Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗннине (тĕпĕ: ҫӗн) more information about the word form can be found here.
Ҫав тӗп ҫул-йӗр литературӑпа искусствӑ халӑх пурнӑҫӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑни, социализмлӑ пурнӑҫӑн пуянлӑхӗпе нумай тӗрлӗ енӗсене тӗрӗс, пысӑк ӑсталӑхпа кӑтартса пани, ҫӗннине, чӑн-чӑн коммунизмла пурнӑҫа хавхаланса, илемлӗн сӑнласа пани, обществӑна малалла кайма чаракан чӑрмавсене пурне те питлени пулса тӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Капла вара — ни каруҫҫелӗ ҫук, ҫӗннине лартма та хӑйсенех укҫа пухмалла…

Help to translate

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

«Георгий Федоров хайлавӗсенче полемика – лирикӑллӑ геройӑн шалти хирӗҫӗвӗпе ҫӗннине шырани палӑрать. Вӑл чӑваш литературинче феномен, ӑна никампа та танлаштарма ҫук. Хайлавӗсенче тӗссен палитри питӗ вӑйлӑ. Ҫыравҫӑна ӑнланас тесен ун шайне ҫӗкленмелле. Паллах, поэт пултарулӑхне тӗпчемелли пайтах», – терӗ критик.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Пурсӑра та манӑҫми ҫу кунӗсемпе киленме, ҫӗннине савӑнса ӑса хывма, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм тата палӑртса хунисене пурнӑҫлама сунатӑп!

Желаю всем незабываемого веселого лета, радости познания мира, новых впечатлений и реализации всего задуманного!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Эсир вӗренетӗр, хӑвӑршӑн ҫӗннине уҫатӑр, ӗмӗтленетӗр.

Вы учитесь, открываете новые миры, мечтаете.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Ҫӗннине шырасси те пурнӑҫа кӗртесси — чӑрмавлӑ ӗҫ вӑл.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӗннине мӗнле ыйтӑн?

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Кирек мӗнле ыйтӑва та татса пама, ҫӗннине пуҫӑнма ӑнӑҫлӑ эрне.

Сейчас наступил отличный период у Львов для решения любых вопросов, для начала новых дел.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сулагаевӑн аслашшӗ те, ашшӗ те чӑн-чӑн ҫӗр хуҫисем пулнӑ, мӗн пуррипе ҫырлахман, ҫӗннине шыранӑ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр тесен, Таранов хӑй те таҫта инҫетре пурӑнакан Маринэ ҫырӑвӗшӗн юлашки вӑхӑтра питех хыпса ҫунмасть, мӗншӗн тесен ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм арпашуллӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫӗннине нимех те ҫыраяс ҫук.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫул ҫӳреме пушмак таврашӗ ҫирӗп кирлӗ, ҫӗннине туянса тӑхӑнтӑм акӑ, — урине ҫӗклесе кӑтартрӗ Мерчен Мишши.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑвӑра ҫӗннине уҫма лайӑх вӑхӑт.

Наступил отличный период, чтобы открыть себя новому.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Мӗн те пулин ҫӗннине, мӗнле улшӑну пур, эхам пӗлмен япаласене пӗлес килет.

Help to translate

Радиоитлекенсемпе тӗл пулчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60702

Ӗҫре ӑнӑҫусемпе ҫӗнтерӳсем, ҫӗннине уҫма, професси ҫитӗнӗвӗсем, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатӑп!

Успехов вам в труде, новых открытий, побед и профессиональных достижений, доброго здоровья и счастья!

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Пурсӑра та пурнӑҫра иксӗлми вӑй-хал, яланах ҫӗннине шырама, ӑнӑҫлӑ та пултаруллӑ ӗҫлеме, сывлӑх тата телей сунатӑп!

Желаю неиссякаемых жизненных сил, постоянного творческого поиска, успешной и созидательной работы, здоровья и счастья!

Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s

Вӑл кӑна мар, пирӗн тӑрӑхри чӑвашсемшӗн ҫак поэма ҫӗннине пӗлмелли питӗ паха материал.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Тухса калаҫакансем татах пулчӗҫ-ха, анчах вӗсем ҫӗннине нимех те калаймарӗҫ, попугай хӑраххисем, пурте пекех Ажайкин йӗрӗпе чуптарчӗҫ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗннине туса пӗтерсенех ӑна пӑсмалла пулнӑ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ачасем ҫӗннине пӗлес, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас тесе нумай тӑрӑшни, педагогсем ачасене май пур таран пулӑшни курӑнать.

Help to translate

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Паянхи пурнӑҫ ыйтакан технологисен витӗмлӗхӗпе усӑ курса кулленех шыравра пулма тӑрӑшмалла, кашни сферӑра ҫӗннине тупса ӑна малалла аталантарса пырассишӗн тӑрӑшмалла», - тесе каланӑ Олег Николаев.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed