Corpus of the Chuvash language

Short

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уйсене ҫитсе курса ертӳҫӗсемпе специалистсем пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашнӑ, ака-суха ӗҫӗсем мӗнле иртнине, ҫурхи тата кӗрхи культурӑсен мӗнле сорчӗсене акнине, вӗсен паха енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене, мӗнле хими препарачӗсемпе усӑ курнине сӳтсе явнӑ, ака ӗҫӗсене чи лайӑх пурнӑҫланӑ хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Help to translate

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

2022 ҫулта администраци наци проекчӗ-сене, патшалӑхпа муниципалитет программисене пурнӑҫа кӗртессипе, округри ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ условисем туса хурассипе, экономикӑна аталантарассипе, вак тата вӑтам бизнес субъекчӗсене пулӑшу парассипе, социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫленӗ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

«Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьёва, Лидия Сарине, Ольга Фёдорова, Галина Кӗмӗл ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, кӑмӑла кайнӑ йӗркесене вуласа пачӗҫ, кӑларӑма кун ҫути парнелеме пулӑшнӑ ҫыравҫӑн мӑшӑрне Галина Фёдоровӑна, вӗсен ывӑлне Александр Фёдорова ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Тӗрлӗ халӑх чӗлхисен пӗр пӗтӗм совет обществин пурнӑҫӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне, вӗсем мӗнле ҫыхӑнса, ҫураҫса тӑнине тӗпчесе пӗлесси юлашки ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗн пысӑк та ҫивӗч задачи пулса тӑчӗ, ку енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ дисциплина — социолингвистика (социаллӑ лингвистика) палӑрмалла ҫитӗнӳсем турӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ачасем «Строителям безмолвных рубежей» мемориалпа тата музейпе паллашнӑ, ҫамрӑк салтакӑн курсне тухнӑ, тӗрлӗ квестсенче пултарулӑхне тӗрӗсленӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар лагерӗнче мӗнле пурӑннине хӑйсен куҫӗсемпе курнӑ, ҫарпа тактика маневрӗсене хутшӑннӑ, ретро-машинӑсемпе паллашнӑ.

Help to translate

Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.

Help to translate

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ун пек ан пултӑр тесен, терминсене йӗркеленӗ чух малтан фонетикӑпа фонологи ӑнлавӗсен, пулӑмӗсен, пӗтӗмӗшле системине ушкӑн-ушкӑн уйӑрмалла, пӗчӗкрех системӑсем ҫине пайламалла, унтан кашни ушкӑн валли юрӑхлӑ терминсене палӑртса тухмалла, юлашкинчен тин вӗсене пӗтӗмӗшле терминологие пӗтӗҫтермелле.

Help to translate

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ак ӗнтӗ эпир, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ трусиксемпе кӑна юлса, ҫаппа-ҫарамаслантӑмӑр та, еккине ярса, тӗлсӗр-йӗрсӗр шапӑлтаткаласа, хӗвелпе ӗнӗхсе пӑт-пат сарӑхнӑ вӗлтӗртӗк чӗкеҫ, шӑпӑр курӑкӗсемпе хупланнӑ ҫерем ҫине хӑпӑл-хапӑл е вӑрах «йӑшса» тӗшӗрӗлтӗмӗр — хӑшӗ месерле, хӑшӗ ӳпне «шапалантӑмӑр».

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Июнӗн 3-мӗшӗ тӗлне ҫапла вара, округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 9688 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 1057 гектар рапс, 249 гектар горчица, 340 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ, 1316 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 1289 гектар куккурус, 20-шер гектар кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, нимӗҫ пӑрҫи тата ытти культурӑсем акнӑ.

Help to translate

Акса-лартса пӗтернӗ, хирте ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b0%d0%b ... %b0%d0%bb/

Кӗтерук тырӑ выракан хут пӗлмен хӗрарӑмсем умӗнче вӗсемшӗн ӑнланма йывӑр сӑмахсемпе хӑпартланса, хӑлаҫланса калаҫни; Ваҫли, унччен ниҫтах та халӑх ҫинче сӑмах тухса каламанскер, судра хӑйне хӑй пит хӑюллӑ тыткалани, ваккатсенчен кая мар ӑста сӑмах калама пултарни вулакансене ирӗксӗрех иккӗлентерет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мероприятие администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексей Данилов уҫнӑ, вӑл студентсене район ҫинчен, ҫамрӑк специалистсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли программӑсене хутшӑнмалли майсем ҫинчен каласа панӑ, района профессиллӗ кадрсем кирлӗ тенӗ.

