Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пуринчен ытла Хӗлиппе тӗл пуласса ӗмӗтленчӗ вӑл.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кармӑш пасарӗнче вӑрланӑ лашасене куҫ умӗнчех сутаҫҫӗ тенӗ хыпар халӑх хушшинче сарӑлнӑ пулсан та, лашине тӗл пуласса ӗненмерӗ вӑл.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара пурте пӗрле картиш пысӑкӑш ҫӗлетнӗ утиял айӗнче ҫывӑратпӑр, — те шӳтлесе, те чӑнласах ҫапла пуласса ӗненсе персе ячӗ Озеров.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла ыран мӗн пуласса кӗтӗпӗр-и?

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сире инкек пуласса пӗлнӗ пекех хӑварнӑ иккен, — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Сахар, пӗр ватӑ тутар, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, пилӗк таран тайӑлчӗ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫ пуласса кӗтнӗ май Хрестук пӗр вӗҫӗмех ҫав шухӑшсемпе асапланчӗ.

Help to translate

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урама, шыва хирӗҫ кимӗпе ишсе тухнине курсан, пурте чӗлхисене ҫыртрӗҫ, малалла мӗн пуласса кӗтрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрлӗ тӗслисем улттӑ тан юнашар выртсан — ырлӑх, ӑнӑҫу кӗтет имӗш ӑна, саррисем улттӑ таран юнашар выртсан — инкек пуласса пӗлтерет.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

2026 ҫулччен кашни шкул ҫумӗнче хӑрушсӑр, паянхи самана ыйтнине тивӗҫтерекен стадион пуласса шантарчӗ.

Help to translate

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

«Сирӗн пуҫаруллӑ ӗҫсем – ыттисемшӗн яланах тӗслӗхре пуласса та пӗлсех тӑратӑп», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Help to translate

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Юнашарах пурӑнаканскерсем, «суйласа илнӗ рада» ҫыннисем — Курбский, Воротынский, Адашев, Сильвестр Шуйский, Басманов — часах пуҫтарӑнчӗҫ, ӗҫлӗ калаҫу пуласса сиссе ретен-ретӗн сӗтел пӗр енне ларса тухрӗҫ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл халь, ывӑлӗсем пекех, Хусанта инкек пуласса кӑна кӗтет.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле инкек пуласса систермест-ши вӑл?

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Тӑманана ӑна шуйттан кайӑкӗ теҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑшкӑрни ырӑ мар пуласса пӗлтерет», — тет.

Help to translate

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Эх, Маюк, Маюк, туй пуласса кӗтетӗн, сана каччу сутса ӗҫет.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Борис район масштабӗнче ӗҫлекен ҫын пуласса ӑша та илмен.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эпӗ вӑл заявлени панине те пӗлмен, тӗл пуласса та иккӗмӗш хут ҫеҫ тӗл пулатпӑр.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫавӑнпа Чӑваш енӗн тӗп хулине 10 ҫула яхӑн ертсе пынине тӗпе хурса вырӑнсенчи пуҫлӑхсем чӑн профессионалсем пуласса, ҫынсемпе тимлӗ ӗҫлессе, граждансемпе диалог йӗркелеме пултарасса шанатӑп».

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

«Ача чухне «Тантӑша» вуласа ҫитӗнекен малашне «Хыпарӑн» ҫывӑх тусӗ пуласса иккӗленместӗп», - терӗ.

Help to translate

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Ун пек пуласса эпӗ тахҫанах пӗлнӗ тейӗ.

Еще и добавит: я, мол, давным-давно знала, что этим кончится.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed