Corpus of the Chuvash language

Short

Марк Васильев — Катнуй, чӑваш юррисен ӑстаҫи, учительсен институтне вӗренме кӗнӗскер, пӗр пӳлӗмре ҫамрӑксене тӗрлӗ кӗвӗсем вӗрентме тытӑнчӗ; тепӗр пӳлӗмре хӗрарӑмсем хушпу-тухья, сурпан, чӗрҫитти, ҫут шӑрҫаллӑ, сарӑ ярапаллӑ пурҫӑн пиҫиххи виҫе-виҫе пӑха пуҫларӗҫ.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ҫак шкулта медиапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума: текстсем ҫырма, сюжетсем хатӗрлеме, репортаж сӑнӳкерчӗкӗсем тума, блогсем тата социаллӑ сетьсенчи страницӑсем ертсе пыма вӗрентеҫҫӗ», — пӗлтернӗ Раҫҫейри ҫамрӑк журналистсен лигин Чӑваш Енри координаторӗ Евгений Суховей.

Help to translate

Журналист ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b6%d1%8 ... %d0%b0cce/

Ҫакӑ хальхи вӑхӑтра, ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене патшалӑх пулӑшасси вӑй илнӗ, пӗчӗк предпринимательлӗх аталаннӑ, ялти финанспа экономика условийӗсем, ӗҫ ресурсӗсен потенциалӗ, социаллӑ демографи лару-тӑрӑвӗ ҫӗнелсе улшӑннӑ тапхӑрта, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Авто- (грекла аутос «сам») — хутлӑ сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ: автобиография, чӑв. автобиографи (хам пурнӑҫ ҫинчен хамах ҫырса пани), автограф, автомат, автономия, чӑв. автономи (номос «закон»), автодидакт (хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ҫын), автовесы, чӑв. автотараса, авточупӑ т. ыт. те.

Help to translate

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

АСDВ савӑта тата ЕFDС трубкӑна хытӑ япала тултарас пулсан, вара трубкӑри япала йывӑрӑшӗ АВ тӗпӗ ҫине СD лаптӑк ҫине тивекен пусӑм вӑйӗнчен сахалрах вӑйпа пуснӑ пулӗччӗ; АВ лаптӑк СD лаптӑкран миҫе хут пысӑкрах, пусӑм вӑйӗ те ҫавӑн чухлӗ хутах сахалтарах пулнӑ пулӗччӗ.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Паҫӑр Тылыма — районти тӗп яла — пӑхса ҫаврӑннӑ чухнех чунӗ ҫӳҫенсе килнӗччӗ унӑн: райбольница йӑлтах ишӗлсе аннӑ, юрать-ха, чирлисене уҫӑ ҫӗре илсе тухма ӗлкӗрнӗ; Культура ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анас пек силленсе ларать, икӗ-виҫӗ хутлӑ ҫуртсем пӗри те упранса юлман.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ӑмӑртӑва уҫма муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, Сашӑпа ачаран пӗрле выляса ӳснӗ Эдуард Петров, пиччӗшӗ Игорь Микка, амӑшӗ хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Паттӑра асра тытса // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51659-patt ... ra-tytsa-2

«Ан хӑй манпа кӑшкӑрашса калаҫма, ман ӗҫ сана килӗшмест пулсан, эпӗ те килӗшместӗп сана, ан ман ҫакна», — темех пикенчӗ, анчах, ырӑ чӗреллӗскер, ҫепӗҫ чӗлхеллӗскер, ӑшри хӗлхеме хӑвӑрт сӳнтерчӗ те, савнине ярас килмен ҫӗртенех, хайӗн кӑмӑлне хӑварсах, ҫапла хуравларӗ:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Халиччен пӗр-пӗрне нихӑҫан та курман-пӗлмен ҫынсем, ӑнланса илме те йывӑр темле кӑмӑл-туйӑмпа ҫӗкленсе, хӗрӳллӗн ыталашрӗҫ, куҫран пӑхса калаҫрӗҫ, пӗр-пӗрне алӑ парса, ҫурӑмран лӑпкаса, каскӑсемпе ҫӗлӗксене, алсишсене, карттуссене сывлӑшалла ывӑта-ывӑта саламларӗҫ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене, уйрӑмах агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсене, ака ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑн вӗҫленӗ ятпа саламларӗ, пуян тухӑҫ илме, пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, тӑван ене аталантарма хӑйсен тӳпине хывакан ентешсене чӗререн тав турӗ.

