Short
«Профессионалитет» федераллӑ проект шайӗнче Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче профессионаллӑ хатӗрлев центрӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче тата Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнче вӗрентӳпе производство центрӗсем уҫма планланӑ.
Шкулсен территорийӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12353-shkuls ... -tl-latacc
Операци хыҫҫӑн пирӗн ҫар ҫыннисем чугун ҫул сетьне сыхласа хӑварма пултараҫҫӗ, ОМОНӑн йывӑр аманнӑ тӑватӑ ҫар ҫыннине тата вилнисене илсе тухаҫҫӗ, ятарлӑ поезда чугун ҫул станцийӗнчен илсе тухуссишӗн боевиксен вут-ҫулӑм точкисене хӗҫ-пӑшалпа ӑста пусарса тӑраҫҫӗ.
Пурнӑҫ илемне туйса пурӑнать Фаргать Шигапов // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... at-sigapov
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна сахал йышлӑ тата чикӗ хӗрринчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, аякри районсенче, ҫавӑн пекех федераци автоҫулӗсемпе чугун ҫул ҫулӗсем ҫинче ҫирӗп ҫыхӑну тата пысӑк хӑвӑртлӑхпа интернета кӗмелли ҫула тивӗҫтерме хушнӑ.
Путин халӑх сахал пурӑнакан районсене ҫыхӑнупа тивӗҫтерме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... hn-3875965
Халӑха вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерекен центр начальникӗ Марсель Сафиянов хӑйӗн докладӗнче муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫул ҫитмен граждансене (14 - 18 ҫулсенчисем) вӗренӳрен ирӗклӗ вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерессине мӗнле йӗркеленипе паллаштарчӗ.
Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сила России» спорт марафонне ирттерме тата йӗркелеме хастар хутшӑннӑшӑн Л.М.Макаровӑна, В.Х.Денисова, Л.А.Акшева, В.Л.Калашникова, А.К.Гавриловӑна, С.В.Остапиенкона, П.Ю.Порядкова «Единая Россия» партин регионти совечӗн Тав ҫырӑвӗсене С.Н.Грачева панӑ.
Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/
Тӗрӗссипе, парткомӗ те Пятин кӑмӑлӗнчен иртеймӗ, управляющи мӗн калать — ҫавнах партком калӗ, управляющи шухӑшӗ — партком решенийӗ пулӗ; маларах — пысӑкрах ыйтусене парткомра тӗплӗн сӳтсе явса, Пятин та унта партком членӗ пек хутшӑнса пӗр-пӗр шухӑш тӗлне тухатчӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Асапӗпе йывӑрлӑхӗ иккӗшӗ пӗрлешнӗ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те нумай тиенчӗ, стройкӑри йӗркелӗхшӗн хытах ҫунаканскере теприсем юриех такӑнтарма та хӑтланнӑ, тепӗр ҫывӑх юлташсемех ун вӑйӗпе, пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн, ытлашши принциплӑ ку тесе, унран пӑрӑнма васкарӗҫ…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тӑван амӑшӗ, тӗнчипе паллӑ Нур-Салтан, нумай ҫул ӗлӗк Крым ханне Менгли-Гирее качча тухнӑскер, темиҫе уйӑх каялла Бахчэ-Сарайра ҫӗре кӗчӗ, Мускавра аслӑ князь патӗнче пурӑнакан пӗртен-пӗр шӑллӗ, Латиф, ҫулталӑк каялла унтах пуҫне хучӗ, — те хӑй вилчӗ, те вӗлерчӗҫ ӑна.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пушкӑрт Республикин Инвестици комитечӗн ларӑвӗсенче промышленноҫ енӗпе «Инвестици сехечӗ» форматра 2024 ҫулта Пушкӑрт Республикин приоритетлӑ инвестици проекчӗсен переченьне 31389,5 миллион тенкӗ инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 15 проекта пӑхса тухнӑ тата кӗртнӗ.
Хамӑр патра кӑларнӑ стройматериал сӗнет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3886537
«Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшас тата импортпа тивӗҫлӗ тавар туянма кирлӗ мӗнпур мероприятие туса ирттерес енӗпе пур йышӑнусене те вӑхӑтра йышӑнасса шанатӑп. Шалти рынокра темӗнле хаксем сиксе ан тухчӑр тесе, нимӗн те вӑраха ан ярӑр», - тенӗ Президент.
Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... hn-3798604
Ларура Тутарстан Республики тата район йӗркеленнӗ, ҫавӑн пекех, сентябрь уйӑхӗнче пулас Пӗлӳ, Пӗрлехи суйлав кунӗсем умӗн иртекен мероприятире общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, террористла актсене асӑрхаттарас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнас ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.
Пӗрле ӗҫлемелле // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... le-lemelle
Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчен хыпарлаҫҫӗ: «Лагерӗн малтанхи кунӗсенчех «Лето Первых» фото квест ирттертӗмӗр, ҫутҫанталӑк тусӗ-сем Асӑну садӗнче пӗчӗк экспедицире пулчӗҫ, спортсменсем «Забег Первых» акцие хутшӑнчӗҫ, А.Пушкинӑн произведенийӗсемпе ушкӑнпа паллашрӗҫ».
Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d0%ba%d0%b ... %b3%d1%87/
— Малтанхи вӑхӑтра Улюк кинпе Натюш Володьсем патӗнче пурӑнатчӗҫ, совхоз панӑ хваттерте, — терӗ те Анюк шӑпланчӗ, малалла ирӗксӗртереххӗн, кӑлӑхах тапратнӑ сӑмаха хӑвӑртрах вӗҫлесшӗн пулнӑ пек, вӗҫлеме пӗлеймен пек калаҫрӗ, ман ҫине вӑрттӑн-кӗрттӗн пӑха-пӑха илчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Телей сассиллӗ пулчӗ пуль, иртен-ҫӳренсем те илтрӗҫ ӑна, вӑшлаттарса утса пыракан хӗр ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ, ун куҫӗсемпе тӗл пулса хӑйсем те ҫуталса илчӗҫ, тен, ӑмсанчӗҫ те пулӗ ун илемне, хӑйсен те, тен, ун пекех ҫамрӑк та хӗвеллӗ пулас килчӗ ахӑр ҫак ҫӗр ҫинче.
Мӗлке ташши // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 127–134 с.
Пӗрер чӑваш салтакра хутла вӗренкеленӗ те, вырӑс саспаллисемпе чӑвашла ҫырса, ҫыру яма тӑрӑшнӑ, анчах ун пек ҫырусене ашшӗ-амӑшӗ илсе вулайман — тӳре-шара тытса чарнӑ, ҫурса тӑкнӑ, ҫыракана шар кӑтартнӑ, шӗвӗ хулӑпа ҫаптарнӑ, тепӗр пилӗк ҫул салтак служби хушса панӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Час-часах ҫакӑн пек каланине илтме пулать: халӗ чӑвашсем те вырӑсла лайӑх пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхи вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси ҫинчен мар, халӑх хушшинче ытларах вырӑс чӗлхине сарасси ҫинчен шутламалла, теҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫапла вара, чиперех ҫаврӑнчӗ, ӑнӑҫлах вӗҫленчӗ ҫамрӑксен вӑрттӑн, каварлашса туса ирттернӗ ӗҫ укҫи ҫумне сӗтев хушакан «бесплат сахӑр операцийӗ», вӗсене студент ӗмӗрӗн пӗр мӑтӑк тапхӑрне те пулин пылак апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑхран хӑтӑлса пурӑнма май туса пачӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.


