Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлаттӑм (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Тахҫан эпӗ унпа пӗрле ҫав вырӑна ҫитмеллеччӗ, мана ямарӗҫ, халь шӑпах ҫавӑнталла вӗҫни ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ.

О том, что лечу в те места, куда некогда должен был отправиться с нею и куда меня не пускали так долго.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр мӗнле майпа тӗл пуласси ҫинчен пӗрре мар шухӑшлаттӑм эпӗ.

Не раз я рисовал себе эту встречу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Госпитальти куҫ хупман каҫсенче, аптраса аташнӑ чух, ҫак курнӑҫу ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ.

В госпитале бессонными ночами, задыхаясь в бреду, я думал об этом свиданье.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тем пысӑкӑш палатӑра пурте ҫывӑрса кайсан та, унта-кунта йынӑшнӑ сасӑ илтӗннӗ Чухне те, харӑлтатса ыйӑхпа калаҫни илтӗннӗ чухне те эпӗ Катя ҫинченех шухӑшлаттӑм.

О ней — когда все спали в огромной палате и только здесь и там раздавался стон или быстрое, хриплое бормотанье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлместӗп, маншӑн пулсан пурпӗрехчӗ-ха, эпӗ Саня ҫинчен кӑна шухӑшлаттӑм

Не знаю, мне было всё равно. Я думала только о Сане…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак дневниксем ҫинчен эпӗ час-часах шухӑшлаттӑм, юлашкинчен маншӑн вӗсем темле хулӑмскерсем пек, хура клеенкӑран тунӑ хуплашкаллӑскерсем пек туйӑнма пуҫларӗҫ.

Я часто думал об этих дневниках, и в конце концов они стали казаться мне какими-то толстыми, в чёрном клеёнчатом переплёте.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскра эпӗ пӗр вӗҫӗмрен Катя ҫинчен шухӑшлаттӑм.

Но мне казалось, что у них это не так необыкновенно.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ яланах вӑл Кораблев ҫинчен ӗмӗтленет пулӗ тесе шухӑшлаттӑм.

Я всегда думал, что она мечтала о Кораблеве.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ хама сӑмах парсаттӑм ӗнтӗ, выртнӑ чух та, одеял айӗнче те хам сӑмаха тытмаллах тесе шухӑшлаттӑм.

Но я дал себе слово, даже прошептал его под одеялом, а слово нужно держать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне тӗлӗнмелле пек пулса тухатчӗ маншӑн: аннесен вӗренмелле мар тесе шухӑшлаттӑм эпӗ.

Тогда это мне казалось странным: мамам, по моим понятиям, учиться не полагалось.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, халӗ ҫака пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ тесе шухӑшлаттӑм.

Но я был уверен, сам не знаю почему, что теперь все было бы иначе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсеренех, патак ҫине ҫӗрулми тирнӗ май, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлаттӑм.

По вечерам, насаживая на палочки картошку, я часто думал о нем,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗрле эпӗ тарӑхса вӑранса каяттӑм та «ҫук, нихҫан та манран калаҫма вӗренесси пулас ҫук, анне хама пӗрре каланӑ пек, мӗн ӗмӗрлӗхех чӗлхесӗр янавар пулса юлӑп» тесе шухӑшлаттӑм.

По ночам я просыпался в тоске и чувствовал; нет, никогда я не научусь говорить, навсегда останусь уродом, как однажды назвала меня мать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Паттӑр ҫынсем кӑна учитель профессине суйлаҫҫӗ», — шухӑшлаттӑм ача чухне.

"Лишь смелые люди выбирают профессию учителя", - думала я в детстве.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

11. Эпӗ ача чухне ачалла калаҫаттӑм, ачалла шухӑшлаттӑм, ачалла ӑнласа илеттӗм; ҫитӗнсе ҫитсессӗн ача чухнехине пӑрахрӑм.

11. Когда я был младенцем, то по-младенчески говорил, по-младенчески мыслил, по-младенчески рассуждал; а как стал мужем, то оставил младенческое.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Чӑнах, эпӗ те Назарет Иисусӗн ятне хирӗҫ тумалли ӗҫӗм нумай-ха манӑн тесе шухӑшлаттӑм.

9. Правда, и я думал, что мне должно много действовать против имени Иисуса Назорея.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Шухӑшлаттӑм: «хамӑн йӑварах вилӗп, кунӑмсем хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ пулӗҫ; 19. манӑн тымарӑм шыв патнех ҫитет, туратӑмсем ҫинче сывлӑм ҫӗр каҫать; 20. манӑн чапӑм ватӑлмасть, аллӑмри уххӑм ҫирӗп» тееттӗм.

18. И говорил я: в гнезде моем скончаюсь, и дни мои будут многи, как песок; 19. корень мой открыт для воды, и роса ночует на ветвях моих; 20. слава моя не стареет, лук мой крепок в руке моей.

Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Питӗ интереслӗ ӗҫ», — шухӑшлаттӑм ӑшӑмра.

"Очень интересная работа", - думала про себя.

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӗсем сӗтлӗ кӳлӗре ишеҫҫӗ тесе шухӑшлаттӑм.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Малтан хӑш-пӗр ҫынна пачах ӑнланмастӑм - искусствӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесене ҫав хак парса мӗн туянмалли пур тесе шухӑшлаттӑм.

Раньше я вообще понимала некоторых людей — как, думала я, можно купить книги по искусству за такие бешеные деньги.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed