Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ упӑтесен йывӑҫ ҫулҫисен хушшинчи вӑййи, — вӗсем ӑсран тайӑлтармалла тӗрлӗрен хуҫкаланаҫҫӗ-авкаланаҫҫӗ: кӑвак сухаллӑ е бакенбардлӑ, е хӑлхи хыҫӗнчи кӗске ҫӳҫлӗ, ҫӑмламас физиономисем хӑйсен туйӑмӗсене аптӑратакан-кӑсӑклантаракан мӗн пур япалана хусканӑвӗсемпе сӑнарлаҫҫӗ, пит-куҫне хускатаҫҫӗ те пӗркелентереҫҫӗ, кулӑсӑр куҫӗсем вара тимлӗ те сис-чӳллӗ йӑлтӑрккапа шавлӑ, тилӗрчӗк ҫак ҫурма ҫынсен вӗрилӗхне-хӗрӳлӗхне кӑтартаҫҫӗ.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент вырӑнӗнче тӑрас тӑк — халиччен нихӑҫан пулманла хумханӑва чӑтса ҫитереймесӗр миҫе ҫын ӑсран тайӑласси, тен, тата пурнӑҫран уйрӑласси пирки шухӑшласа пӑхма юрать-тӗр.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн хаклавӗнче мул тупнӑ самантсенчи ӑсран тайӑлнилле савӑнӑҫӑн ӗмӗлки те шуса иртмерӗ.лишенного даже тени той безумной радости, с какой, надо полагать, открывались все клады.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эхер те ӑсран тайӑлсан — ку ҫаплах пулмалла.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах эпӗ алӑк тӗлӗнчи хӑма ҫине ҫырса хуратӑп: Дегуст архитектор, вӑхӑтлӑх ӑсран тайӑлнӑскер, тӑнлӑ-пуҫлӑ ӑссене ӑна виҫӗ уйӑх тӑршшӗ чӑрмантармасса шанать».
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӑна манӑн йӑмӑкӑм килӗшет, ҫавӑнпа та вӑл ӑсран тайӑлнӑ тейӗн, чӑн та, ытларах — мӑн кӑмӑллӑхне тата ҫӑткӑнлӑхне пула.Ему приглянулась моя сестра, и он с ума сходит, больше от самолюбия и жадности.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Коридорӑн мана хирӗҫли стенине ывӑннӑ куҫсемпе тирӗнтӗм, — ӑсран тайӑлнӑ ҫак каҫа унта янкӑр шӑплӑх ҫуттӑн та пушшӑн тӳссе ирттерет.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӑйсене ҫуратнӑ вӑрттӑнлӑхран тискер чӗр чунсем ӑнтӑлса тухаҫҫӗ-ши ман патӑмалла е пуҫӑм ҫаврӑнса каймаллах ӑсран тайӑлатӑп-ши?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чӑваш АССРӗн 18 ҫул тултарнӑ мӗнпур гражданӗсен, закон йӗркипе ҫирӗплетсе ӑсран тухнӑ тесе йышӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, суйлама тата суйланма право пур.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ӑсран тайӑлнӑ ҫынпа мӗн калаҫса тӑрӑн?
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эсир ӑсран тайӑлнӑ.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Умри уҫлӑх хӑйӗн асаплӑ ҫулӗсен илпеклӗхӗпе, куҫ виҫейми анлӑшӗпе чӑн-чӑннӑн, уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ; чир-чӗр, ӗшенӳ, ҫула май кичем ӗҫ, ҫыру ҫитейменрен асаплӑн тунсӑхлав, ҫула часрах вӗҫлес шухӑшпа ӑсран тухасла пӑшӑрхану, малалла каймашкӑн мӗн те пулин чарса тӑни, — ҫул ҫинчи пусмӑрӑн мӗн пур енӗ халӗ чӗринче хӗсӗне-хӗсӗне кумать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӑл ӑсран тайӑлнисене — ашшӗпе амӑшне — сӗтел хушшинче ларса ачисене кӗтнӗ пек сӑнарлама тӗв турӗ.Он намеревался изобразить помешанных, отца и мать, сидящих за столом в ожидании детей.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Вӗсем пысӑках мар ҫурт патне ҫитрӗҫ; ӑсран суя тайлӑк Линза иккӗмӗш хутран хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнет те ӗнтӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Юлашкинчен вӗсем ҫапларах килӗшсе татӑлчӗҫ: Пуллӑн пачах та чӗнмелле мар, Линзӑн — ӑсран тайӑлнӑ ашшӗне, Брелокӑн вара ватӑсен инҫетри хурӑнташне сӑнарламалла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Ӑсран тайӑлнӑ, телейсӗр икӗ ҫын.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Ҫак самантра камерӑна хӑранипе ӑсран тайӑлас патнех ҫитнӗ Лекан вирхӗнсе кӗчӗ, чӑшлатать: «Тухса кайӑр! Персе пӑрахатӑп!».В этот момент полупомешанный от страха Лекан ворвался в камеру и, прошипев: «Уходите! Перестреляю!»
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Йышӑнатӑп: ҫырӑва вуланӑ чухне ку ача ӑсран тайӑлман-ши тесе шухӑшланӑччӗ.Признаюсь, когда я читал письмо, то подумал, что малый рехнулся.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ӑсран тайӑлнӑскер тапӑнасран тулли шанӑҫ ҫук.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эпир пурте чӑннипех те ӑсран тайӑлтӑмӑр-ши?
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.