Help to translate

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %87%d3%97/

1. Калаҫура е ҫырура час-часах хула стадионӗ, колхоз доярки, музей экспоначӗ, шкул библиотеки, январь сивви, Октябрь революцийӗ вырӑнне хулари стадион, колхозри доярка, музейри экспонат, шкулти библиотека, январьти сивӗ, Октябрьти революци конструкцисене асӑрхатпӑр.

Help to translate

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Пӗрлешӳ ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсен шутӗнче регион ертӳҫи ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассине, республикӑри социаллӑ пурнӑҫпа политика пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене хутшӑнассине, ытти общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫленине асӑннӑ.

Help to translate

Радий Хабиров Пушкӑрт общество палатин ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3815790

Тен, пуҫ ҫине пуҫ йӑтайми хурлӑх йӑтӑнса анман-тӑк, пӗр кунта, тӑнч пурӑнманнӑн,(иккӗшӗ те — ашшӗ те, амӑшӗ те — сарӑмсӑр тӑрӑнса вилмен-тӗк, хӗр нуши-асапӗ ҫумне виҫҫӗн тан — виҫӗ шӑллӗ — тиенсе хӳтӗ кӗтсе пӑчӑртанман-тӑк, тен… телейлех ҫаврӑнса тухатчӗ Елькка шӑпи?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Совет тапхӑрӗн малтанхи ҫулӗсенчех сасӑ сӑмах тепӗр ҫӗнӗ пӗлтерӗш туянчӗ — «сасӑллӑ пуплевӗн чи пӗчӗк хӑйне уйрӑм пайӗ» ӑнлава палӑртма тытӑнчӗ: уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ, хытӑ сасӑ, ҫемҫе сасӑ, хытӑ уҫӑ сасӑ, ҫемҫе уҫӑ сасӑ, янӑравлӑ хупӑ сасӑ, янӑравсӑр хупӑ сасӑ т. ыт. те.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Абаев-философ пачах урӑхла: виҫӗ система пӗр-пӗринпе епле килӗштерсе ӗҫленине пӗтӗмӗшле лайӑх ӑнлантарать пулсан, ҫав системӑсенчи детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче мӗн хӑтланма пуҫланине хӑш чух пӑтраштарма пуҫлатчӗ.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑн та, «экстра сантехниках» (юлташӗсем ӑна ҫапла калаҫҫӗ, хӑй те хирӗҫлемест) тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗре састӑппа чавтарнӑшӑн кӑмӑлсӑрччӗ вӑл, анчах куна ӗҫре систермерӗ, ыттисемпе танах тар кӑларчӗ, Виссарион Даниловпа пӗрле участока ҫутӑ кӗртнӗ чухне вара кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ.

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Татьяна Чылыкова тӑлӑх, ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасене ҫемьесене вырнаҫтарас, вӗсене хӑйсен яваплӑхӗ ҫине илекенсем право йӗркине пӑсасран асӑрханас ыйтупа тухса калаҫрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh

Пуху пӗтсен: «Тавай, Михаил Михайлович, — теҫҫӗ мана хӑш-пӗрисем, — ку премие ҫӑвар санне. Пирӗнтен пурпӗр илесси пулас ҫук ӑна, мӗншӗн тесен ӗҫлесе укҫа-тенкӗ пухассипе нормӑна час-часах тултараймастпӑр. Эсӗ, ав, маттур. Пассажирсемпе пӗр чӗлхе тупма маҫтӑр ҫав эсӗ».

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унтан район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов траур церемонийӗнчи тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене, Анвар Султанова хӑйне шеллеменшӗн, ҫамрӑк каччӑсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗршыв интересӗсене хӗҫпӑшал тытса хӳтӗленӗ чухне айккинче ларманшӑн чӗререн тав тунӑ.

Help to translate

Ҫар присягине шанчӑклӑ юлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3814609

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed