Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнтарса (тĕпĕ: тӑхӑнтар) more information about the word form can be found here.
— Мӗнех вара, станицӑра хӗрсем сахал-им? — тавӑрать хорунжин чее арӑмӗ, хӑйӗн хытанка аллисемпе шӑрпӑк кӑрупкин хуппине тӑрӑшса тӑхӑнтарса.

— Что ж, девок мало ли по станице? — отвечает хитрая хорунжиха, корявыми руками старательно надевая крышку на коробочку со спичками.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне амӑшӗпе унчченхинчен йӗркеллӗрех тыткалама, вӑрӑм вӗренпе кӑкарса хӑвалас вырӑнне йӗвен тӑхӑнтарса, ахаль ҫеҫ тытса тӑма пуҫларӗ.

Он уж начал несколько приличнее прежнего обращаться с матерью, стал предпочитать гонянью на корде простое держанье в узде.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӳлӗмре хӑрӑм вӗҫет, лампа труби ҫине тӳрех тӑхӑнтарса лартнӑ, ӗнсе ҫурмалашнӑ абажуртан ҫуннӑ хут шӑрши кӗрет, пӳлӗмре шӑп, пуҫламӑш шкулӑн пӗрремӗш класӗнче чистописани урокӗ вӑхӑтӗнче кӑна ҫавӑн пек пулать.

В комнате порхали черные хлопья, пахло жженой бумагой от полуистлевшего бумажного абажура, надетого прямо на ламповое стекло, и стояла такая тишина, какая бывает только в первом классе начальной школы во время урока чистописания.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ.

Макар оседлал коня, снял с него недоуздок, накинув нарядную уздечку, некогда принадлежавшую Титку, привычно поставил ногу в зазубренное стремя.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пысӑк мӑйӑхлӑ вӑрӑм сарӑ офицер фронт умӗпе ерипен утса пынӑ, сылтӑм аллине перчетке тӑхӑнтарса, шӑлӗ витӗр: — Салан! Сирӗлӗр аяккалла! Мӗн? Калаҫ-ха хытӑрах, эпӗ сана калаҫтарам!.. — тенӗ.

Офицер, высокий, белобрысый, с большими усами, медленно шёл вдоль фронта и, натягивая на правую руку перчатку, сквозь зубы говорил: — Ра-азайдись! Па-ашёл прочь! Что? Пагавари, — я тебе пагаварю!..

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫынсемпе пӗрле улӑха утӑ ҫулма кайрӗ, суха тума ҫӳрерӗ, анчах ӑна ӗлӗкрех аптратнӑ ревматизм ҫӗнӗрен пуҫланни час-часах вырӑн ҫине вырттарать е кивелсе сӑнсӑрланса кайнӑ кӑҫаттине тӑхӑнтарса пӳрчӗ тавра уткаласа ҫӳреттерет.

Выходил с косарями на луг, выезжал на пашню, но обострившийся застарелый ревматизм все чаще заставлял его отлеживаться в постели или бродить в обгорелых подшитых валенках около дома.

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арӑм, чулне сылтӑм аллинчен сулахаййине хучӗ те, ӑна мӗнпур вӑйран хӑлха чиккинчен тӑхӑнтарса ячӗ.

Женщина переложила камень из правой руки в левую и, не глядя на отца, дала ему изо всех сил кулаком в ухо.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан тата, вӑлтасем ҫине чӗрӗ пулӑсем тӑхӑнтарса, пулӑ лайӑх лекнӗ вӑхӑта ирттерес мар тесе, вӑлтасене каҫчен каллех лартма ӗлкӗрмелле.

Потом наживить перемет и вечером обязательно его опять поставить, чтобы не пропустить хорошей погоды.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— А-а, Андрюха земски вӗсене колодка тӑхӑнтарса хупрӗ мар-и, вӑл вӗсене батюшка государь патне илсе каясшӑн.

— Да Андрюха, земский, посадил, вишь, их в колодки и хочет везти к батюшке-государю.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.

Тетя Полли сделала из шелковой нитки петельку, крепко обмотала ею больной зуб, а другой конец нитки привязала к кровати, потом, схватив пылающую головню, ткнула ею чуть не в самое лицо мальчику.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мэри Томӑн тумтирне щеткӑпа тасаткаларӗ, юлашкинчен тата Том пуҫне улӑм шлепке тӑхӑнтарса лартрӗ.

Мэри почистила Тома щеткой и надела ему соломенную шляпу с крапинками.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Аттене, килнӗ-килмен, Хамӑр ҫума лартатпӑр, Тӑхӑнтарса тумлантарсан Пурте пӗрле карталанса Вӑйӑ юрри юрлатпӑр.

Help to translate

Тетте // Светлана Асамат. https://chuvash.org/lib/haylav/7368.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed