Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Артистсемпе тӗл пуласса ӗмӗтленсе, вӗсем ҫутӑ та илемлӗ зала кӗреҫҫӗ, ҫемҫе креслӑсем ҫине вырнаҫаҫҫӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӗсем тем пуласса сиснӗ, йӑвисене васкаҫҫӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хальхи ачасем пек, хӑйӗн ҫамрӑк ҫулӗсенче ҫакӑн пек институтран лайӑх вӗренсе тухса журналист пуласса тата Хӗрлӗ Ҫар ретне юрӑхлӑ пуласса ӗмӗтленме те, шанма та пултарайман Васҫук.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ун пек чухне район тата колхоз пуҫлӑхӗсем пӗр чӗлхе тупсан тин пирӗн Урпаш юхан шывӗ ыран-паян туй пуласса кӗтекен хӗр пек чиперленме пултарать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ферма пуҫлӑхӗ пуласса Аркаш тӗлӗкре те тӗлленмен, ҫав ӗҫ вырӑнне пачах хапсӑнман.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вунӑ ҫухрӑм майлӑ ҫуранах танккамалла пуль, машина таврашӗ пуласса шанма йывӑр, — пӑшӑрханарах каларӗ Мирун пичче.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Анчах ӑнӑҫу ҫулӗ хӑш чух вӑрӑм та йывӑр пулать - ҫакна астӑвӑр, кӑтартусем хӑвӑрт пуласса ан кӗтӗр.

Но путь к успеху иногда бывает длительный и трудный, помните об этом и не ждите быстрых результатов.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лайӑх кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗ вӑл.

Help to translate

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Пӗр-пӗринпе ҫапла тӗл пуласса сунманччӗ хӗр.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтетӗп хайхи мӗн пуласса.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов ҫапӑҫусенче чылай пулса курнӑ, мӗн тусан мӗн пуласса ӑнланать ҫав.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтешсем салтаксене вӑйпучӗсӗр хӑварсассӑн ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах пуласса лайӑх ӑнланчӗҫ курӑнать.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эпӗ суд пуласса кӗтсе тӑмарӑм, тухса тартӑм.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах вӑл Белокопытова тӗл пуласса ӗненмерӗ те.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турӑ кӗнекинче те ун пек хӗр пуласса ҫырнӑ, тет, э-э-э?

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек ӗҫре халӑх сурӑх пек чӗмсӗр пуласса пупсем пит шансах пӗтермен пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн чӗри кунта тем инкек пуласса туйрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене суд пуласса илтнӗ ҫынсем кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн каласси пур, хӑйсемсӗр пуҫне никам та ҫав тупӑсемпе пеме пуласса шанмасчӗҫ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed