Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) more information about the word form can be found here.
Эсӗ Ванькин сӑмахӗпе килӗшнӗ пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, эпӗ пуҫа усса, пӑрӑнса ҫеҫ кайнӑ пулӑттӑм, анчах санӑн сӑмахусем манӑн юлашки чӑтӑмлӑха пӗтерсе лартрӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Амӑшӗ пуҫне усса, сассӑр ӗсӗклесе, айккине пӑрӑнать те, вилтӑпри патне ял ҫамрӑкӗсем шӑппӑн пырса пуҫ таяҫҫӗ, ӑна тем тӗрлӗ чечекпе илемлетсе хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ тӳпере, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши? — тесе вуланӑ вӑхӑтра, оркестр тата хӗрарӑмсен хорӗ пӗрре те хускалмарӗҫ, сас кӑлармарӗҫ, хура фрак тӑхӑннӑ лутрарах дирижер вара, темшӗн, пуҫне усса тӑрать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗнче пысӑк вӑй хунӑ, алӑ усса ларман.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ман шутпа пирӗн вӗсенчен ку тӗлӗшпе чӑн та тӗслӗх илмелле, «вӑл ҫук та ку ҫук» тесе алӑ усса лармалла мар.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Вӑхӑчӗ ун чух йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, ҫапах та Кузьма Петрович ал усса ларман: колхоз валли районта никамран малтан грузовик туянма пултарнӑ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Шанаров шӑпланчӗ, сӗтел ҫине чавсаланса чылайччен пуҫне усса ларчӗ те кӑкӑрне чӑмӑрӗпе чышма тытӑнчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унта Анук пукан ҫинче пуҫне усса ларать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Уҫӑлса ҫӳрени, кӗске ҫула тухни, экскурси усса кайӗ.

Желательна прогулка, мини-путешествие, экскурсия.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канни, ушкӑнпа хутшӑнни усса кайӗ.

Сейчас пойдёт на пользу активный отдых и общение в коллективе.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуначӗсене усса шыв ҫине ларнӑ чарлан евӗр лутка-кимӗ Атӑл хумӗсем ҫинче пӗр курӑнать, пӗр ҫухалать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аманнине пӑхмасӑрах Сюльдяшов ҫине-ҫинех командӑсем пани те усса килчӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, пур-пӗрех алӑ усса лармалла мар-ҫке.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ним хуравлайман пек чӗнмесӗр, пуҫӗсене усса ларчӗҫ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чухӑн хӗрӗ теейсе те Пуҫа усса тӑрар мар.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янеев, хӑй пуҫӗнчи каскине илсе, темиҫе минут хушши юлташӗ умӗнче пуҫа усса тӑчӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Урӑх вӗсемпе кӗрешмесӗр алла усса ларма пултараймастӑп.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Килӗнче пӗчченех пурӑнать пулин те алӑ усса лармасть Мария Гавриловна, ҫӑм арласа чӑлха-нуски ҫыхать, ҫывӑх ҫыннисене парнелесе савӑнтарать.

Help to translate

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

— Атте. — тет ача, пуҫне усса.

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed