New
Тем сӑлтавпа ӑна Айхалин парти шкулне ярас-шӑн, ҫакна тума меллӗ пултӑр тесе ҫеҫ хӗре ВЛКСМ райкомне сӗнчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакӑнпа Лопатина ҫырлахмастех.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий вара, инструктор кӑна пулин те, тӗплӗн шухӑшласшӑн, ҫӳлтисем хушнӑ ӗҫ ҫине хӑй куҫӗпе пӑхасшӑн.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лопатина кӑмӑлне те тӳрре кӑларма пулать: вӑл — ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ним шухӑшламасӑрах хӑйӗнчен аслисене итлет, ӗҫ тӑвать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ун вырӑнӗнче кирек кам пулсан та, «аслисем манпа кӑмӑлсӑр иккен!» тесе кулянатчӗ те ӳлӗм пӗр утӑмне те ҫӳлте канашламасӑр тумастчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлсех тӑрать Леснов: Пантиков халӗ те мӗншӗн-ха манӑн кӑнтӑрла ҫутӑ, каҫпа тӗттӗм иккенне те ӑнлантарма тивет тесе шухӑшлать ӗнтӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий Пантиковӑн лайӑх енӗ чылай, партипе комсомолра ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах пур темелле, Леснов ӑна тӗрӗсех райкома куҫма сӗнчӗ, анчах та йӗкӗтӗн пӗртен-пӗр ҫитменлӗхӗ — хӑй пуҫӗпе шухӑшлани — унӑн лайӑххипе ыррине пӗтӗмпех пусарса пырать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑвна ху йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерни кӑна.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Парти, ҫӳлтисем тӗрӗс мар тума пултараймаҫҫӗ — луччӗк ан та иккӗлен.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр тесен, мӗскер улшӑнать эсӗ шухӑшланипе?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Те телее, те инкеке ку: хӑвӑн пуҫу тавра шухӑшлама ерҫейместӗн те — итлемелли е хушмалли, тумалли е тутармалли тупӑнсах пырать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ан тив, ҫӳлтен хушнине тума вӑй ан ҫиттӗр, май та ан пултӑр — пӗрех: «Юрать, тӑватпӑр!» — тесе шантар, ан та шухӑшла ун пирки…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Леснов хӑй сисмесӗрех кулса илчӗ: пулма та пултарайман япала ку.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Германов та: «Райком хушрӗ те-ха, анчах малтан хам та шухӑшласа пӑхам-ха», — тесе иккӗленме тытӑнчӗ-тӗк…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн парти, общество арпашӑнса кайӗҫ, йӗрке пулмӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Обком йышӑнни — райкомшӑн саккун.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Райком йышӑннӑ — уншӑн саккун!
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ну, ӑҫтан-ха пӗлтӗр «Шуҫӑмри» партком секретарӗ Германов юлташ пӗтӗм район тӗллевне, парти райкомӗн мӗн-мӗн тумаллине?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хамӑр районах илер ак.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫӳлтен аялалла пӑхсан, пит лайӑх курӑнать, ҫавӑнпа унтисене ытлашши пуҫ ватмасӑрах итлемелле.