Шырав
Шырав ĕçĕ:
Комиссар икӗ тавлӑка яхӑн ҫывӑрман ӗнтӗ!
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пӗр эпӗ кӑна ҫывӑрман.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӗсем нихҫан та ҫывӑрман, никама та ӗненмен, вӗсем хӑйсене те путсӗр те юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ тесе ӗненмесӗр тӑнӑ.Они никогда не спали, никому не верили и даже самих себя подозревали в преступных намерениях.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫурҫӗр пулсан та Ухмахсен Хулинче никам та ҫывӑрман.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ виҫӗ каҫ ҫывӑрман! — ҫиллессӗн мӑкӑртатрӗ Йован.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапах та Кларк ҫывӑрман.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ виҫӗ каҫ ҫывӑрман.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗм шухӑш-кӑмӑл ун ҫинчехчӗ, тӗлӗкре те, ҫывӑрман чухне те ӑна аса илетӗп: ҫывӑрма выртуҫӑн ӑна тӗлӗкре курасчӗ тесе шутлатӑп; куҫа хупсан, эпӗ ӑна хам, умра куратӑп, ҫав куҫа курӑнакан мӗлке ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса савӑнатӑп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр шутласан, Уча ҫывӑрман пек те туйӑнать Павӑла, анчах вӑл калаҫу пуҫлама хӑяймасть.Казалось даже, что Уча не спит, Павле колебался — не начать ли разговор сразу, сейчас же?
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗн пӗтӗм ҫуртра пӗр ҫын кӑна ҫывӑрман — Колышкин.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрман, йынӑшса выртнӑ.Всю ночь напролет он маялся, стонал и не сомкнул глаз ни на минуту.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл унччен те кровать ҫинче ҫывӑрман, анчах ун чухне кун ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхман.Он и прежде не спал на кровати, но тогда это никого не касалось.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Амӑшӗ ҫӗрӗпех ҫывӑрман иккен.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Командир, ҫӳлӗ те ырханкка, талӑкӗ-талӑкӗпе ҫывӑрман пирки хӗрелсе тӑртаннӑ куҫлӑ ҫын, шлемне хыврӗ те пуҫне усрӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халсӑрланса, анӑраса ҫитнӗскер вӑл, ҫурри ҫывӑрнӑ, ҫурри ҫывӑрман пек туять хӑйне: шухӑшӗсем унӑн пӗринчен-пӗри урлӑ-пирлӗ каҫса иртеҫҫӗ тата сасартӑках таҫталла, чунӑн тӗттӗм тарӑнӑшнелле путса анса каяҫҫӗ, унта вара ҫырлахайми ҫӑткӑн тунсӑх пытанса тӑрать, ҫавӑнтан ӗнтӗ, чун кӳтсе тарӑхни мӗнпур пек тымар-шӑнӑрсем тӑрӑх, йӳҫӗ наркӑмӑшла, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх чупса сарӑлать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫук, Хуан ҫывӑрман.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫитмӗл сехет хушши выҫӑ пурӑнса начарланнӑ, ҫӗрӗн-кунӗн сивӗ чирӗ тытнипе нушаланнӑ, ҫывӑрман.Семьдесят часов не ел, исхудал, день и ночь трясся в лихорадке, не спал.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Бульварӑн ик енӗпе иртекен машинӑсен кӗрлевӗ ҫеҫ юнашарах ҫӗрле те ҫывӑрман пысӑк хула пуррине аса илтерет.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫӗрӗн-кунӗн ҫывӑрман Матюшенко.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Илюш арӑмӗ кӑна ҫывӑрман, вӑл хура ҫи-пуҫпа, ҫара пуҫӑн, сак ҫинче йӗрсе ларнӑ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.