Short
Эпир, иртнисене аса илсе, кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклентерсе, халӗ ҫапла калатпӑр: тӑван ҫӗр-шывӑмӑр социализмран коммунизма куҫса пынӑ тапхӑрта, хамӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа ҫак задачӑна пӑхӑнтарнӑ вӑхӑтра, Чернышевскин ҫав паха ӗмӗчӗсенчен нумайӑшӗ ӗнтӗ пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Таврари ҫынсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан Чиржа, Абутдиновсен, Макаровсен, Волковсен (Олег аттен ҫемйи), Моисеевсен, Токмаковсен (Владимир Токмаковӑн) ҫемйине те тата тӑван ялне кӑмӑлласа, тӑван ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ ҫамрӑк мӑшӑра — Албутовсене те парнесем пачӗҫ.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Ҫапла каларӗ те Сути мӑнукӗ, пӳлӗм варринчи сӗтел ҫине пуҫламан шӑрттан, типӗтнӗ автан, самаях пысӑк савӑтпа тултарса килнӗ ҫӑка пылӗ, икӗ-виҫӗ теҫетке ҫӑмарта, вылякан мечӗкрен те пысӑкрах ҫап-ҫаврака услам ҫу чӑмӑркки, хӑйма ҫинче пӗҫернӗ хуран кукли кӑларса хучӗ.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлетпӗр ӗнтӗ — юлашки вӑхӑтра хамӑр район сӑн-сӑпачӗ улшӑннине куратпӑр, хальччен эпир пӗтӗмпех ялхуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулсан, нефть тупнӑ май промышленность предприятийӗсем кунран-кун нумайлана пуҫларӗҫ, рабочи класс йышӗ ӳснӗҫем ӳсет.
Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫулсерен патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмаллине тата спортпа туслашмаллине хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, — терӗ Юрий Егорович физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнине палӑртса.
Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Агротуризма аталантарасси, цифра сервисӗсене пысӑк технологисен витӗмлӗхне тӗпе хурса сарса пырасси, вӗренӳ учрежденийӗсенче ял хуҫалӑх пайне вӗрентсе пыма, паха специалистсем хатӗрлесе кӑларма майсем нумайрах йӗркелесси те пӗлтерӗшлӗ ыйтусемех пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl
Ҫак вӑхӑтра чӑлана Павӑл кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка ҫаклатрӗ, пилӗкӗнчен аяларахри пур ҫи-пуҫран та хӑтӑлчӗ, вара ӑна-кӑна аслисен ӑс-пуҫӗ шайӗпех ӑса хывайман, «ҫиме юраман панулмие вӑйпах, хӗсӗрлесех ҫитерессе» чухлайман хӗр ачана та ҫаппа-ҫарамас хывӑнтара пуҫларӗ…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Хуҫалӑхри пӗтӗм хура ӗҫе ҫав Мирун туса тӑрать те ӗнтӗ: мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хур-кӑвакалӗпе чӑххи-чӗппине пӑхать (ҫӑмартисене каҫкӳлӗм пӗчӗккисем пухаҫҫӗ)., картишне шӑлса тасатать, аки-сухине тӑвать, супӑнь ещӗкӗсене ҫӗклет, тикӗтпе краҫҫын пичкисене кустарать.
Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Фермӑра ӗҫлекен Клати, «икӗ талӑкра виҫӗ ҫӑмарта» тӑвакан кӑвакалне Улюнана сутаканни, бригадир хушнине итлесе, ялйыша хыпар тума чупса кайрӗ, часах чарӑнчӗ те: — Вӑйлӑ шыв таппи юпасене ӳкернӗ, пралуксем татӑлнӑ. Телефонпа пӗлтерме май ҫук! — тесе малалла ӑнтӑлчӗ.
Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.
Мастерсемпе бригадирсен, прорабсен унта «пӗр ҫеккунт та кая юлмасӑр ҫитмелле» имӗш, тата кама чӗннӗ, унӑн «конкретлӑ сӗнӳ-асӑрхаттарусемпе» ҫеҫ пымалла: каламалли ҫук-тӑк, ан шарла, итле ыттисене, камӑн «принциплӑ сӑмах» пур — канашлуччен тӗплӗн шухӑшласа пӑхтӑр…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4-мӗш курс студенчӗсем — Владимир Леонтьевпа Мария Ефимова хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне пытараймарӗҫ: — Обходра пациентсене тӗрӗсленӗ тапхӑра хутшӑнтӑмӑр, анализсен кӑтартӑвӗсене хакларӑмӑр, диагноз лартма та тӑрӑшрӑмӑр.
Студентсем практикӑра // Антонина АЛЕКСАНДРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %80%d0%b0/
Пӗр-икӗ эрне Сывлӑх комиссариачӗн приказӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн Эльгеевӑн тем чухлӗ ӗҫ тупӑнчӗ: ерекен чирсемпе те кӗрешмелле, тарасари шывсемпе пасарти апат-ҫимӗҫе санитари енӗпе тӗрӗслемелле, столовӑйсемпе трактирсене ҫитсе пӑхмалла, пур ҫӗрте те йӗрке тумалла.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр умӗнче пурнӑҫ сукмакӗсем юпленнӗ: пӗр сукмакӗ ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи ют чӗлхе факультетне илӗртнӗ, иккӗмӗшӗ — пиччӗшӗсемпе Лиза аппӑшӗ вӗренекен И.Н. Ульянов ячӗллӗ университета.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Елена Александровнӑн ӗҫне хисепе хурса Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей шанӑҫӗ» хӗрарӑмсен обществӑлла юхӑмӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Рамиля Незметдинова тата ҫак ялти пӗрлехи юхӑм членӗ, культура ҫурчӗн директорӗ Людмила Мерзлова ӑна Хисеп хучӗпе парне пачӗҫ.
91 ҫул - чикӗ мар // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52462-91-c ... l-chik-mar
Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Санкт-Петербургра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Китай Халӑх Республикин Ляонин провинцийӗн губернаторӗпе Ли Лэчэнпа тӗл пулса ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелеме, пӗрлӗхлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме калаҫса татӑлнӑ.
Китай делегацийӗ Пушкӑртстанри «Алексеевский» совхоз ӗҫӗпе паллашнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... hn-3806715
Хайлавсенчи ял-хула, шыв-шур ячӗсене те чӑн пурнӑҫран илсе кӑшт ҫеҫ улӑштарать ҫыравҫӑ, е хушӑран, улӑштармасӑр, ҫаплипех хӑварать: Сӑр, Выл, Ункӑ, Юрпаш (Урпаш), Мӑчташ (Мӑчкаш), Кӑрмӑш, Чикме, Автанкасси (Автанҫырми), Ирҫекасси (Ирҫе), Сетмен (Этмен), Хурамал, Чурашкасси.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Тӑрӑшулӑхне кура, ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ тата воспитани парас ӗҫри ӑнӑҫусемшӗн Надежда Николаевнӑна Вӑрмар район администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн, Вӑрмар район администраци пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградӑсемпе те чысланӑ.
Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull
Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Владимир Гладнев калаҫӑва малалла тӑснӑ май, ятарлӑ специалистсем 2022 ҫулта наркӑмӑшпа алхасакансене – 3 пин ытла ҫынна, ӑс-хакӑл тӗнчине ырӑ енне куҫарса пыма витӗм кӳнине каланӑ.
Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis


