Corpus of the Chuvash language

Short

Асӑннӑ проекта Пушкӑртстан Республикинчи социаллӑ аталанӑва пулӑшу памалли Ыркӑмӑллӑх фончӗ пурнӑҫланать, ӑна 6 ҫултан пуҫласа 12 ҫула ҫитичченхи ачасем валли уйӑрнӑ; чӑваш чӗлхине упрама чӑваш литературине популяризацилес тата тӑван чӗлхепе мультимедиа продукчӗсем туса хурас тӗллеве пуҫарса янӑ.

Help to translate

Пишпӳлек библиотекинче чӑваш чӗлхине упраса хӑвармалли проект пурнӑҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... at-4020548

Урама час-часах тухкалама пуҫласан, юлташӑмсем мана та, ушкӑн вӑййисене ертсе, хӑйсенчен «хӑйпӑтса», катертсе хӑвармастчӗҫ-ха, анчах хӑйсем, мана е куршанак, е «пиҫсе ҫитмен ҫӗр ҫырли» вырӑнне ҫеҫ картса, ҫав-ҫавах хапӑлпах йышӑнмастчӗҫ, маншӑн хӑйсен чун-чӗре калинккисене яриех уҫса яма васкамастчӗҫ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Help to translate

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Сӑнран тесен, унччен хура пулнӑ ҫӑра ҫӳҫӗ халӗ кӑлкан пек шуралса кайнине, сарлака ҫамка айӗнчен яланхи пекех тӗпчесе пӑхакан симӗсрех ӑслӑ куҫ тавра хуҫалана пуҫланӑ пӗркеленчӗксене тата нумай пулмасть ӳстерме тытӑннӑ мӑйӑхне, ҫӳҫӗ пекех шап-шурӑскерне, шутламасан, Петр Никифорович питех улшӑнман.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Равнодействующи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ, хушӑнакан вӑйсен суммипе тан пӗлтерӗшлӗ ҫакӑн пек чухне пулать: ун пек чух хушӑнакан вӑйсем хушшинчи кӗтес нульпе тан пулмалла, урӑхла каласан, хушӑнакан вӑйсем иккӗшӗ те пӗр тӳрӗ лини тӑрӑх пӗр еннеллех тивмелле (ку — вӑйсене хушассин пӗрремӗш тӗсӗпе пӗре килет).

Help to translate

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Кунашкал лару-тӑру вӗсенчен килмерӗ, пурнӑҫ хӑех йӗркелерӗ ӑна: Тамара, Тылымри упӑшкине тӗлӗксенче кураканскер, Тылымран тин ҫеҫ ҫитнӗ Левӑран лери хутшӑнусемпе «ҫанталӑк» ҫинчен ыйтмасӑр пултараймарӗ, Бариновӑн тӗрӗссине калама тиврӗ, Рена вара калаҫмасӑр ларма аван мартан упӑшкипе интересленчӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӗсене «Тинӗсре пулнисен Комсомольски районӗнчи тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев, ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Герольд Серебров саламларӗҫ.

Help to translate

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

физика терминӗсем: ӑшӑ, вӑй, виҫе, ӗҫ, йывӑрӑш, касӑм, кӑмрӑк, кӗвенте, пайӑрка, пӑс, пиҫӗ, пусӑм, сасӑ, сӗртӗн, сывлӑш, тачӑ, тӗнӗл, тӗрек, туртӑм, хӑвӑртлӑх, хӑват, хум, чӑрмав, юпа, шӑлтӑрма, шӗвек, хытӑ, шӗвӗ, куҫакан, куҫман, улшӑнакан, улшӑнман, пысӑклатакан, пӗчӗклетекен, танлаштаруллӑ, сайратакан т. ыт. те;

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Участокри «техсовет» — ун йышӗнче Иваҫпа Санька тата вӑл — вунӑ вариантран иккӗшне суйласа илчӗ, участок пуҫлӑхӗ Благий «техсовет» йышӑнӑвне ҫирӗплетрӗ, кӗҫех хайхи кӑмакасене «серилле майпа» тума тытӑнчӗҫ, вырӑнти «райсельхозтехникӑран» илчӗҫ кирлӗ пек материалсене, участок складӗнче ҫуккисене.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, вырӑнти «Туслӑх» вокал ансамблӗн членӗ Венера Акимова ял ҫыннисен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнисене, хӑйсен вӑхӑтне тата вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ, малашне ҫӗнӗ клуб ял ҫыннисемшӗн чӑннипех ту культура вучахӗ пулса тӑрассине шаннине палӑртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Help to translate

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кӗнекери кашни калаврах расна геройсем, тӗрлӗ халӑхсен ывӑлӗсем, анчах вӗсене пурне те пӗр хӑватлӑ туйӑм — иксӗлми патриотизм, Тӑван ҫӗршыва нимрен те ытларах юратни пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать, пӗр тӗллев патне илсе пырать: тӑшмана ҫӗнмелле, совет халӑхӗн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармалла!

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уйсене ҫитсе курса ертӳҫӗсемпе специалистсем пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашнӑ, ака-суха ӗҫӗсем мӗнле иртнине, ҫурхи тата кӗрхи культурӑсен мӗнле сорчӗсене акнине, вӗсен паха енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене, мӗнле хими препарачӗсемпе усӑ курнине сӳтсе явнӑ, ака ӗҫӗсене чи лайӑх пурнӑҫланӑ хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Help to translate

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

2022 ҫулта администраци наци проекчӗ-сене, патшалӑхпа муниципалитет программисене пурнӑҫа кӗртессипе, округри ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ условисем туса хурассипе, экономикӑна аталантарассипе, вак тата вӑтам бизнес субъекчӗсене пулӑшу парассипе, социаллӑ обязательствӑсене пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫленӗ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

«Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьёва, Лидия Сарине, Ольга Фёдорова, Галина Кӗмӗл ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, кӑмӑла кайнӑ йӗркесене вуласа пачӗҫ, кӑларӑма кун ҫути парнелеме пулӑшнӑ ҫыравҫӑн мӑшӑрне Галина Фёдоровӑна, вӗсен ывӑлне Александр Фёдорова ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Тӗрлӗ халӑх чӗлхисен пӗр пӗтӗм совет обществин пурнӑҫӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшне, вӗсем мӗнле ҫыхӑнса, ҫураҫса тӑнине тӗпчесе пӗлесси юлашки ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗн пысӑк та ҫивӗч задачи пулса тӑчӗ, ку енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ дисциплина — социолингвистика (социаллӑ лингвистика) палӑрмалла ҫитӗнӳсем турӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ачасем «Строителям безмолвных рубежей» мемориалпа тата музейпе паллашнӑ, ҫамрӑк салтакӑн курсне тухнӑ, тӗрлӗ квестсенче пултарулӑхне тӗрӗсленӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар лагерӗнче мӗнле пурӑннине хӑйсен куҫӗсемпе курнӑ, ҫарпа тактика маневрӗсене хутшӑннӑ, ретро-машинӑсемпе паллашнӑ.

Help to translate

Ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed