Corpus of the Chuvash language

New

Чун пӳрен Турӑ та пур имӗш.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн инкек-синкекрен сыхламасть?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн пире пулӑшмасть?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ӑҫта вӑл, Турӑ тени?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Асанне йывӑрлӑхра Турра кӗл тума, унран пулӑшу ыйтма вӗрентетчӗ, — пуҫларӗ вӑл пӑртакран.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах урӑм-сурӑм ҫӗткеленсе, ҫатталанса ларкаласан, пуҫне веле-селе ҫӗклерӗ те урмӑшланнӑ, хаяр вучӗ палт! хыпса илнӗ куҫӗсене пӗлӗтелле сӳрӗккӗн тӗллерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тухтӑрсене «чӳклесе» те туса пӑхнӑччӗ, анчах усси пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куншӑн вара кама ҫурӑм тӑрӑх пушӑпа туртса илӗн, кама калӑплӑн?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑмӗ ача тӑваймасть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫри пуҫлӑхне те, «сатрапне», «кирӗкне ҫуса» хӑлха чикки тӑхӑнтартса, кутӗнчен таҫлаттара-таҫлаттара тӑна кӗртетех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паянхи кӑмпаҫӑ-юлташӗсен аяк пӗрчисене те суса тухатех, янах шӑммисене сиктеретех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хваттерне ҫаратакансене те тытса тимӗр шалча ҫине лартатех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах вӑл гаража сирпӗтме каварлашнисене тупса вӗсен сӑмси-ҫӑварне кӗселентерме, шӑмми-шаккинчен «катлет» тума сӑмах пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте ӑна кӳрентереҫҫӗ, пурте ӑна ура хураҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхинче вӑл, пачах ҫӗрӗхсе, тилпӗрен ҫинӗ пек тилӗрсе, урмӑш, хаярлӑхӑн хӗрлӗ тӗтри хупласа хунӑ куҫӗпе урлӑ-пирлӗ, тӗлли-паллисӗр сапӑнкаласа, ҫаннисене тавӑрсах пӗтӗм ҫут тӗнчепе кӑна мар, авалхи грексен мифологийӗнчи титан пек, Турӑпа хӑйӗнпе те тытӑҫӑва тухма хатӗрленчӗ тейӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис вара кун пек чухне йӗри-тавраллах, сапӑнса, кӑра хум ывӑтса ярать, унӑн кашкӑр асав шӑлӗсем чӑшӑлл! ӳссе хӑпарса каскӑчланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи йӑшӑркка ҫӑмӗ йӑшӑлт ҫӗкленсе шӑртланать, чӑмӑртаннӑ чышкисем те ҫӑтӑр-ҫӑтӑр хытса тимӗрленеҫҫӗ, пӳрнисен чӗрнисем ал тупаннех касса кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: шӑпах ҫавӑн чухне ҫынсем хӑйсене пачах йӳле яраҫҫӗ, вӗсен ырри те, усалли те самантрах тан тапса, е сенкер куҫлӑ тӳпери ылтӑн-кӗмӗл хӗвеллӗн, е ырӑ шӑршлӑн, е вун икӗ пуҫлӑ аҫтахан пек пӗтермӗшле хаяр сӑнлӑн, е усал газ пек пӗрхӗнсе тухать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫыннӑн чӑн-чӑн шухӑш-туйӑмне, кӑмӑл-сипет паллисене пӗлес тесен, ӑна е экстремаллӑ условисенче, е эрехпе ӳсӗртсе пӑхмалла теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех куҫӗ ытамӗнчи палӑри-палӑрми тавралӑх, ҫурхи Атӑл пӑрӗ пек тапранса, хумханса илсе тӗпсӗр тинӗс сӗмлӗхӗпе хупланчӗ; пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх ӑшӑ хум, сӑрӑлтатса, йӑрр! юхса саланчӗ; ӑс-тӑнӗ йӗпе-сапаллӑ кӗрхи урапа ҫулӗн ҫӑрӑлчӑкне ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ эрех Пурис пуҫне, йӑнкаттарса, цунами пекех пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed