Short
Эпӗ вӑл утнине шеллесе пӑхнӑ вӑхӑтра: — Паян мана пулӑшма тухрӗ вӑл. Вара эпир ӑна пулӑшатпӑр. Халӗ ун бригадинче пӗр арҫын та юлмарӗ. Вӑрҫӑ тухиччен тӑватӑ арҫынччӗ унта. Шел те, мӗн тӑвӑн, пӗри те ҫаврӑнса килеймерӗ вӗт, — терӗ Антон Трофимович, палӑрмаллах кулянса.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пӳрт умӗнчех Кӗҫтук ӳстернӗ тирек сарӑлса ларать, унӑн лапсака турачӗсем хулӑн пас пуснипе авӑна-авӑна аннӑ, вӑл мӗнле йывӑҫ иккенне те тӳрех пӗлсе илме ҫук; мӑръесенчен шурӑ тӗтӗм юпаланса хӑпарать; хӑй те шӑннӑ тӗслӗ хӗвел лаштра йӑмрасем хыҫӗнчен хӗрелсе тухать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Совет Союзӗнче туса хатӗрленӗ «Восток-1» тата «Восток-2» карапсем ҫинче Ю.А. Гагаринпа Г.С. Титов пилот-космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫни ку чухнехи совет наукин чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртса тӑрать тата совет наукин аталанӑвӗнчи чаплӑ малашлӑхсене кӑтартса парать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ – граждансемпе тата общество организацийӗсемпе, ҫав шутра Чӑваш Енӗн Общество палатипе те, хутшӑнса пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесси», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul
Сӑмах май, «Вилӗмсӗр полк» акцин ҫӗнӗ формисене пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗсен портречӗсене обществӑлла, харпӑр хӑйӗн, ӗҫри транспорчӗ ҫине, унсӑр пуҫне урамри медиаэкрансемпе вӗрентӳ заведенийӗсенче, социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма.
Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh
Чи малтанах информушкӑн членӗсем Чупай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Андреева Чупай ял тӑрӑхӗ республикӑри 1100 ҫын таранччен пурӑнакан ял, хула тӑрӑхӗсем хушшинче 2018 ҫулта ирттернӗ экономика ӑмӑртӑвӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломӗпе чысларӗҫ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Апла тӑк, палӑртса хунисене пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртес пулсан, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, вӑй-халне аталантарма кунта хӑтлӑ условисем пуласси никама та иккӗлентермӗ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров.
«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre
Физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан саккуна кӗртмелли улшӑнусемпе спорт министрӗ Сергей Шелтуков паллаштарассине пӗлтерсен хӑшпӗр депутат «йӑнӑш мар-ши?» тенӗн кӑн-кан пӑхкаласа илчӗ те - спикер вӗсене лӑплантарчӗ: «Мӗн, ҫӗнӗ министр пулнине хӑшӗсем пӗлмен те-им?»
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Пӗр енче райпо пуҫлӑхӗ хирӗҫ ларакан поссовет председательне хӗрсех тем тӑнлантарать, завод директорӗ ҫывӑхри колхоз председательне курорт шучӗпе астарать, икӗ хӗрарӑм главврачпа культура пайӗн заведующийӗ, ҫамрӑклӑха сыхласа хӑвармалли ыйтусене татса параҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.
«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430
Ҫӗнӗ вырӑна куҫнисен усӑ куракан ҫӗр нумай тесе Кивӗ Эйпеҫ халӑхӗ ҫӗнӗ ҫӗрсемпе усӑ курма тата 6 хуҫалӑха йышӑннӑ: Митрофан (вырӑс тимӗрҫӗ), ун ывӑлӗ Василий, Кнеҫ Павӑлӗ - ывӑлӗ Сахаркка, Йӑнтӑк Павӑлӗ (Йӑншӑк) Пракуҫӗ, Тӑрна Кӗркури Хветӗрӗ, Симун Якурӗ, Тӗнне Павӑлӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Хӑйне хӑй тыткалайми пулса: — Эккей, ара, никампа та хаяр ятлӑ пулас мар тенӗччӗ-ҫке… Тӑшман нимпе те лӑпкӑн усрасшӑн мар мана. Лаша сахал пулчӗ-шим уншӑн? Ӗнепе пӑрӑва та пӗтерес терӗ эппин. Ку ытларах ӗнтӗ. Кӑна ниепле те тӳсме ҫук, — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ Ҫтаппан.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Астраханьтн хан ывӑлне Мухаммеда илсе килнӗ пулсан, ӑна хан туса хунӑ пулсан мӗнлеччӗ-ши тет Мамич-Бердей шухӑшӗсен вӗҫне тухма тӑрӑшса, пӑлхава ертсе пыма пултаракан ҫын пулатчӗ-ши вӑл е Али-Акрам пекех тутлӑ ҫиме, ҫемҫе тӳшек ҫинче выртма юратакан этем пулатчӗ-ши?
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпир, иртнисене аса илсе, кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклентерсе, халӗ ҫапла калатпӑр: тӑван ҫӗр-шывӑмӑр социализмран коммунизма куҫса пынӑ тапхӑрта, хамӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа ҫак задачӑна пӑхӑнтарнӑ вӑхӑтра, Чернышевскин ҫав паха ӗмӗчӗсенчен нумайӑшӗ ӗнтӗ пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Таврари ҫынсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑракан Чиржа, Абутдиновсен, Макаровсен, Волковсен (Олег аттен ҫемйи), Моисеевсен, Токмаковсен (Владимир Токмаковӑн) ҫемйине те тата тӑван ялне кӑмӑлласа, тӑван ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ ҫамрӑк мӑшӑра — Албутовсене те парнесем пачӗҫ.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Ҫапла каларӗ те Сути мӑнукӗ, пӳлӗм варринчи сӗтел ҫине пуҫламан шӑрттан, типӗтнӗ автан, самаях пысӑк савӑтпа тултарса килнӗ ҫӑка пылӗ, икӗ-виҫӗ теҫетке ҫӑмарта, вылякан мечӗкрен те пысӑкрах ҫап-ҫаврака услам ҫу чӑмӑркки, хӑйма ҫинче пӗҫернӗ хуран кукли кӑларса хучӗ.
Каҫхи шкулта // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлетпӗр ӗнтӗ — юлашки вӑхӑтра хамӑр район сӑн-сӑпачӗ улшӑннине куратпӑр, хальччен эпир пӗтӗмпех ялхуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ пулсан, нефть тупнӑ май промышленность предприятийӗсем кунран-кун нумайлана пуҫларӗҫ, рабочи класс йышӗ ӳснӗҫем ӳсет.
Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫулсерен патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмаллине тата спортпа туслашмаллине хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, — терӗ Юрий Егорович физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнине палӑртса.
Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Агротуризма аталантарасси, цифра сервисӗсене пысӑк технологисен витӗмлӗхне тӗпе хурса сарса пырасси, вӗренӳ учрежденийӗсенче ял хуҫалӑх пайне вӗрентсе пыма, паха специалистсем хатӗрлесе кӑларма майсем нумайрах йӗркелесси те пӗлтерӗшлӗ ыйтусемех пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl


