Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗннине (тĕпĕ: ҫӗн) more information about the word form can be found here.
Ҫӗннине кӑна упрасчӗ те.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине упрать.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Модӑран юлнӑ эсир, нимӗн те ӑнланмастӑр, ватӑ енне сулӑнатӑр ӗнтӗ, ҫӗннине хирӗҫ пыратӑр, — терӗ Верук, чӑлт шурӑ хитре шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса кулчӗ.

Help to translate

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Пӗлместӗп ӗнтӗ, малтанхи чунсӑр хуҫу патнех таврӑнӑн е ҫӗннине тупӑн?

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ҫӗршыв-анне ҫав тапхӑрта ҫамрӑк ӑрӑва хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, этемлӗхӗн, ҫӗршывӑн, халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн те пурӑнма, кӗрешме, ӗҫлеме, мӑртӑхнӑ киввине пӑрахӑҫласа ҫӗннине шырама, ӑслӑлама, пурлӑхпа хитрелӗхе пуянлатма вӗрентсе ӳстернӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кашни номере чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, ӑна вуласа ҫӗннине, интереслине нумай пӗлетпӗр.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ӗҫе пултаруллӑн пурнӑҫламалли мелсемпе усӑ курса яланах ҫӗннине шырама ӑнтӑлмалла тата ҫав пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗле ачасемпе ҫамрӑксене, общество организацийӗсене анлӑн явӑҫтармалла.

Необходимо искать новизну через творческие подходы и обеспечить широкое вовлечение в процесс самих детей и молодежи, общественных организаций.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сире ҫӗннине уҫма тата ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Желаю вам новых открытий, успехов и достижений!

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/08/uva ... epodavatel

Ҫӗнӗ ҫула кашни ҫын тенӗ пекех кӗтет, вӑл мӗн те пулин ҫӗннине, ыррине илсе килессе шанать.

Help to translate

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Ытти юлташсем ҫинчен ҫӗннине нимех те пӗлместӗп.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӗшмӗш-ха пирӗн халӑх, ҫӗннине шансах каймасть.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каюров — яланах ҫӗннине, искусствӑра хӑйӗн ҫулне шыракан тӳрӗ чунлӑ художник.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унта пирӗн хурт-хӑмӑрҫӑсен пӗр-пӗринпе курса калаҫма, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явма, ҫӗннине нумай пӗлме май пулӗ.

Help to translate

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫӗннине йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутласа илмелле!

Help to translate

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Совета леҫсе панӑ тавар вырӑнне ҫӗннине илсе килӗпӗр.

Help to translate

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шанчӑк тупӑнӗ: унран ҫаклансан ҫӗннине тупатӑр, киввине ҫухататӑр.

Может выпасть шанс, ухватившись за который вы получите новое, но потеряете старое.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗннине нимех те пӗлеймерӗ Сафа-Гирей.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫынсем, ав, пурнӑҫра ҫӗннине, хитрине кӑтартаҫҫӗ, лайӑх ӗҫсенче ӗҫлеҫҫӗ, сан пур, яланах тӗрлӗ сволочь хыҫҫӑн утмалла.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Тыр-пул туса илме вӑй хунине шутламасан Михапарсем икӗ ҫу хушши кив пӳрт ҫумне ҫӗннине тӗксе лартас тесе тӑрмашрӗҫ.

Два лета, не считая времени жатвы, Михабар с Уккой потратили на сооружение пристроя к старому дому.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫулсеренех республикӑри канашлусене, дистанци тата пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнать, ӑсталӑхпа паллаштарать, хӑй те ыттисенчен ҫӗннине нумай вӗренет.

Help to translate

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed