Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑм кӗлеткине улмуҫҫи турачӗсем картланӑ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Йӗплӗ тӗмӗсем тумтире чӗре-чӗре татаҫҫӗ, йывӑҫ турачӗсем сукмакпа утакан ҫынна та вӗҫӗмсӗр пӗшкӗнтереҫҫӗ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑрҫӑчченех Савин (вӑл ун чух вӑйпитти арччӗ) хӑйсен укӑлчинче, ҫырма хӗррипе, йӑмра турачӗсем чиксе тухнӑччӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Пӗр-икӗ ҫӗрте пакша, хӗле хатӗрленсе, хыр-чӑрӑшӑн хӑрӑк турачӗсем ҫине шурӑ кӑмпасемпе сар кӑмпасене тирсе типӗтнине те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл, чӑрӑш турачӗсем хуҫса, салтака витрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пульӑсем вӑрман ӑшнелле шилетсе вӗҫсе килеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, унта та кунта пӳрне пек хыр турачӗсем татӑлса ӳкеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫӳлелле, йӑсӑрланакан тӗксӗм пӗлӗтелле, пӑхса выртнӑ май ирӗксӗрлесе тенӗ пекех ун куҫне самаях ҫӳллӗ, парка тӑрӑллӑ йывӑҫ турачӗсем хушшинче пӗр ухӑнмасӑр, пӗр лӗм те хускалмасӑр тӑракан элес-мелес хуп-хура «капан» туртса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӳрт умӗнчех Кӗҫтук ӳстернӗ тирек сарӑлса ларать, унӑн лапсака турачӗсем хулӑн пас пуснипе авӑна-авӑна аннӑ, вӑл мӗнле йывӑҫ иккенне те тӳрех пӗлсе илме ҫук; мӑръесенчен шурӑ тӗтӗм юпаланса хӑпарать; хӑй те шӑннӑ тӗслӗ хӗвел лаштра йӑмрасем хыҫӗнчен хӗрелсе тухать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чечексем ҫинче, ҫӑка турачӗсем хушшинче пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пан улмисем самаях пысӑкланнӑ ӗнтӗ, вӗсем пуснипе улмуҫҫи турачӗсем йывӑррӑн усӑнса лараҫҫӗ, анчах улмасене тутӑ кӗрсе ҫитмен-ха.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сад хӑйӗн симӗс тумне хывсах хывман-ха, акаци, чие тӗмӗсем сип-симӗсех лараҫҫӗ, улмуҫҫисем кӑна чӑл-чал чӑпарланнӑ; вӗсен ҫатрака турачӗсем шап-шурӑ шултӑра улмасем пуснипе ҫӗрелле усӑна-усӑна аннӑ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ, хул айне пӗр тӗрке ҫамрӑк улмуҫҫи турачӗсем хӗстернӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑна та килхушшинче ӗнтӗ, ҫурнӑ юман витнӗ хуралтӑсем урлах кармашнӑ улмуҫҫи турачӗсем ҫине пӑхса тӑрать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Унӑн турачӗсем тахҫанах хӑрса типнӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан милӗкне чул ҫинчен илсе хуҫкаласа пӑхрӗ те, хурӑн турачӗсем чӗн пек авкаланнине кура: — Аван пиҫнӗ, пурҫӑн пек ҫемҫе. Ҫапӑнатӑн-и? — терӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лапка-лапка ҫунӑ юр хайхи «улӑпсен» кукӑр-макӑр турачӗсем ҫинче шап-шуррӑн курӑнса канлӗн кӑна выртать; ҫӗршер ҫул ӳснӗ юман вӑрманӗ мар, мамӑк йывӑҫ пахчи ку тейӗн.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Ӑвӑс, хурӑн, ҫӑка, йӑмра миҫе ҫултине турачӗсем тӑрӑх та пӗлме ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен турачӗсем хырпа чӑрӑшӑнни пек кашни ҫул пӗрер карт ӳсмест.
Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.
Пӑтранчӑк тӳперен ҫумӑр пӗрчисем тӑкӑна пуҫларӗҫ, ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ҫилпе йӑмра турачӗсем темӗн канашларӗҫ…
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Хуллен, сисмесӗр анӑҫра йывӑҫ турачӗсем витӗр Сириус ялкӑшса илет.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Хапхапа юнашар ларакан чус лаҫ патӗнчи йӑмрасем татах та сарӑлнӑ, вӗсен турачӗсем картишнелле усӑннӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.