Corpus of the Chuvash language

Short

Умӗн кӗскен калани: 1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари службин гварди подполковникӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Союзӗн Министрсен Совечӗн Председателӗ Н.И. Рыжков ячӗпе Мускава ҫыру ҫырса янӑ пулнӑ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ҫӗньял территори пайӗнче пурӑнакан граждансен пухӑвне Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, муниципалитет округӗнчи депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Борис Емельянов, ял старостисем, вӗрентӳ, культура, сывлӑх учрежденийӗсен ертӳҫисем, Ҫӗньял, Ҫӑл Атӑк, Анат Тӑрмӑш ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ял хӑвачӗ - сӳнми пӗрлӗхре // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52532-yal- ... -rl-khre-2

Эпир РФ «Ветерансем ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн район администрацийӗпе, ял тӑрӑхӗсемпе, социаллӑ хӳтлӗх пайӗпе, социаллӑ страховани фончӗпе, пенси фончӗн клиент службипе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, культура тата спорт учрежденийӗсемпе, обществӑлла организацисемпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлесе пыратпӑр.

Help to translate

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Сергей Николаевич хӑйне пысӑк та яваплӑ ӗҫ шанса панӑшӑн тав тунӑ, халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларас тесе хӑйӗнчен мӗн кирлине пӗтӗмпех тума сӑмах панӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, райадминистраци ӗҫлевҫисемпе тата ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисемпе пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса ӗҫлессе шаннине пӗлтернӗ.

Help to translate

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Михайлова шаннӑ // Ирина Машкина. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%80%d0% ... %80%d0%b3/

Инвесторсене бизнеса аталанма пулӑшакан тӳрех виҫӗ институт пулӑшу кӳнӗ: регионти Промышленноҫ аталанӑвӗн фончӗ 300 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа панӑ, Вак тата вӑтам предпринимательлӗх корпорацийӗн /Мускав 200 миллион тенкӗлӗх гарантийӗ тата Чӑваш Ен Гарфончӗн 25 миллион тенкӗлӗх поручительстви пулнӑ.

Help to translate

Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc

— Молдавире, Днестр хӗрринче, — хӑех хушса хучӗ те Сидоркин, тем аса илсе, шуранка ҫамкине картлантарчӗ, пӗр вӑхӑт пуҫне усса, ӗнсине сӑтӑркаласа, пусӑрӑнчӑклӑн шухӑшласа тӑчӗ, СУ начальникӗ ҫине тепре — ку хутӗнче ӑна темшӗн айӑпланӑ пек, сивленӗ пек — пӑхса илчӗ те партком секретарӗ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл регион Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче онлайн заявленисем парассипе Раҫҫейре лидерсенчен пӗри пулнине тата импорта улӑштарас енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртнӑ: статистикӑпа килӗшӳллӗн, патшалӑх органӗсенче усӑ куракан программӑн 90% ытла – ҫӗршыври тесе асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Help to translate

Цифрӑллӑ трансформаци сферинче Чӑваш Ен хӑватлӑн аталанса пынине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/05/cifr ... ormaci-sfe

Ҫак тата ытти ыйтӑва чӑваш литературипе вӑтам шкулти (5-11 классем валли) тата университетсенчи чӑваш факультечӗсем валли программӑсемпе вӗренкӗчсем хатӗрленӗ, «Чӑваш сӑмахлӑхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӑтарту кӗнекине ҫырнӑ тата чӑваш шкулӗнче 55 ҫул ӗҫленӗ В.П.Станьял литературоведа хуравлама ыйтрӑмӑр.

Help to translate

Кирлӗ-и шкул ачине чӑваш литератури? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/kirle-i-shkul-achine- ... literaturi

Социализмла Ӗҫ Геройӗ, РСФСР, ЧР тава тивӗҫлӗ агрономӗ, Ленин тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗ, 1950-1963 ҫулсенче пирӗн округри «Победа» колхозра тӗп агрономра ӗҫленӗ Евлалия Ивановна Васильева хӑйӗн мӑшӑрӗпе Василий Васильевич Зайцевпа пӗрле республикӑри ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Асӑну мероприятине муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, территори пайӗн начальникӗ Мария Кошкина, муниципалитет округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Николай Афанасьев, паттӑр тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ.

Help to translate

Паттӑр ячӗ вилӗмсӗр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50242-patt ... h-vil-ms-r

Шӑнкӑртамри «Меслиме» мечӗт-комплексра Раҫҫейри Ҫемье тата Чӑваш Енри Экологи культурипе ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе тирпейлӗ усӑ курмалли ҫулталӑка халалласа, «Асӑну сачӗ» акцие хутшӑнса «Чӑваш Ен халӑхӗн экологи тата кӑмӑл-сипет ӑнӑҫлӑхӗн хальхи аталанӑвӗнчи чи кирлӗ ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ.

