Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхларах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӑрӑхларах тулли пит ҫӑмартийӗ те, тӳрӗ сӑмси те, ҫӳхе тути те, тӑпӑлкка кӑкӑрӗ те — пурте-пурте килӗшӳллӗ, илӗртӳллӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл икӗ уйӑх хушшинче самаях начарланнӑ: тӑрӑхларах пичӗ типшӗмленсе туртӑннӑ — шӑмми палӑрать, хӑмӑр куҫӗ путса кӗнӗ — пысӑкрах курӑнать.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӑна колхоз председателӗнчен кӑларсан кунта чӗнсе илсе ресторан директорне лартмарӗҫ пуль? — тӑрӑхларах ыйтрӗ Моляков.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Апла тӑк эсир тахҫан-тахҫан ял хуҫалӑх институтӗнче хӑвӑрпа пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ Ирӑна та палласа илме пултарайман пулӑттӑр-и? — тӑрӑхларах ыйтрӗ хӑмӑр кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Яштака пӳллӗ, тӑрӑхларах питлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ, ҫӑлтӑр куҫлӑ каччӑ…

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим-ха, Ахмар, — терӗ тӑрӑхларах питлӗ, вырӑс сӑнлӑ чӑн хыҫалти юланутҫӑ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сулахай енче, ҫеремлӗ-тӗмескеллӗ вырӑнта, ҫумӑр шывӗпе хӑймаланса тӑракан тӑрӑхларах пӗчӗк лупашка куҫа кӗчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн, Митюкӑн, хулӑн, таврӑнчӑк тути нихӑҫан та ӑшӑ, илӗртӳллӗ кулӑпа чечекленмест, тӑрӑхларах шупка, кӳсе пичӗ саркаланса ҫуталмасть — вӗсене бронзӑранах тунӑ тейӗн.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сӑнран та чипертерех пек: тӑрӑхларах шуранка питлӗ, сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк хӗрлӗ туталлӑ, кӑвак куҫӗсем питӗ илемлӗ, кӑмӑллӑ, кӑштах хурлӑхлӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тимофей Михайлович, пӗр пысӑк юман тӗлне ҫитсен, ун ҫине кӑтартса: — Ку юманӑн йӗкелӗсем шултра та тӑрӑхларах, ытти юмӑнсеннинчен кӑшт каярах ҫитӗнеҫҫӗ, — терӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑрӑхларах питлӗ, кӑвак куҫлӑ вырӑс.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӑрӑм ҫивӗтне пуҫ тӳпине ҫавӑрса хунӑ, ҫавӑнпа ҫаврака пичӗ тӑрӑхларах курӑнать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Лешӗ вара: — Халлӗхе пире хут пӗлекен кирлӗ мар. Кирлӗ пулсан хутшӑнтарӑпӑр. Ҫӗр ӗҫӗнче эсӗ пурпӗрех нимӗн те чухлас ҫук! — терӗ тӑрӑхларах.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тутӑра парас-и? — тӑрӑхларах чӗнчӗ Якур.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ҫамрӑкӗ лутрарах та сарлака хул-ҫурӑмлӑ, тӑрӑхларах сӑн-питлӗ, сӑмси пуклакрах, куҫӗсем ҫутӑ та чее пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михапар хӗрӗхсенчен ҫеҫ иртнӗ пулас-ха, ҫӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ та тӑрӑхларах питлӗ.

Мигабар, вероятно, старше сорока лет, высокий, широкого телосложеня, с продолговатым лицом.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр эмирӗ ҫемҫе минтерсем ҫинче чаплӑн ларакан Шигалее тӑрӑхларах касса кӑларнӑ пергамент листи пырса пачӗ, хан ӑна вулам пекки турӗ те нишан хурса ҫирӗплетме Булат Ширина тыттарчӗ.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарлака кантӑк умӗнче пӗчӗк сӗтел-бювар вырнаҫтарнӑ, сӗтел ҫинче — ылтӑн рамӑллӑ портрет: тӑрӑхларах пит-куҫлӑ, тӳр сӑмсаллӑ, капӑр ҫӳҫлӗ, кӗске бакенбардлӑ, сухалсӑр арҫын сӑн-сӑпачӗ халь сӑрласа ӳкернӗ пекех уҫҫӑн палӑрать.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed