Corpus of the Chuvash language

Short

Малтанхи кунсенчех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.Илларионова, райпо, «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсем, «Слава картофелю» агрофирма, Э.Кокшин, Г.Зайцева, И.Минуллин предпринимательсем, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр, «Молодая гвардия» вырӑнти уйрӑмӗн волонтерӗсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, уйрӑм ҫынсем те чылай япала илсе килнӗ.

Help to translate

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ҫак предложенири именчӗклӗхӗ — именчӗклӗх — именесси сӑмахсем, чӑнах та, пуплеве тумхахлӑ тӑваҫҫӗ, илемне яраҫҫӗ, ҫавӑнпа та автор повесть алҫырӑвне юсанӑ май предложени варринчи вӑрттӑн именчӗклӗх тенине вӑрттӑнчӑклӑх тесе улӑштарать те, ку тӗслӗхре пӗр тӗпрен пулнӑ виҫӗ сӑмах вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ юлать, ҫавна май предложени янравлӑхӗ ӳсет, вӑл стиль тӗлӗшӗнчен чылаях лайӑхланать.

Help to translate

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн культура, туризм тата информаци тивӗҫтерӗвӗн пайӗн специалист-эксперчӗ, пенсионерсен вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Полина Логунова, Раҫҫей социаллӑ фончӗн Чӑваш Республикинчи клиентсен службин Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Федоськин, Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи пенсионерсен партийӗн председателӗ Федор Урмаков хутшӑннӑ.

Help to translate

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Сӑмахран, Китай компанийӗсем пирӗн республикӑра чӗркемелли оборудовани вырнаҫтарма, кукуруза тата ытти ял хуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерме арендӑна ҫӗрсем илме, Пушкӑртстана экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци, инкубаци ҫӑмартисем, тӗш тырӑ, пӑрҫа йышши тата ҫу культурисем илсе килме палӑртаҫҫӗ, - пӗлтернӗ ПР тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗн тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева.

Help to translate

Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене (атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх), промышленноҫ-экологин (йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ), социаллӑ экологин (этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ) индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«О матерях можно рассказывать бесконечно» (Максим Горькипе Чингиз Айтматов хайлавӗсем), «ХХ ӗмӗрти чӑваш поэзийӗ каҫӗ (Кӗҫтентин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Павӑл Хӗветӗрӗ, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Ираида Нарс, Геннадий Айхи, Марина Карягина, Любовь Мартьянова, Светлана Асамат сӑввисем), «Хальхи самана е 1908 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшне», «Митта поэзийӗн уявӗ», «Вӑхӑт ҫитӗ… (Ҫеҫпӗле халалласа).

Help to translate

«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html

Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ун шучӗпе, Пантиков управляющие юрамалли ытла та лайӑх май тупнӑ, пӑх-халӗ, редактор ырламасть ӑна, Михаил Григорьевич тӗрӗс калать тесе, сике-сике тӑмасть, пӗр-пӗр ыйту пӑхса тухнӑ чухне унран эсир мӗнле шухӑшлатӑр тесе ыйтмасть, куна сирӗнсӗр татса параймастпӑр тенине те илтмен — управляющи пурӗпӗр килӗштерет ӑна, эппин, тӳрех курӑнать, урӑхла май тупнӑ вӑл трест пуҫлӑхӗпе ҫывӑхланма.

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Женьминьжибао» хаҫат паян «Пирӗн ҫӗршыври промышленность строительствинчи пысӑк ҫӗнтерӳ» ятлӑ умстатьяра ҫапла ҫырать: «Аньшаньри металлурги комбинатӗнчи виҫӗ пысӑк предприятие туса пӗтерни тата ӗҫе яни пӗрремӗш пилӗкҫуллӑхӑн пӗрремӗш ҫулӗнче Китайри йывӑр промышленноҫа аталантарас ӗҫре паллӑ событи тата ҫӗршыва социализмла индустриализацилес ӗҫре пысӑк ҫӗнтерӳ пулса тӑрать».

Help to translate

Китай халӑхӗн ҫӗнтерӗвӗ // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.

Семинар вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек ҫивӗч темӑсем хускатнӑ: тырпул пухса кӗртнӗ тапхӑрта ҫункӑҫ туянасси, тырӑ вырмалли тапхӑрта тырӑ вырмалли комбайнсем туянасси, тырӑ вырмалли комбайн мотовилисене йӗркелесси, вырнӑ уй-хирсене тирпейлесси, ӗҫ сыхлавӗпе хӑрушсӑрлахӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнасси, хӑйне хӳтӗлемелли уйрӑм хатӗрсемпе усӑ курасси, склад ҫурчӗсене ҫӗнӗ тырпул валли хатӗрлесси.

Help to translate

Пишпӳлек районӗнче Уй-хир кунӗ-2024 иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3862742

Акӑ, сӑмахран, 2000 ҫулхи июль уйӑхӗнче, ҫыравҫӑ вилнӗ хыҫҫӑнах, «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ уйрӑлу сӑмахӗнче В. Станьялпа А. Тимофеев (Ыхра) Николай Мартынов сӑпайлӑхне, тирпейлӗхне, ӗҫченлӗхне аса илсе писателӗн «Хӗллехи ӑшӑ» повеҫӗнчи тӗп геройӑн, Малян ятлӑ ватта юлнӑ хӗрӗн, сӑнарӗнче чӑн чӑваш характерӗ сӑнланнине, Малян Нарсписен, Саламписен, Укахсен ретӗнчи сӑнар пулнине палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Мучи, карлӑкран тыткаласа, хӑма таткисенчен ҫапса тунӑ хӑлтӑр-халтӑр, йӑмӑлкка картлашкапа ҫӗр ҫине анчӗ, кӑртик-мӑртик тул карта пуҫне тӗнкӗлтетсе пычӗ, вара кил хӳмин йӑшса хуралнӑ, аврӑҫнӑ хӑмисем урлӑ анкартинелле тимлерӗ: ун вӗҫӗнчех, тӗкме ҫине хура хӑмла йӑввӑн карӑннӑ тӗлте, арӑмӗ муттикпе сӑмсалана пуҫланӑ паранка катмакласа, тӑпра чӑмаккисене ватса, хӑлтӑкласа купалать иккен.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хальхи вӑхӑтра Канашри районсем хушшинчи прокуратурӑра 12 ҫын ӗҫлет: С.А. Фирсов прокурор, прокурорӑн ҫумӗсем — А.М. Багаутдинов, С.В. Валерьянов, прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫисем — Э.Н Казанков, А.В. Константинов, А.Ю. Михайлов, И.М. Тимофеева, прокурорӑн пулӑшуҫисем — О.В. Карлина, М.С. Кириллова, А.С. Кутров, И.Н. Лушников, К.Д. Страстотерцев, ҫавӑн пекех Н.В. Емельянов специалист, В.Н. Ильин водитель.

Help to translate

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

Хӑштик-хӑштик сывлакаласа, Ула Тимӗр кукленсе ларчӗ те кӑвайт майлама пуҫларӗ: вӗтӗ хӑрӑк туратсене кирлӗ пек шарт та шарт хуҫрӗ те пӗр тӗле типтерлӗн, шайлаштарса пӗр-пӗрин ҫине хучӗ — купа купаларӗ; ҫакна пӗр хыпаланмасӑр тусан, кӗсйинчен зажигалка кӑларчӗ те чӑрт! чӗртсе ячӗ, анчах… ҫулӑмне купа патне илсе пыма васкамарӗ, пӗчӗк ҫулӑма куҫ ытамне илсе, тарӑн-тарӑн шухӑша ӳкнӗ пек пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫӗ пирки вара этемлӗхӗн аслӑ ывӑлӗ-хӗрӗсем мӗн чухлӗ ӑслӑ сӑмах каласа хӑварнӑ: «Ӗмӗр сакки сарлака», «Ӗмӗр ирттересси ӗшне витӗр тухасси мар», «Икӗ хутчен вилеймӗн, пӗр вилӗмрен иртеймӗн», «Инкек ӗнсе хыҫӗнчех», «Кун вырӑнне кун килет, ӗмӗр вырӑнне ӗмӗр килмест», «Нуша кулачӑ ҫиме вӗрентет», «Пурнӑҫ хӳри пӑрӑнӑҫ», «Самана урапи ялан малалла», «Пурнӑҫ тилхепине ҫирӗп тытас пулать…»

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрнарти 1-мӗш, Калининӑри, Ҫӗрпелти, Малти Ишекри, Хапӑсри, Ярмушкари, Туҫи Мӑратри шкулсенче, Калининӑри шкул-интернатра тата Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекенсемпе педагогсем, историпе краеведени музейӗн хастарӗсем, Ҫавалкас, Хирпуҫ, Ершепуҫ, Ярмушка ял поселенийӗсенче пурӑнакансем, Мӑньял Хапӑсри тата Шӗнер Ишекри культура ҫурчӗсен маттурӗсем уйрӑмах активлӑхпа палӑрчӗҫ.

Help to translate

Салтака тутӑр парнеле // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11523-sa ... -r-parnele

Диспансеризаци 2 тапхӑрта иртет: I тапхӑр (скрининг) пациентсен хроникӑллӑ инфекциллӗ пулман чирсен паллисене, вӗсене аталану хӑрушӑ факторӗсен, наркотик хатӗрӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курнин факторӗсене тупса палӑртас тӗллевпе врач паллисемсӗр кӑна ирттереҫҫӗ; II тапхӑра диагноза тӗрӗс палӑртма хушма тӗрӗслевсем ирттермешкӗн медицина кӑтартӑвӗсем уҫӑмласан ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Профилактика — лайӑх сывлӑх никӗсӗ! // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... syvlx-niks

Темиҫе ҫул каялла ял ҫыннисем мессенджерта хӑйсен чатне тунӑ, укҫа-тенкӗ пухассишӗн яваплӑ ҫынсене суйланӑ, астӑвӑм обелискне йӗркелес тӗлӗшпе субботниксене организацилекенсене, ҫапӑҫу хирӗсенче вилнисене, аманнисене, тӑшман тыткӑнӗнче вилнисене, Ҫӗнтерӳпе таврӑннисене, Юманлӑх ялӗнче ҫуралнисене халалланӑ асран кайми вырӑна симӗслетес тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекенсене суйланӑ.

Help to translate

Ӑру тӑсаканӗсенчен тав туни // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ni-3797177

Капитализмран социлизма куҫнипе, обществӑна социализмла улӑштарса ҫӗнетнипе пӗр вӑхӑтрах культурӑллӑ революци пулса иртет, буржуаллӑ культурӑ пӑчланса ун вырӑнне социализмлӑ культурӑ аталанма пуҫлать, халӑх массисен культурӑлӑхӗ нихҫанхинчен те хӑватлӑн чечекленсе ӳсет, наукӑпа техникӑн тата искусствӑн мӗн пур ҫӗнтерӗвӗсем, пурлӑхпа культурӑн пӗтӗм ырлӑхӗсем халӑх аллине куҫаҫҫӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed