New
Гордейкинӗ тармасть — кайран та комсомолран сирпӗтме пулать.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Неччу Вӑрманкас комсомолӗпе вӑхӑта ирттерме!
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӳречерен Куропаткин иртсе пынине курсан, халь те тухса каймарӑн-и тесе вӑрҫмарӗ, ӑна хӑй патне чӗнтерсе кӗртрӗ те: — Паян вӑрлӑхпа ӗҫле! — терӗ хыттӑн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Энтри пирки шухӑшлани лешӗншӗн ытла пысӑк чыс».
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унти пӑтӑрмах ҫине паҫӑрах ал сулмаллаччӗ!
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чим, мӗскершӗн паян Вӑрманкаспах анраса ларатӑп ҫак?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫав хулиганах вырӑна хунӑ, ҫӗкленӗ вӗт-ха, эп ӑна килӗштерменнине пӗлсех…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапах та…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Кур-халӗ, Пантиковӗ йӗркеллех, ӗненмелле калаҫма пултарнӑ ӗнтӗ, унсӑрӑн ӑна итлемӗччӗҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Тӑрӑшса ӗҫлеччӗр, итлеччӗр те йӗркеллӗ пулччӑр, вара хирӗҫ пулмӑп! — малалла сасӑпах шухӑшларӗ председатель.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пантиковӗ тата комсомолецсем председательтен урӑхларах шухӑшлама та пултараҫҫӗ, комсомолецсем Энтрие шанаҫҫӗ пулсан — Айхалинӑн та ӑна шанмасӑр, пурӑнма сӑлтав ҫук, Айхалин ялти комсомола хирӗҫ каймасть тенӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Гордейкинӑн, кур-ха, секретаре ларма та май пулнӑ, мана Айхалин килӗштермест тесе ҫеҫ заместитель вырӑнӗпе ҫырлахнӑ, итту ҫамрӑксем ҫине тӑнипе.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗскер пулса иртет Вӑрманкасра?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалин Шупашкартан таврӑнсан астутарӗччӗҫ вара: ҫапах та мӗнле-ха унсӑрах ҫакна тапратма хӑйнӑ?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗрӗсси тӗрӗсех: Вӑрманкас хуҫи вӑл, анчах куна ҫавнашкал хӗрӳ лару-тӑрура астутармасан та юранӑ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ухмах, кам унашкал пуху ирттерме ирӗк памастӑп: ялта эпӗ хуҫа тесе кӑшкӑрать?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каллех тӗлӗнмелле: мӗнле-ха Ҫирки хӑйне хӑй хӳтӗлеме пултарайман?
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫирки тӑп ларнӑ-тӑк, сирӗн мана тӗкӗнме право ҫук тесе кӑшкӑрман-тӑк, паллӑ ӗнтӗ, ӗҫ кун патнех ҫитместчӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫавӑнпа та Вӑрманкасри пуху пирки пӗлтерсе хӑварнине тепӗр хут тишкерме тӑрӑшрӗ: бригадира улӑштарасси пирки сӑмах хускалсан, райкомран килнӗ Пантиков «ку вӑл пӗтӗм бригада пухӑвӗнче татса памалли ыйту» иккенне астутарнӑ, ҫийӗнчех: «Комсомолецсем ун пирки те хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ», — тесе хушса хунӑ, вара — тапранса кайнӑ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун пекки унӑн сайра пулаканччӗ.