New
Анчах ҫӗр ҫинче тулли телей курайманнисене тим ытларах пулӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Енчен те мана яланах асра тытса, тӳрӗ ӗҫпе, йӗркеллӗ пурӑнакан телейлисем ҫаплах пурӑнакан телейсӗррисемпе хӑйсен телейне пайлаҫҫӗ пулсан, лешсем те, кусем те ман патшалӑха кӗме тивӗҫлӗ (Ҫӗр ҫинче телейлисене те, телейсӗррисене те эпӗ те, усал та мар — ҫынсем хӑйсем ҫуратаҫҫӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗчӗкрех ӑслисен пысӑкрах ӑслисене, анчах тӳрӗ чунлисене ҫеҫ итлемелле.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫынна ачаранах хӑйне тӗрӗс хак пама, кирек мӗнле лару-тӑрура та, чыс таптанӑвӗнче е кӗвӗҫӳре те хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне, кӳренӗвне алла илме, чикӗлеме вӗрентмелле.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ас тӑвӑр: пурнӑҫра ура мар, ӑс чуптӑр малта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӳрӗ ӗҫпе тӗрӗс пурӑнакана нихӑҫан та кӗвӗҫмелле мар, ҫав вӑхӑтрах ултавҫӑпа путсӗре, вӑрӑпа пуҫилене, пусмӑрҫӑпа мӑнкӑмӑллине — Шуйттан чурисене — вӑй илме памалла мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Этем тискер кайӑкран тишкерӳллӗ ӑс-тӑнпа, калаҫу чӗлхипе уйрӑлса тӑрать, ҫавӑнпа этемрен ҫын тӑвассине ырӑ сӑмахран, ырӑ тӗслӗхсенчен, ырӑ ӗҫсенчен пуҫламалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ырри те, усалли те — пурте малтан пуҫра ҫуралать, сӑмсаланать, аталанать, капашланать, ҫавӑнпа этеме ачаранах сапӑрласа ӳстермелле, пуҫа тата чӗрене ӗмӗрлӗххине, тӗрӗссине, ыррине ҫеҫ хывмалла (мӗн акатӑн, ҫав шӑтать), ӑна тымарлантарса вӑя кӗртессишӗн усаллипе кӗрешме те хавхалантарсах тӑмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах ман хушнисене этем саккунӗ вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар: вӗсем эпӗ ҫынсене ырӑ сунса асӑрхаттарни ҫеҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Этем, ӑшра манран тухакан ТАСА СЫВЛӐША упраса, унпа вӑйпиттиленсе, хӑйӗн йӑхташӗсемпе эпӗ каласа пынипе ҫырнӑ кӗнекере палӑртнӑ 10 халаллӑ сӗнӳпе-хушнипе килӗшӳллӗн хутӑшса пурӑнмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗпчемелле, шырамалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурпӗрех ку тӗпчесе тупнӑ япаласем, пӗлӳсем, пулӑмсем, саккунсем пысӑк, анлӑ, вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗпчевӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паллӑ халӗ: кашни ҫыннӑн, этем чӗлхипе каласан, хӑйӗн энергетики, хӑйӗн карми, чакри тата ытти харпӑр паллисем пур.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Этем ҫут тӗнчери куҫа курӑнакан пин-пин пулӑма, саккуна кӑна мар, куҫа курӑнманнисене те (калӑпӑр, радио хумӗсем, магнит вырӑнӗсемпе электромагнит хумӗсем, ультрафиолетовӑй пайӑркасем тата ытти те) тӗпчесе тупрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах этем хӑйӗн телейӗшӗн хӑйӗнех кӗрешмелле, ман ҫине кӑна шанмалла мар: ачаранах вӗренмелле, ӗҫлемелле, Ҫӗре тата ун таврашне пӑсмасӑр, таса тытмалла, унпа тӗллевлӗ, перекетлӗ усӑ курмалла; чӗрӗ ҫутҫанталӑкри эпӗ хывнӑ саккунсене3 тӗпчесе тупса, вӗсемпе килӗшӳллӗн, виҫепе чикӗрен тухмасӑр хӑйӗн пурнӑҫне ӑнтармалла, пуянлатмалла, илемлетмелле.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ҫӗр ҫинчи кашни этеме ҫемье ҫавӑрма, йӑх тӑсма, чун та чӗм пурӑнма пӗртен-пӗр чун савни пӳретӗп, анчах хӗрпе качча пӗр-пӗрин патнелле хывӑннӑ ҫултан час-часах аслӑ шуйттан — Сатана Дьявол — пӑрса, аташтарса ярать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Калӑпӑр, кӗпе-тумтир ҫӗлеме е вӑлтапа пулӑ тытма пӗртте сӑрт-ту хушшинче шанкав чул кӑларакан вӑйӗ-халӗ кирлӗ мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурте пӗр вӑй-халлӑ, пӗр сӑн-питлӗ пулни те ытлашши.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла, кӑткӑс машинӑсем тӑвакансем кирлӗ, анчах ҫӳп-ҫапа тасатакансемсӗр пурӑнма та май ҫук-ҫке-ха.