Help to translate

Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa

Ҫ.Элкер премине «Чӑваш ен» наци телерадиокомпанин аслӑ редакторӗ Татьяна Молоковапа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн продюсерӗ Светлана Позднякова, Н.Никольский премине Виктор Чугаров режиссер-документалист, Л.Ильин премине «Чӑваш Ен» НТРК шеф-редакторӗ Алина Паймулкина (Сусметова) тивӗҫнӗ.

Help to translate

РЕСПУБЛИКӐРА, ОКРУГРА // Иван ГЛАДКОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... a-okrugra/

«Эпӗ арҫынна ӗненме пӑрахрӑм. Ӗҫкӗҫсем, хӗрарӑм ӗнси ҫинче ши-ик! шӑхӑрса ларакансем кӑна тӑрса юлчӗҫ пек туйӑнать. Мана пӗччен те аванччӗ. Ывӑлӑм ӳссе ҫитрӗ ӗнтӗ, салтака кайса килчӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет. Анчах Валериан шӑнкӑравӗ мана йӑлт хумхатрӗ», — юрату историйӗ мӗнрен пуҫланнипе паллаштарчӗ Оля.

Help to translate

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ҫиелтен пӑхма ансат, анчах этем ӑс-пуҫӗ ҫурӑлса сирпӗнсен те хуравне уҫӑмлатайми ыйтусен чӑтлӑхӗнчен хӑтӑлса тухаймасӑр хальхинче Ула Тимӗр чылайччен чӗнленсе, тӗннӗ шухӑшсӑрлӑхра тӗлӗрнӗ пек ларчӗ, хӗрӳлӗхне ҫухатнӑ кӑвайт тӗтӗмӗ куҫне чӗпӗткелеме пуҫласан кӑна ыйхӑран вӑранса кайнӑ пек пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вилӗм кӳрекен выҫлӑх карланкӑран ярса илнӗ тӑван ялӗнчен пӗри те тепри, кил чӳречисене хӑмапа ҫапа-ҫапа, аяккалла тухса кая пуҫласан, унӑн упӑшки те «майлӑ вырӑн» тупса-пӑхса килчӗ: чӑвашсен тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнма пулать терӗ, ӗҫе стройкӑна вырнаҫма май пур, баракра пӗр пӳлӗм уйӑрса парӗҫ терӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем пушӑ вӑхӑтӑн ытларах пайне уҫӑ сывлӑшра, активлӑ вӑйӑсенче ирттереҫҫӗ, час-часах хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекеҫҫӗ: автомобиль ҫулӗсем ҫумӗнче выляҫҫӗ, велотранспортпа автомобиль умӗнче пыраҫҫӗ, унран иртсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ, авари пулмалли хӑрушӑ лару-тӑру кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Help to translate

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

Ҫакӑн пек ансат мар решени йышӑннӑ мӗнпур хӗрарӑма – вӑхӑтне шута илмесӗр госпитальте боецсене пулӑшма, ҫавӑн пекех хӑйсен тӑванӗсене пулӑшнӑ ҫемйисене тав тӑватӑп, — ҫырнӑ хӑйӗн страницинче Зухра Гордиенко, хальхи вӑхӑтра госпитальсенче боецсене пулӑшма отрядӑн ҫӗнӗ составӗ йӗркеленнине палӑртнӑ.

Help to translate

Хӗрарӑмсен пӗрремӗш отрядӗнчи волонтерсем СВО зонинчен таврӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... nn-4014297

Марат Гафаров, Рустам Мухаметзянов, воин-интернационалист, ҫар юхӑмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳҫи Виктор Петухов, танк ҫарӗн ветеранӗсем Виталий Мердеев, Амирзян Бакаев, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ, афганец Ильдус Журавлев митинга хутшӑнакансене уявпа саламларӗҫ, мирлӗ тӳпе, сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Help to translate

Танкистсен кунӗнче икӗ мероприяти // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... eropriiati

Ку хутӗнче доброволецсем ҫурхи шыв хыҫҫӑн юлнӑ пулӑмсене пӗтерме пулӑшнӑ: ҫурт таврашӗнчи территорисене пуҫтарнӑ, юсама тивӗҫлӗ мар ҫуртсене сӳтнӗ, шкулсен, уйрӑм ҫуртсен территорийӗсене тасатнӑ, заявкӑсем тӑрӑх тухнӑ, вырӑнти ҫынсене шыв чакнӑ хыҫҫӑн юлнӑ хӑйӑрпа юшкӑна тасатма пулӑшнӑ тата ытти те.

Help to translate

Ҫирӗп вӑй-халлӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ll-4024205

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed