Corpus of the Chuvash language

Short

«Ҫӗнӗ ҫурт уҫни Турбек ялӗнче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗ. Вӗсем хальхи культура учрежденийӗн хуҫисем пулса тӑнӑ, вӑл паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне тивӗҫтерекен мӗнпур требованисене тивӗҫтерет. Художество пултарулӑхне хутшӑнакансемшӗн вара — вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑмӑллӑ та хӑтлӑ лару-тӑрура аталантарма пултаракан вырӑн», - палӑртнӑ Дюртюли районӗн администрацийӗнче.

Help to translate

Пушкӑртра тата тепӗр ял клубӗ ӗҫлеме пуҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-4074151

Унтан каллех, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытӑ чӗрсе илчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, ҫӗнӗрен тапӑнма лӑпчӑнса ларчӗ, анчах — Укахви ҫурлине касмалла май ӑна хирӗҫ тытнине асӑрхаса-ши — сикмерӗ, тапӑнма меллӗрех вырӑн шыранӑ пек, хуллен ҫын тавра ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри ҫӑка вулли ҫине сикрӗ те каялла ҫаврӑнса пуҫчиккӗн ҫакӑнчӗ, ҫын ҫине кӗҫ-вӗҫ ыткӑнас пек, симӗс куҫне чарса пӑхрӗ…

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Коперник теорийӗ пӗлӗтри ҫутӑ япаласем мӗнле куҫса ҫӳренине питӗ ансат майпа ӑнлантарса парасси патне илсе пынӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл астрономсем умне ҫав вӑхӑтри суту-илӳпе хуҫалӑх пурӑнӑҫӗ лартнӑ практикӑлла задачӑсене татса парассине ҫӑмӑллатнӑ; ҫакӑн пирки те ӗнтӗ католикла чиркӳ, вӑл хӑй те тинӗс леш енчи ҫӗршывсемпе суту-илӳ ӗҫне анлӑн хутшӑннӑскер, малтанах ҫак ҫӗнӗ вӗрентӗве кӑмӑлланӑ.

Help to translate

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кӳлленчӗкӗн ум енче машина кустӑрмисем те курӑнчӗҫ, сасартӑк хӑй, машина, куҫӑм хӑвӑртлӑхне шалтах ҫухатса, пач чарӑнса ларчӗ, мӗкӗрчӗ, кисренчӗ, хыҫалти кустӑрмисем, бензин шӑршиллӗ хура тӗтӗмпе пӗрле кӗселеннӗ шӗвек лачрашкана, наркӑмӑшлӑ хура тӑхлана пулеметран тӑрӑлтаттарнӑ пек хыҫалалла пӗрӗхтерсе, паклаттарса «сурса», арҫури алхасуланса ҫавӑрттарнӑн пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указне пурнӑҫласа, Чӑваш Республикин 2020 ҫулхи тата 2021, 2022 ҫулчченхи планлӑ тапхӑр валли халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма 3208,6 млн. тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫав шутран «Вӗренӳ» отраслӗ валли — 1199,4 млн., «Сывлӑх сыхлавӗ» валли — 1002, 8 млн., «Культура, кинематографи» отрасльне 500 млн., «Физкультурӑпа спорта» — 506,4 млн., «Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх» валли — 200 млн. тенкӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

«Эпӗ йӗкехӳрсемпе таракансенчен кӑна шикленетӗп, урӑх нимрен те. Тӗрӗссипе, Валерианра кӑлтӑк асӑрхамастӑп, нимӗнле йывӑрӑлӑх та курмастӑп унпа. Сывӑ кӗлеткеллӗ, анчах нишлӗ чунлӑ /унашкаллисене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен инвалид тетӗп/ арҫын пайтах. Валерианӑн чунӗ ачанни пек таса. Кунашкалли питӗ сайра. Ҫакӑнпа тыткӑнларӗ вӑл мана. Юрласа кӑтартсан уҫӑ сассипе кӑмӑла ҫавӑрчӗ», — пытармарӗ Оля.

Help to translate

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ял ҫине ят ямасӑр Полина юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе килте те, шкулта та кӳнтем пулчӗ, ҫын ҫинче те, хӑйне хӑй тӑптӑм, серӗплӗ, виҫеллӗн тытса, сӑпай картинчен кӑлармарӗ, хӑтсӑр пуҫтахсенчен, усал шухӑш-ӗмӗтлӗ, каҫсерен ют пахчасенче панулми ҫаратакан, ватка е мулкач пӑхне авраса каппайлӑн пирус мӑкӑрлантарса ҫӳрекен, эрех черкки тӑррине те татса пама ӗлкӗрнӗ ачасен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ярусовран вӑл принциплӑха, хӑюллӑ пулма, капланса килнӗ шухӑшсене кирек ӑҫта, кирек кам умӗнче уҫҫӑн, ним пытармасӑр калама вӗреннӗ; трестри ҫамрӑксем, Ярусов хӳтлӗхне шанса, Атӑл ҫинче хӑйсен «флотне» тума ӗмӗтленетчӗҫ; кӑмӑл начар е ӗҫсем ӑнӑҫсах кайман чухне пӑхатӑн та Ярусов ҫине е итлетӗн те вӑл лӑпкӑн, шанӑҫлӑн калаҫнине — вӑй-хал хушӑннӑн туйӑнатчӗ, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшас килетчӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче ахрат ҫырмиех, ҫуралса, пӳ яраймиех тарӑнланса выртсан, ватӑсем апат-ҫимӗҫне те супинккен пӗҫерсе ҫиме, кӗпе-тумтирне те кашни харпӑр-хӑй ҫуса тасатса тӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, юлашкинчен кил-ҫурт таврашӗнчи пур-ҫук пурлӑха пайлама тытӑнаҫҫӗ (мӗн-мӗн пайланине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартсан вулаканӑн тӗлӗннипе куҫӗ те ҫамки ҫине сиксе хӑпарӗ, лахлатса та ихлетсе, хырӑмӗ те хӗҫленсе ларӗ).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Унтан районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене сцена ҫинчен Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» пӗрлӗхӗн генеральнӑй директорӗ Кияметдин Мифтахутдинов, унччен маларах Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствине ертсе пынӑ Василий Шадриков саламларӗҫ, кӑтартусемпе малта пыракансене тӗрлӗ ведомство наградисемпе чысларӗҫ.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/

Проектсен ҫак тематикӑпа килӗшсе тӑмалла: Раҫҫейри халӑхсен культури, йӑли-йӗрки; паттӑр тантӑшсем, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем; Раҫҫейри ҫӗнӗ технологисем; шкул ачисен патриотизмла воспитанийӗ тата общество пурнӑҫӗ; ачасемпе ҫамрӑксен профориентацийӗ, хушма пӗлӳ; ҫӗнӗ цифра тапхӑрӗнчи ачасемпе ҫамрӑксем, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата ачасене интернетра хӑйсене тытма вӗрентесси; телейлӗ ачалӑх чикки.

Help to translate

Пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d0%bf%d1%8 ... ba%d1%88e/

Асӑннӑ урамри 2-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли тата электроснабжени системисене юсассипе ӗҫсене 767 пин тенкӗлӗх ытла, 3-мӗш ҫуртӑн таса мар шыва юхтарса кӑлармалли, сивӗ шыв парса тӑмалли тата электроснабжени системисене юсассипе – 1 млн та 153 пин тенкӗлӗх ытла, 7-мӗш ҫуртӑн электроснабжени тата сивӗ шыв парса тӑмалли системисене юсассипе – 837 пин тенкӗлӗх ытла пурнӑҫламалла пулать.

Help to translate

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Этем ӑс-тӑнӗнче ҫавӑн пек шухӑшсем, чӗринче ҫавӑн пек туйӑмсем пурри ҫинчен А. И. Герцен «Поврежденный» ятлӑ повеҫре ҫапла ҫырнӑ: «Досадно, что я не пишу стихов… Стихами легко рассказывается именно то, чего не уловишь прозой… едва очерченная и замеченная форма, чуть слышный звук, не совсем пробужденное чувство, еще не мысль… в прозе просто совестно повторять этот лепет сердца и шепот фантазии».

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӑш-пӗр тӑрнаккайӑн мӑкӑрӑлчӑк ҫара ҫамки пек тӗмеске ҫине хӑпарса ҫитрӗ ҫеҫ — сасартӑк пӗр ури, хӑй айӗнче нимле ҫӗре те туймасӑр, ва-а-а-ашш! путса анса кайрӗ — Пурис аялалла пуҫхӗрлӗн чуу! виркӗнчӗ, ҫавӑнтах ҫамки темле кӳпшеке тӑпрана, лӑт! тӑрӑнса, ҫаврака тукмак пек пусӑрӑнса кӗчӗ, сулахай кӑкӑр шӑммине тем хытти чӑтма ҫук ыраттарса илчӗ, урӑх вӑл, сӗмне пач ҫухатса, нимӗн те тӑна хываймарӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Автономин 2010 ҫулхи ӗҫ планне сӳтсе явма Алексеевски, Аксу, Чистай, Элмет, Павлӑ, Лениногорск, Нурлат районӗсенчи ЧНКЦ председателӗсем, ЧНКАн Кама леш енчи представительствисен кураторӗ А.П.Молоствов, Аксу районӗн пуҫлӑхӗ К.К.Гилманов, «КАМАЗ» УАО генеральнӑй директорӗн ҫумӗ А.К.Самаренкин, «Сувар» хаҫат редакторӗ К.А.Малышев, Аксу районӗнчи ял канашӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул директорӗсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫулталӑк тӗллевӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Анчах лайӑх машинӑпа трактор паркӗ пулсан ҫеҫ вырӑнсенче сухалама та, ҫӗрулми, нумай ҫул ӳсекен курӑкпа пахча ҫимӗҫ лартма та, ҫемьене тата мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх усрама та, ытти выльӑх-чӗрлӗх, ытти кайӑксем усрама пулать, енчен те таврари уй-хирсене акакан, ҫӗршыва тырӑпа сӗт паракан фермер (хресчен) хуҫалӑхӗсем ялсенче пур пулсан, пурнӑҫа тӗпрен те лайӑх еннелле улӑштарма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... pl-3877828

Кунта тӗрлӗ халӑх ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса, алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеҫҫӗ, кунта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ӑста специалистсем строительство ӗҫне, завод цехӗсенчи ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, кунта таҫтан-таҫтан чи кӑткӑс, чи ҫӗнӗ оборудованисем килсе тӑраҫҫӗ, кунта, сунтал пек янӑракан вучах пек кӗрлекен стройкӑра, уйрӑм ҫын кӑмӑлӗ, ҫӗр ҫын кӑмӑлӗ, пин ҫын кӑмӑлӗ сунтал ҫинчи пек туптанать.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хурав, хуравла сӑмахсен потенцийӗ пур, вӗсем чӑваш литература чӗлхине тымар яма пултараҫҫӗ, анчах та «вырӑсла хапха» ҫине пӑхса ҫырни пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхинчи те- глаголпа темӗн тӗрлӗ предложенисем те тума пулать, ун пирки эпӗ кирек-кама та Н. И. Ашмаринӑн Словарьне (XIII, 258–265) вулама сӗнетӗп, ҫав вӑхӑтрах: вырӑсла тесен вырӑсла, чӑвашла тесен чӑвашла пултӑр, тенине манмалла мар.

Help to translate

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ, аякри тӑрӑхсенчен ҫитнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасене 2013 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ирина Алексеевна Диарова, 2012 ҫулта ҫав конкурсра ҫӗнтернӗ Александр Марсович Степанов тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика талккӑшӗ-2014» конкурс лауреачӗ Любовь Васильевна Кудрявцева тулли кӑмӑлпа ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫакна вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килнӗ, Чӑваш Енӗн сумлӑхӗпе ырӑ ячӗшӗн сывлӑх сыхлавӗнче, ҫырулӑхра, ӳнерпе культурӑра, вӗрентӳпе ӑслӑлӑхра, ытти сферӑпа отрасльте палӑрнӑ, республикӑри, ҫӗршыври, Европӑри, тӗнчери ӑмӑртусенче, Олимп вӑййисенче чемпионка ятне ҫӗнсе илнисемпе призерсен йышне кӗнӗ спортсменкӑсем, патшалӑх тытӑмӗнче пултаруллӑ, мал курӑмлӑ ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ.

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed