параҫҫӗ ӗнтӗ, пасарта суттармаҫҫӗ, колхозниксене валеҫсе параймастӑн, урӑх ӑҫта кайтӑр?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Акӑ вӑл «шухӑшлама кирлӗ мар» тепӗр самант: вилсен те — пурнӑҫла.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Леснов малалла вуламарӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Приемнӑйран хутсем кӗртсе пачӗҫ, пӗри — парти обкомӗнчен килнӗ телефонограмма: «До конца года принять все надлежащие меры в делях безусловного выполнения до двух годовых планов по мясу, молоку…»
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каярахпа ак, Валерирен Валерий Никандрович пулса тӑрсан, вӑл та, пурнӑҫ алӑкӗсем ӑҫталла уҫӑлнине пӗлсе, улшӑнма тытӑнӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Темех мар, ҫамрӑкла кам кӑна шухӑ пулман-ши, камӑн кӑна хӑй маттуррине-ӑслине кӑтартас килмен-ши?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унӑн Пантикова ҫак енӗпе самаях вӗрентме тивет, унсӑрӑн…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Леснов шучӗпе, партипе комсомол аппаратӗнче ҫапла пулмалла та — ҫӗршыва шӑпах парти дисциплини тытса тӑрать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Обкомра асӑрхаттарнӑ-ятланӑ ҫӗртех тӳрре тухма хӑтланнине пушшех те.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук, райкомра ҫеҫ ӗҫлекен ҫын ӑслӑ шухӑшласа, хӑйсене тӳрлетсе-сӗнсе калаҫнине унта каҫармаҫҫех.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та Пантиковӑн хӑй шухӑшӗ пурри комсомол обкомӗнчисене ҫырлахтарӗ-и-ха?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫитес кӗркунне ӑна вӗренме ярсанах ак…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хальхи Лопатина пекки.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чи кирли — ун пирки унта-кунта пӑшӑрханса ҫӳрекен, ӑна пӑхӑнтарасшӑн тӑрӑшакан ҫын пулмастчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӑҫта кайса мӗнле ӗҫ тумаллине хӑй кӑна татса парать; пӗрремӗш секретарь ҫине вырӑнсенче пӑхма та урӑхларах пӑхаҫҫӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унӑн майӗ те пулатчӗ: аллинче — аппарат.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Иккӗленӳ ҫук: районти комсомола чӗртсе яратчех.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тен, Пантикова пӗрремӗш секретаре лартмалла пулнӑ?