Help to translate

Пишпӳлек больници кадрсене илӗртет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-4022805

- Патӑрьел муниципалитет округӗ пуҫару бюджечӗн программипе ялсене хӑтлӑлатас, патшалӑх программисене пурнӑҫа кӗртес, бизнеса ҫул уҫса пырас, бюджета пуянлатас, халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнас, ҫав вӑхӑтрах ГТО нормативӗсене те пурнӑҫлас тата ыттипе те начар мар ӗҫлесе пырать.

Help to translate

Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин декабрӗн 10-мӗшӗнче гражданла обществӑна аталантарас енӗпе тата ҫын правипе ӗҫлекен Канаш ларӑвӗнче зонӑри ҫар служащийӗсен ДНК материалне обязательнӑй йӗркепе памалли ҫинчен калакан сӗнӳ «хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксене» палласа илме ҫӑмӑллатнӑ пулӗччӗ, тесе йышӑннӑ.

Help to translate

Путин СВОна хутшӑнакансем ДНК парассине кӗртме сӗннине хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... an-4047095

«1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫитнине халалласа истори астӑвӑмне упраса хӑварас, асӑннӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсен паттӑрлӑхӗсем умӗнче пуҫ тайса Раҫҫей Федерацийӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне ирттерме йышӑнатпӑр», – ҫырнӑ унта.

Help to translate

2025 ҫул – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ // Оксана Бердникова. https://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/20 ... -ala-pusna

Хуларан самаях аякка кайнӑ пулин те автопарка вӑл тӗрӗс-тӗкел таврӑнчӗ, мӗнле калаҫнӑ, ҫапла питӗ шӑппӑн ӗҫлерӗ, хуралҫӑ, ҫиччӗмӗш тӗлӗк курса алӑ-урине итес палли пек саркаласа урайӗнчех хуп турттарнине чӳречерен пӑхрӗ те, эрех савӑчӗ сӗтел ҫинче пушӑ ларнине курсан, кӗрсе тӑмарӗ, паркран тухса кайрӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш хура кушак // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫав вӑхӑтрах терминологи словарӗсем те, икӗ чӗлхеллӗ чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла словарьсем те центральный сӑмаха тӗп тесе куҫарма май пуррине те кӑтартаҫҫӗ: центральный банк «тӗп банк», центральное разведывательное управление (ЦРУ) «тӗп разведка управленийӗ» (ЦРУ — США-ри шпионла организаци).

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.

Кузьма Крючков пек пуҫтах каччӑсем кӑна мар, вырӑс салтакӗсем — хура-шуртан хӑраманскерсем, выҫлӑха мӗн ҫуралнӑранпах тӳсме вӗреннӗскерсем тата хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн пуҫне хума хатӗрскерсем — ҫавсем пирӗн патшалӑхӑн шанчӑкӗ, унӑн тӗрекӗ, тесе ҫырчӗ полковник, хутран-ситрен Суворова та аса илтерчӗ.

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче, ахӑртнех юхӑннӑ ҫӗршыва ура ҫине тӑма май паракан ҫӗнӗ экономика политики (НЭП) сарӑлнӑ вӑхӑтра, ҫак тӑрӑшуллӑ ҫемье хӑйсен тӗлӗнчи, ҫурҫӗр енчи шырлан патӗнче ҫил арманӗ те лартма, ял халӑхне ҫӑкӑр пӗҫерме тата выльӑхсене ҫитерме тырӑ авӑртса пулӑшма пултарнӑ.

Help to translate

Тымарсем тарӑн пулсан... // Николай ЛАРИОНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52460-tyma ... n-pulsan-2

Чылайччен ларчӗ вӑл тӗнсе, шалтан хуҫӑнса-хӗсӗнсе, пӑчӑртанса-пӑркӑчланса, татӑлса-хуҫӑлса, вӗриленсе-тарласа та кайрӗ, анчах татӑлнӑ «ӗҫӗ» ниепле те сыпӑнасшӑн, алла та, ӑса та кӗресшӗн пулмарӗ: ун куҫӗ умӗнчен астаруллӑ, чее, хаяр кулӑш ура хурса ӳкернӗ «ҫӗрӗк пӗрене» — Горлопанов — сӑнарӗ ҫухалмарӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed