Corpus of the Chuvash language

New

Кӗнекери геройсемпе йӗркеллӗн сывпуллашма та вӑхӑт ҫитсе пырать, хамӑр маларах шантарнине асра тытса, Оксана — Пилеш Укҫини патне ятарласах пырса курмалла ҫеҫ, вӑл ҫакна ыттисенчен ытларах тивӗҫлӗрен ҫеҫ мар, вулакан хӑй те, пӗлсех тӑратӑп, хӗр кунҫулне курмасӑр кӗнекене хупма килӗшес ҫуккине асрах тытса.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн пулмаллисем веҫех пулчӗҫ темелле ӗнтӗ: хуйхипе савӑнӑҫӗ, инкекӗпе ӗмӗчӗ, куҫҫульпе кулӑ, курайманлӑхпа юратӑвӗ, пульницӑпа милицийӗ…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Эй, пурнӑҫ!

Help to translate

1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗр ҫав тӗлпулушӑнах вӑл Сӑрҫие ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ӑшшӑн та ыррӑн аса илсе пурӑнма хатӗр.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах та чи асра юлни, аса илмессерен чуна ӑшӑтаканни вара вӑл — Сӑр-ҫие ҫурхи кун пуҫласа килсе ҫитсен, автовокзал патӗнче Валерипе калаҫса тӑни.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Сӑрҫи ун ӑс-хакӑлне татах пуянлатма пулӑшрӗ ҫакӑншӑн та ӗмӗрӗпех асран тухмӗ вӑл.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӗнтӗ кунта юлашки командировкӑра пулнине чухлать вӑл.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Пӗр енчен, ҫакӑ ӑна малалла ӳсме чармасть, тепӗр енчен — Валерий пек упӑшка ҫемьене ӗмӗр тӑршшӗпех пӗртте канлӗх-лӑпкӑлӑх кӳрес пек туйӑнмасть, виҫҫӗмӗш енӗ те пур ҫак япалан — Дина пысӑкрах вырӑнти ятлӑ-сумлӑрах арҫынна, хӑйне хытӑрах юратса ытларах хаклакан арҫынна тивӗҫлӗрех пуль.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫук-ха, капла пулса тухайманшӑн вӑл пӗртте кулянмасть, кулянма мар, хӑй ирӗкне кунта ку ӑнланма та хӗнтерех каччӑпа ҫемьеленсе татманшӑн кӑмӑллӑ та.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Дина ӑна малтан чӑннипех килӗштернӗччӗ вӗт-ха, качча хӑй те, ун кӑмӑлне ҫавӑрса, ун патнелле юрату хӗмӗпе туртӑннӑ-тӑк, Дина ӑна пӗр иккӗленмесӗрех качча тухӗччӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Атту хӗр текех Сӑрҫие килеймӗ те — Валерие ҫакна пӗлтерсен те ытлашшиех пулмӗ, ҫыхӑнӑва татмӑпӑр тейӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кӗҫӗрлӗхе хӑть унпа, ӑна хӗр вырӑнне ҫеҫ хурса, уҫҫӑн-ӑшшӑн калаҫса лартӑрччӗ!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вара унӑн кӑмӑлне, чунӗ-чӗрин вӑрттӑнлӑхне пӗлӗччӗ, ун хуйхипе ӗмӗтне тӗп-тӗрӗс курӗччӗ; кӗҫӗр хӑть йӑлтах уҫӑлтӑрччӗ ҫав качча Дина умӗнче!

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫук, тӗл пулнипех ҫырлахас килмест, ҫак каччӑпа гостиницӑри пӳлӗмре, сӗтел ҫине мӗн кирлине йӑлт кӑларса лартса, ҫӗрӗпех улаххӑн калаҫса ларас килет.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Тӗрӗссипе, ӑна мар, — ҫакӑн сӑлтавне Дина хӑйне хӑй те ӑнлантараймасть, — Валерие курса калаҫас килчӗ унӑн.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Кунта та ҫук иккен.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Гриша Паркин та Сӑрҫие килнӗ терӗҫ, хӑйне вара ҫаплах кураймарӗ-ха.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫынсем кинона кӗреҫҫӗ, теприсем алкумӗнче калаҫса тӑраҫҫӗ, анатри урамран купӑс сасси илтӗнет.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Дина Культура ҫуртне кайрӗ.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку шухӑш патне вӑл миҫе хут тав-рӑнмасть-ши, Пантиков вырӑнӗ партипе комсомол аппаратӗнче мар.

Help to translate

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed