Corpus of the Chuvash language

Short

Акӑ ӗнтӗ куҫ самаях кӗмӗлленнӗ Атӑла та, ун ҫинчи дебаркадерсене те, пристаньсене те, вӗсен ҫумне юнашса тӑнӑ пӑрахутсене те, тиевре тӑракан баржӑсене те, башньӑллӑ е порталлӑ крансене те, кӑкарӑнса тӑракан, лӑпкӑ хум ҫинче палӑри-палӑрми чӳхенекен кимӗсене те, шӗпӗлтетсе ҫырана лӑч-лач пырса ҫапӑнакан пӗчӗк хумсене те, тӗтрепе пиеленнӗ таврари ҫурт-йӗре те самаях уяма пуҫларӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Республика Правительствин членӗсемпе, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти тытӑмӗсен тата хула округӗсен ертӳҫисемпе ирттерекен планеркӑна ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑшпӗр йышӑнупа килӗшӳллӗн 2016 ҫулта федераци бюджетӗнчен пирӗн республикӑна 4 млрд ытла тенкӗ куҫмаллине, ҫав нухратран хӑш тытӑма мӗн чухлӗ укҫа тивӗҫессине палӑртнинчен пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Асӑну митингне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — общество инфратытӑмӗн аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Екатерина Филиппова, Канаш хулин, Канаш тата Тӑвай районӗсен ҫар комиссарӗ Юрий Барышов, Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Валерий Калиганов тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Герман Николаев хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Унтанпа 33 ҫул иртрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%83%d0% ... 82%d1%80e/

«Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем Питрав кунӗнче культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак кун вырӑнти культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе ватти-вӗтти вӑййа тухрӗ. Капӑр чӑваш тумӗллӗ хӗрарӑмсем мӗн авалтан пыракан чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса ҫаврӑм туса ҫаврӑнчӗҫ, хуткупӑс кӗввипе ташларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ. Уяв ҫӗрлечченех тӑсӑлчӗ», — пӗлтерет Татьяна Морозова.

Help to translate

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Гаврил чунне — юратупа тулнӑ чун-чӗрине — кунашкал хыпар та пусараймасть, мӗншӗн тесен хӗр сӑн-пичӗпе куҫӗсенче таса ҫулӑм явӑннине курсан, ӑна хаваслӑ туйӑм малтанхинчен те вӑйлӑрах ярса илчӗ; чӑнах та юратать иккен ӑна Римма, чӑнах та ӗмӗр сӳнми юратупа юратать, унсӑрӑн ӑна чун варринченех шанса калас ҫукчӗ; унсӑрӑн йӗкӗт ҫине хальхи пек пӑхас ҫукчӗ; телейлӗ ҫын вӑл — Гаврил.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эпир ҫемьери сывӑ йӑла-йӗркене хаклатпӑр», «Манӑн ача чӑннипех хӑйнеевӗр», «Сывлӑхшӑн малалла талпӑнатпӑр», «Ашшӗсен канашӗ», «Тантӑшӑм, эпир сана пӑрахмастпӑр» тата ытти проект чӑннипех пархатарлӑ та сӑваплӑ, вӗсем пурте пурнӑҫа ҫӗнӗ варкӑш кӗртессипе, кунҫула ырӑрах тӑвассипе, ҫынна хӑйӗн сывлӑхне хаклама вӗрентессипе, ҫемье йӑли-йӗркине малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Халӗ ӗнтӗ вулаканшӑн промышленность тракторӗсен завочӗ йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенчи иккӗмӗш сӑмахне мӗншӗн нумайлӑ хисеп формипе калама кирли ӑнланмалла пулӗ: тӗслӗхрен, промышленность тракторӗн (кунта трактор сӑмаха тӗп падеж формипе калама ҫук) завочӗ тесе калас пулсан, иккӗмӗш япала ячӗ пӗр конкретлӑ трактора ҫеҫ пӗлтернӗ пулӗччӗ, ҫавӑнпа та ӑна нумайлӑ хисепре каламалла.

Help to translate

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

«Ҫул-йӗр карттине Чӑваш Республикин территорийӗнче инвестици климатне кулленех тата системӑллӑ лайӑхлатма, инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне тытса пынӑ чухне капиталлӑ вложенисене пурнӑҫлакан клиент карттине оптимизацилеме янӑ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Лариса Рафикова.

Help to translate

Чӑваш Ен инвестицисен калӑпӑшне ӳстерсе ӗҫлӗ климата лайӑхлатcа пынине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/03/11

Канашлу тӗллевӗ - социаллӑ экономика, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне шута илсе вӗсене канӑҫ паман ыйтусене хӑйсенчен илтесси, нормативлӑ майпа йӗркелесе ҫитереймен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, бюджетсен хушшинчи хутшӑнусен, налук саккунӗсем тӗлӗшпе тухса тӑнӑ ҫитменлӗхсене, урӑхла каласан - пуҫлӑхсене те, ахаль ҫынсене те пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене, уҫӑмлатасси.

Help to translate

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Кусем те уяв «сӑлтавне», вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑванне, пускилне, ӗҫтешне сыв пулӑр та пур пулӑр тесе, таву каласа, курка-черкке ҫӗклесе парнесем кӳчӗҫ, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, пысӑк хавхаланупа туса пынӑшӑн, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ, тарават пулнӑшӑн лайӑх, хавха, ырлавлӑ сӑмахсем каларӗҫ, такмакласа та юрларӗҫ, сӑвӑ вулакан та тупӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, ҫав тӗттӗм чӑрӑшлӑхра ҫухалса ҫӳремен пулсан, лачакари шыва та ӗҫмен пулӗччӗ Аленушкӑн тӑван шӑллӗ. Иванушка та качака путекки пулса тӑмастчӗ, тӑлӑха та тӑрса юлмастчӗ», — ирӗксӗрех аса илчӗ Эльгеев вырӑссен халапне: Ҫунать кӑвайчӗ вылянса, Вӗрет хуранӗ пӑсланса, Ҫиҫет ҫӗҫҫи, вут-хӗм тӑкать Мана пусасшӑн, ӑш вӑркать… — юмахри хӑш-хӑш сӑмахсене хӑй тӗллӗн каласа выртрӗ вӑл.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрсем будкӑсенчех юрлама вӗренеҫҫӗ, ҫӗнӗ пуҫлӑх столовӑй-клубра каҫсерен кино хыҫҫӑн репетици ирттерме ирӗк памасть: ыран ыйхӑллӑ пуҫпа стройкӑра йывӑр пулать имӗш, пӗртен-пӗр концерт ҫеҫ ҫырлахтарать иккен ӑна — сӑрт-ту районӗнчи пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ ятпа иртекенни, ҫав концертра Акимов хӑй те ура хуҫсах ташлӗ, ыттисем ташланине-юрланине курса алӑ ҫупӗ, халӗ вара — ӗҫлемелле…

Help to translate

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хушӑран хӗвел именчӗклӗн йӑлкӑшса кулать те завод корпусӗсен бетонпа кантӑк аякӗсем ҫийӗн, ӳплентерсе пӑрахнӑ калама ҫук пысӑк сӳре шӑлӗсем пек тӑратӑнса тӑракан металл колоннӑсем ҫийӗн, будкӑсемпе бытовкӑсем ҫийӗн, ҫак яланах шавлӑ, яланах савӑк ӗҫ кӗввиллӗ стройка ҫыннисене хӑйсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне вӑрах кӑтартма вӑтаннӑ пек, элес-мелес мӗлкесем хыпӑнчӑклӑн шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне канлӗ тумашкӑн куллен тӑрӑшатпӑр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тӗпе хурса пандуссем лартрӑмӑр. Территорие тирпей-илем кӗртрӗмӗр. Пӳлӗмсене юсарӑмӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнипе килӗшӳллӗн электро- тата хутса ӑшӑтакан хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштартӑмӑр, вут-ҫулӑм тухнине ҫийӗнчех систерекен автоматсем вырнаҫтартӑмӑр».

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр енчен пӑхсан, «Ялав» журнал орфографипе терминологи комиссийӗ 1959 ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче йышӑннӑ решенисене пурнӑҫласа пырать (вӑл решенисенче терминсем тӑвас ӗҫре тӑван чӗлхе материалне анлӑ усӑ курма ыйтнӑ, чӑвашла калама май пуррине чӑвашлах каламалла, тенӗ те, тӗслӗхсем вырӑнне Аслӑ Совет «Верховный Совет», Тӗп Комитет «Центральный Комитет» терминсене те илсе кӑтартнӑ).

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.

Кусем — В.И.Волков (Апас районӗ, Черккӗн), Л.А.Ярухина (Ҫӗпрел районӗ, Ҫӗнӗ Упи), Р.П.Мартынова (Ҫырчалли хули, 43№ шкул), С.В.Дормидонова (Ҫарӑмсан районӗ, Лагерка), З.П.Федорова (Ҫӗпрел районӗ, Шемӗршел), С.А.Мукасева (Пӑва районӗ, Альших), Е.В.Макарова (Ҫарӑмсан районӗ, Акрель), Г.М.Матросова (Ҫӗпрел районӗ, Алешкин-Саплӑк), Г.А.Петрушкова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел), Н.П.Павлова (Пӑвари 5№ шкул).

Help to translate

Ҫӗпрелсем кӑҫал та малта // Светлана САДЫКОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7 стр.

Ку материал ҫитмест — часрах кӳртермелле; сантехниксем сахалрах — вӗсен пуҫлӑхӗсем патне васкавлӑ телефонограмма; сӑрӑ пахалӑхӗ япӑх — базӑна лайӑхраххине шырама ҫын ярать; рабочисем тухӑҫлӑрах ӗҫлеччӗр тесе, мастерсемпе пӗрле вӗсене епле вырнаҫтарса тухнине тӗрӗслет, тӗрӗсленӗ майӑн — тӳрлетӳсем; ӗҫленӗ ҫӗрех автолавка илсе пыртарать, вӗри кукӑль, квас, пылак шыв сутаҫҫӗ…

Help to translate

5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче тӗнче шайӗнчи мероприятие уҫма ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, НППП ҫӗршывӗсем хушшинчи монополипе кӗрешекен канаш ҫумӗнчи реклама енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн председателӗ Андрей Кашеваров, Пӗрлӗх ҫӗршывӗсенчи потребительсен прависене хӳтӗлекен консультаци канашӗн председателӗ Анна Попова, ытти сумлӑ хӑна хутшӑннӑ.

Help to translate

Фестивале юбилее халалларӗҫ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed