Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Шурӑ пир ҫинчи паха тӗрӗ те - «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» питӗ капӑр та пуян пуласса шанас килет.

Help to translate

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Капла пуласса пӗлнӗ пулсан, эпир вӑрман ҫывӑхне те пыман пулӑттӑмӑр.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кам систернӗ сана капла пуласса, а?

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Help to translate

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Пӗрисем выльӑхланса тухса каяҫҫӗ унтан, теприсем, вӗсен таса мар вырӑнне йышӑнса, пӗтӗм тӗнче тасарах пуласса шанса ӗмӗтленеҫҫӗ, тупӑшаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, халиччен пулман кӑткӑс ыйтусене татса парассишӗн кӗрешсе, вӑхӑтсӑр ватӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.

По его собственным словам, Леннон ожидал подвоха, дающего понять зрителю, что он напрасно так высоко залез, и был в восторге, увидев, что там написано «Да».

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Санӑн пулнӑ тата малалла та санӑнах пуласса шанса тӑракан Эльвира».

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӗмӗтленеттӗм эпӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче Шура пекех ырӑ ҫынна тӗл пуласса, вӑл мана Шура пекех юратасса, эпӗ те ӑна Шурӑна савнӑ пекех савасса шанаттӑм, ҫав тӗлпулу часах пуласса кӗтеттӗм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та Шурӑн чӗри лӑпланайман, вӑл темӗнле инкек пуласса сиснӗ пекех туйӑннӑ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах ҫав кун ман чӗре темӗнле инкек пуласса сиснӗ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл форум шайӗнчи дискуссие хутшӑнакансемшӗн кӑсӑк пуласса шаннӑ.

Он выразил надежду на то, что участникам была интересна дискуссия в рамках форума.

Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669

Пирӗн тӗлпулу усӑллӑ пуласса шанатӑп.

Уверен, что наша встреча будет полезной.

Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669

«Ҫанталӑк лайӑх пуласса шантараҫҫӗ. Эппин, йӗлтӗрсӗр пуҫне ӑмӑртӑва ҫӗкленӳллӗ тата вӑхӑта лайӑх ирттерес кӑмӑл кӑна илсе пымалла», — канашлӑва ырӑ сунса вӗҫлерӗ регион ертӳҫи.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Радион малашлӑхне курса, вӑл радио миллионлӑ массӑсен митингӗ пуласса шанса тӑнӑ, радио халӑха кулленхи ӗҫре хавхалантаракан пысӑк вӑй пулассине, унӑн аслӑ малашлӑхне кӑтартса панӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫакӑ вӑл пире чӗререн савӑнтарать, мал ӗмӗтсене ҫывӑхартать, тӑван литература ҫитес ҫулсенче хальхинчен темиҫе хут вӑйлӑ пуласса ӗнентерет.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Асӑннӑ телейлӗ тапхӑра (эпир вӑл телейлӗ пуласса ӗненсе тӑратпӑр) ура ярса пусиччен халӑхсен нумай йывӑрлӑхсем урлӑ ҫӗнтерсе каҫмалла пулчӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӑнасем тенӗрен, Дмитрий Краснов вице-премьер ҫитес кунсенче регионта туристсем йышлӑ пуласса шанать.

Help to translate

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Малалла мӗн пуласса шӑла ҫыртса кӗтсе тӑрать.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫавӑнпа та Актай пиччӗшӗ чипер ҫын пуласса, вӑл килне ыррӑн таврӑнасса чунтан кӗтет, ӗненет.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лупасайӗнчи хӗрсем, хӗрарӑмсем сӳс тӳме пӑрахрӗҫ, пӗрре Мария Тимофеевна ҫине, тепре Ҫинкка ҫине пӑха-пӑха илеҫҫӗ, малалла мӗн пуласса кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed