New
Сылтӑм аллинче пуртӑ, тепринпе пукан карлӑкӗ ҫине тӗреннӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑкӑрӗ ҫине «Аслӑ Шуйттан» тесе ҫырнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӑварӗнчен хӗрлӗ-хура пушар ҫулӑмӗ евӗр чӗлхи тӑсӑла-тӑсӑла тухать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Алли-ури пӳрнисен чӗрнисем тимӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑлаҫ тӑршшӗ тимӗр, шӗвӗр сӑмсаллӑ, хӳри — виҫ хӑлаҫ хура пӑяв.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, шалкӑм ҫапнӑ пек хытса, халь-халь сиксе тухса кусса каясла куҫне сылтӑмалла сиктерчӗ — инҫех те мар, лапамлӑ вырӑнта, ӗнчӗ ҫӳҫеллӗ чатӑр айӗнче, акӑш-макӑш кӗмсӗркке, хыҫлӑ кӑнттам пукан ҫинче, хӗрлӗ шӑна кӑмпине аса илтерекен, Турӑ ҫинелле хаяррӑн чалӑштарнӑ шӗл кӑвар куҫлӑ, вун виҫӗ йӳплӗ, шӗвӗр вӗҫлӗ армак-чармак мӑйракаллӑ, лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ сехре хӑпартмӑш ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сылтӑмалла ҫаврӑнса пӑх!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ав, лараҫҫӗ вӗсем, Аслӑ Шуйттанпа вупкӑн!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эсӗ ӗнтӗ сирӗн килти ҫав шуйттан чуралӑхне лекмелли юлашки ҫын…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл, вупкӑн, халӗ шӑпах сирӗн ҫӗнӗ мунчара ҫынсен пуҫӗ ҫине инкек-синкек те хура шӑпа кӳрсе, йӑвантарса, вӗсен пурнӑҫне татса, чунӗсене тамӑкалла ӑсатса пурӑнать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
…Аслӑ Шуйттана вара ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ: вӑл самантрах хӗртсурт вырӑнне хӑйӗн кӗҫӗн, чи сӗмсӗркке, чӑрсӑр чуниллине — вупкӑна янӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Санӑн мӑшӑру мана ӗненмесӗр, сивлесе, хур туса мана кӳрентермелле ӗҫсем ӗретлеме пуҫласан эпӗ хамӑн хастар та ырӑ пулӑшакана, хӗртсурта (ҫуртрине, хай пӳрене), сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сирӗн кил-ҫурт халӗ пӗтӗмпех ун аллинче.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паҫӑр пӗлӗтре те пурнӑҫ ҫутисем мар, хӑйӗн серепинелле астаракан ҫав вупкӑн сӗвек кӗперӗн виҫӗ ҫуттине ҫаврӑнса ҫапла илӗртӳллӗн курӑнчӗ сана.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Чи малтанах ҫакна пӗл: ҫак вӑрмана сана, кӑмпа хайлипе, паян ҫӗр ҫинче ҫынсене мана хирӗҫле ӗҫсем тума хӗтӗхлесе пурӑнакан усалсенчен пӗри, вупкӑн, Аслӑ Шуйттанӑн — Сатана Дьяволӑн — пулӑшаканӗ астарса килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ҫапла, Ула Тимӗр, санпа эпӗ, Турӑ, калаҫатӑп, — илтӗнсе кайрӗ кӗҫех пӗлӗтрен хулӑн, мӑнаҫлӑ сасӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Турӑ! — шартах сикрӗ Ула Тимӗр хӑй курнипе, куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса, чӗри шӳ-ӳ! туса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сасартӑк сулахай енче таса тӳпе куҫ ытамӗнчех куҫа йӑмӑхтармалла шартса ялтӑрр! ялтӑртатса илчӗ, хыҫҫӑнах ҫак ҫутӑ пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса пӗтӗҫрӗ, ылтӑн пайӑркисемпе йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкелесе, ҫавракаланчӗ, вара ун варринче кӗреҫе шур сухаллӑ, вичкӗн ырӑ куҫлӑ ват ҫыннӑн ҫирӗп сӑн-пичӗ евӗрлӗ ӗлке курӑнса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗрӳ каччи пек тумланнӑ Ула Тимӗр хӑш еннелле тапранмаллине пӗлмесӗр алтӑклӑ-путӑклӑ ҫул юппи-сыппинче тӑрать.