Corpus of the Chuvash language

Short

Ҫапах пӗтӗмӗшле калаҫу сисчӗвлентерет пулин те ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин заместителӗ — Тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин республика территорийӗнчи наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва пӗтӗмлетсе тунӑ докладри темиҫе самант кӑмӑллӑ пулчӗ.

Help to translate

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Дружба» колхоза ертсе пынӑ Мария Смирнова районта ҫулла ҫумкурӑк хуплакан уй миҫе га пулнине, кивӗ тата ишӗлес патне ҫитнӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программа хӑҫанччен тӑсӑлнине пӗлесшӗн пулчӗ, Ҫӗрпӳре хӑпартакан шкул ҫуртӗнче бассейн тума ыйтрӗ.

Help to translate

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

— Паян районпа республика территорийӗнче кирек хӑш халӑх пурӑнакан вырӑн та ӑнӑҫлӑ пуласси пирӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗ палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне власть тытӑмӗн активлӑ ӗҫӗсенчен нумай килет, — тет Дема ял совечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлович Ходак.

Help to translate

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... pl-3877828

Океансем тӑрӑх инҫетри вырӑнсене ҫӳрени ҫакӑн пек экономикӑлла кирлӗлӗх туса хунӑ: вӑл тинӗс карапӗсен шӑнӑҫтарӑмне (емкостьне) ӳстерме тата вӗсене шывра лайӑхрах тытӑнса тӑмалла тума хушнӑ. урӑхла каласан, ҫынсем умне паллӑ механикӑлла задачӑсем кӑларса лартнӑ.

Help to translate

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

 — «Вӑт, куршанак, вӑт, пӑшатан куҫ, вӑт, сӑмала. Ма ҫийӗнчех касса татмарӑм кӑна. Сак ҫинче сӗркеленмесӗрех патлаттармаллаччӗ те ҫав хам ҫулӑмпа килелле. Лар ӗнтӗ халь талпа ҫакланнӑ куянла», — текелесе ӑшӗнче, чӗлхи вӗҫне нимех те латти-лӑттине килтереймерӗ йӗкӗт.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Орлята России» — пӗтӗм Раҫҫейри хастар граждансене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен пуҫламӑш шкул валли проект, вӑл миллионшар ачасене, учительсене, ашшӗ-амӑшсене пӗрлештерет тата Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен «Движение Первых» юхӑмӗн пӗрремӗш пусӑмӗ пулса тӑрать.

Help to translate

Раҫҫей Орленокне кӗртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... tn-4065047

Ҫакӑн пекех Ҫӗр хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра талӑк хушшинче ҫавӑрӑннӑ чухне ҫӗр ҫинчи пур точкӑсем те ҫавракӑш тӑрӑх куҫса пыраҫҫӗ; планетӑсен центрӗсем Хӗвел тавра ҫавӑрӑнакан ҫула та, спутниксен центрӗсем планетисем тавра ҫавӑрӑнакан ҫула та ҫавракӑш тесе шутлама юрать.

Help to translate

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хальлӗхе «Комбайн» ЯХПКра — 272, «Прогресс» АХОра — 265, «Сатурн» ЯХПКра — 236, Ленин ячӗллӗ ЯХПКра — 100, «Рассвет» ЯХПКра — 90 гектар, В.Чернов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче — 60, В.Васильев хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче 50 гектар акнӑ.

Help to translate

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Ҫавна ӑнланса илсе, автор иккӗмӗш кӑларӑмра хаваслӑн наречие илемлӗн наречипе улӑштарса ҫырать те («Халӗ кӗрхи каҫӑн кичем шӑплӑхӗнче купӑс сасси илемлӗн янӑрать…»), пӗтӗмпех хӑй вырӑнне ларать: илемлӗ кӗвӗ вӑл хаваслӑн янӑрама та, хурлӑхлӑн илтӗнме те пултарать.

Help to translate

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Ҫапла килӗштерме тӑрӑшнӑ вӑхӑтра, Австрия юлташӗ Гермая, пирӗнпе темиҫе ҫӗр ҫултанпа лайӑх тӑнине, малашне те эпир унпа лайӑх тӑрасса ӗмӗтленнине пӑхмасӑр, эпир ӑна хирӗҫ пыма шухӑш ҫук тенине ӗненмесӗр, пирӗн пухӑннӑ ҫарсене килӗсене яртарса салаттарасшӑн пулчӗ.

Help to translate

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

… Ура ҫумне самаях ҫыпҫӑнакан пылчӑкран ирте-ирте Кӗҫени палӑрмаллах кичемленнӗрен тата алӑри чӑматанӗсем утӑм тумассерен йывӑрланса пынӑран, пӑрӑнчӑкри лапамра лачакана лакнӑ грузовик ураписене нӑй-нӑй тутарса ларнине курсан, хӗпӗртемеллипех хӗпӗртерӗ Матви.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку Анатолишӗн питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл, ытти механизаторсемпе тата хулари пӗр пысӑк заводран пулӑшма пынӑ шефсемпе пӗрле, малашне хӑй, ун рабочийӗсем, механикӗсем ӗҫлемелли станоксене, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрсене хӑех вырнаҫтарчӗ; ӑна мастерской начальникӗ туса лартнӑччӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Мӗншӗн тесен пӗрисемшӗн гражданла пурӑнни чӑн-чӑн мӑшӑрланупа тан, вӗсем ҫакӑнта нимӗнле уйрӑмлӑх та курмаҫҫӗ, теприсемшӗн вӑл – туйӑмсен хӑватне, тасалӑхне тӗрӗслеме паракан май, виҫҫӗмӗшӗсемшӗн гражданла мӑшӑрлану – питӗ меллӗ, сахал яваплӑхлӑ, ирӗклӗ ҫыхӑну.

Help to translate

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Японири компанисене пирӗн республикӑна инвестици хывма, промышленноҫри, ял хуҫалӑхӗнчи, строительство индустрийӗнчи тата туризм комплексӗнчи ӑнӑҫлӑ технологисене ӗҫе кӗртмелли пысӑк проектсене пурнӑҫлама хутшӑнмашкӑн йыхравлатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич.

Help to translate

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Илемлӗ литература, вулакансене эстетика витӗмӗ кӳрсе, пурнӑҫа нумай енчен сӑнласа кӑтартать, ҫавӑнпа улӑн чӗлхи лексика пахалӑхӗпе те, грамматика формисен пуянлӑхӗпе те, синтаксис конструкцийӗсен хӑйевӗрлӗхӗпе те пӗтӗмӗшле литература чӗлхипе пӗр шая лараймасть.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Иртнӗ ҫулхи кӗркуннерен илсен те, ял хуҫалӑх предприятийӗн администрацийӗ вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ самай пысӑк ҫурта (ун валли 1 млн тенкӗ кайнӑ) реконструкци тунӑ, тӗш тырӑ упрамалли склада (3 млн тенкӗлӗх) юсанӑ, 4 млн та 600 пин тенкӗлӗх «Беларусь 15,21» йышши трактор туяннӑ.

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Хӗрӗнкӗ Топрисов телефонпа шӑнкӑравласа кӑмӑла хытах пӑсрӗ, ара-ҫке, управляющие вӑл иртсе пыракан уяв ячӗпе пӗр виҫӗ-тӑватӑ минутах пуль саламларӗ, яланах ӑна ӑшшӑн асра тытнине астутарчӗ, уншӑн кирек те хӑҫан тӑрӑшма, тӑрӑшма ҫеҫ-и, вута кӗме те хатӗррине каларӗ…

Help to translate

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паянхи тата иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен каласа паракан чи ҫивӗч очерксемпе эссесем, чӗлхе, наци, общество, тӗн, культура, ӳнер, кӑмӑл-сипет, литература тишкерӗвӗсем, критикӑлла статьясем, ытти жанрпа ҫырнӑ усӑллӑ хайлавсем, архив докуменчӗсем малашне те пулӗҫ журналӑмӑрта.

Help to translate

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗнче ҫирӗпленнӗ йӗрке тӑрӑх, сӑмах тӑвакан аффикссем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен сӑмах форми ҫумне кӑна хушӑнма тивӗҫ, анчах терминологире -лӑх(-лӗх), ҫавӑн пекех -лӑ(-лӗ), -ла(-ле) аффикссем хӑй тӗллӗн ҫӳремен сӑмах формисем ҫумне те хушӑнма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Вӗсен авангардлӑ ролӗ чи малтанах парти решенийӗсене пурнӑҫлассишӗн активлӑн кӗрешнипе, вӗсем ӗҫре лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе, ӗҫ техникине алла илессишӗн ҫине тӑрса кӗрешнипе, ҫитменлӗхсемпе, пӗр вырӑнта тӑнипе, кивӗ йӑласемпе килӗшсе тӑманнипе паллӑ пулса тӑрать.

Help to translate

Парти массисен активлӑхӗ ӳсет // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 1.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed